Комментари хушас

2 Авăн, 2015

Литературăра уçнă çĕнĕ çерем

Ырă кун пултăр, «Хыпар» ĕçченĕсем!

Сирĕн пата «Хыпара» юратса вулакан Ольга Иванова çырать. Юлашки вăхăтра хаçатра интереслĕ материалсем нумай пичетленеççĕ. Тавах уншăн. К.Иванов çулталăкĕнче литературăна кашни номертех тенĕ пек тивĕçлĕ вырăн пани савăнтарать. Нумай çырса каяс мар. Сăмахăм - Рита Артин темиçе номерте тухнă «Куçăхнă телей» калавĕ пирки.

Манăн шухăшпа, ку - литературăра уçнă çĕнĕ çерем. Калав чуна кисретрĕ, чĕрене чĕтретрĕ. Хĕрарăмăн мĕскĕн шăпине хырăмри ача туйăмĕсем урлă уçса пани ытла та вăйлă! Калава темиçе хут вуласа тухрăм, кашнинчех - куççульпе...

Хисеплĕ редакци, пултаруллă автор çинчен те пĕлес килчĕ. Кам вăл Рита Арти? Ку мана кăна мар, ытти вулакансене те интереслентерет пулĕ. Ун çинчен каласа кăтартсан аванччĕ. Сĕнĕве шута илессе шанатăп.

Хаçат тусĕ - О.Иванова.

Елчĕк районĕ.

Рита АРТИ /Маргарита Михайловна ИЛЬИНА/, хĕр чухнехи хушамачĕ - Максимова, Элĕк районĕнчи Шураç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тавăтри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех районти «Ленин çулĕпе» хаçатпа çыхăну тытнă. Çакă унăн малашлăхне палăртнă та темелле: вăл журналистика профессине суйласа илнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн «Филолог. Чăваш чĕлхипе литератури учителĕ. Журналист» диплома алла илнĕ. Пĕр вăхăт Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 53-мĕш вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах республикăри хаçат-журналта статьясем пичетленĕ, чăваш телекуравĕнче тата хула каналĕнче кăларăмсем хатĕрленĕ. 1998 çулта чун туртăмĕ «Хыпар» çемйине илсе çитернĕ. Çулталăка яхăн «Çамрăксен хаçатĕнче» корреспондентра вăй хунă хыççăн «Чăваш хĕрарăмĕн» редакторĕнче ĕçлеме пуçланă.

Юлашки çулсенче Рита АРТИ литература каçалăкĕнче çанă тавăрсах вăй хума пикенчĕ. Унăн калавĕсемпе сăввисем, çулçÿрев очеркĕсем «Тăван Атăл» журналта тата тĕрлĕ çыравçăн хайлавĕсене пухса кăларнă кĕнекесенче пичетленеççĕ. Хăй те икĕ кĕнеке кăларчĕ: «Савнă ялăм ман Шураç» тăван ялĕн историйĕпе тата паллă ентешĕсемпе паллаштарать, «Алтăр çăлтăрпа тулсассăн»

кĕнекинче чунĕнчен шăранса тухнă сăвă йĕр

кисем вырнаçнă. Хăшпĕр сăввине хăех юрра та хывнă. Вĕсене пухса «Тайма пуçăм, тăван ялăм» альбом кăларнă.

Рита АРТИ - Раççей Журналистсен союзĕн тата Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ, чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

 

***

Йÿçек-и? Пур-ха çав кăштах.
Ан ус пуçна питĕ.
Йÿççи пулмасан тутли пуррине
Епле туйма пулĕ?
 
Тăшман-и? Сăхасшăн пуçтах...
Çапах, тен, вăл кирлĕ?
Тăшман пулмасан туссем пуррине
Епле пĕлме пулĕ?
 
Усал-и пуласшăн хуçа?
Мĕнех, тапаçлантăр!
Усал пĕтессе, ырри çĕнессе
Пĕлетпĕр-çке пурпĕр.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.