Тен, хамăн пырса сăмах хушас?

…Чылайччен чăтрăм, паян вара алла ручка тытма шухăш­ларăм. Мана икĕ çула яхăн ĕнтĕ пĕр каччă килĕшет. Вăл манран тăватă çул аслă. Эпĕ нумаях пулмасть кăна каçсерен урама тухма тытăнтăм. Анчах çак утăма та ăна тĕл пулас тĕллевпе кăна турăм. Пурпĕрех чун ыйтнине кĕтсе илейместĕп. Вăл мана пĕртте асăрхамасть.

Эпĕ пур япалана та хам ăшра тытма пĕлекен хĕр. Çавăнпа кун пирки никама каласа кăтартмалла мар тесе шухăшлатăп. Çапах хăш- пĕр чухне куççульпех йĕретĕп. Хуравсăр юрату чĕреме кăшлать-çке. Çавăнпа «Çунатлă çамрăклăх» тусĕсенчен сĕнÿсем ыйтатăп. Паян чи йывăр ыйту маншăн — чунăма çунтаракан каччă патне пĕрремĕш пырса калаçни килĕшÿллĕ пулĕ-ши? Эпĕ çавăн пек утăм тусан, тантăшăмсем, мĕн каланă пулăттăр?

Снежана.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.