Чăх-чĕп

16 Нарăс, 2017

Çăмартана миçе çавăрмалла?

Килте ăсталамалли инкубаторпа кăсăклантăм. Туса пăхасшăн. Хур çăмартине хума та юрăхлă-ши вăл? Инкубатора хунă чăх çăмартине кунне миçе хутчен çавăрмалла, температура мĕнлерех пулмалла? Сывлăш нÿрĕклĕхĕ миçе процент кирлĕ?
Петр КОНСТАНТИНОВ.
Шупашкар районĕ.

Инкубатора чăх е хур çăмарти хурасси çăмарта хумалли лотокпа çеç çыхăннă. Хур çăмарти пысăкрах, лампочкăпа çăмарта хушши 17 сантиметртан пĕчĕк ан пултăр.

22 Раштав, 2016

Чăх-чĕп суранланасран

Килти кайăк-кĕшĕке сивĕре тимлĕрех пăхмалла. Хĕлле вĕсем ытларах витере тăраççĕ, апат рационĕ те улшăнать, кăштах чухăнланать те. Витере тăвăр, уçăлтармалли вырăн çук пулсан чăхсем пĕр-пĕрне сăхма пуçлаççĕ. Кун пек чухне пĕр-пĕр кайăка суранлатма та пултараççĕ.

13 Юпа, 2016

Чăхсем валли тырă шăтаратпăр

Килте выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытаканăн унран ытларах продукци илес килет. Çакă выльăха епле пăхнинчен, тăрантарнинчен, вите-хуралтă, картиш условийĕсенчен килнине пурте пĕлетпĕр. Çуллахи кайăк-кĕшĕке чĕрĕ апатпа тивĕçтерме ансат. Вĕсем ирĕкре те çÿреççĕ, курăк татса картишне пама та пулать. Чăх апата тиркемест, темĕн те çиет, тăрантарма йывăр мар пек. Анчах та апат пахалăхĕ япăхрах пулсан, витаминсемпе минералсем çитмесен чăх кĕркунне хăвăртах çăмарта тума пăрахать. Çăмарта тăвассинче чăх ÿсĕмĕ те пĕлтерĕшлĕ. 1-2 çулти чăхсем çăмарта нумай тăваççĕ.

23 Çĕртме, 2016

Бройлер хăвăрт ÿстĕр

Килти хуçалăхра чылайăшĕ бройлер чĕпписене туянса ÿстерет. Вăл хăвăрт çитĕнет, 40 кунра 1,9 кг яхăн таякан чăх тушки илме пулать.

Анчах тепĕр чухне кил хуçисем бройлер чĕпписем, чăх-чĕп фабрикинче шантарнă пек, хăвăртах çитĕнменни пирки ÿпкелешеççĕ. Бройлер хăвăртах ÿсменнин сăлтавĕ — тĕрĕс мар пăхнинче. Ăна ытти чăхсенчен урăхларах пăхмалла. Вăл гибрид /кросс/, селекционерсем ятарласа хăвăрт ÿстермешкĕн кăларнăскер.

19 Çу, 2016

Çуркуннехи чĕпсем çирĕпрех

Кайăк-кĕшĕк хăвăрт çитĕнет. Шурă чăх — леггорн ăратлăскер — пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă. Вăл 5-6 уйăхран çăмарта тума пуçлать. Чăх чĕппи 3 уйăхра 1-1,5 кг таять, кăвакал чĕппи 2 уйăхра 2 кг çитет, хур тата кăркка чĕпписем 2 уйăхра 5 кг таяççĕ.

Кайăк-кĕшĕкĕн çуркунне тухнă чĕпĕ килти апатпа çеç мар тăранса пурăнать, ура айĕнчи апат та çителĕклех. Аш валлилĕх кĕркуннеччен ÿссе çитĕнет, çулла вĕсене пăхма та ансатрах.

Pages