Комментари хушас

19 Çу, 2016

Çуркуннехи чĕпсем çирĕпрех

Кайăк-кĕшĕк хăвăрт çитĕнет. Шурă чăх — леггорн ăратлăскер — пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă. Вăл 5-6 уйăхран çăмарта тума пуçлать. Чăх чĕппи 3 уйăхра 1-1,5 кг таять, кăвакал чĕппи 2 уйăхра 2 кг çитет, хур тата кăркка чĕпписем 2 уйăхра 5 кг таяççĕ.

Кайăк-кĕшĕкĕн çуркунне тухнă чĕпĕ килти апатпа çеç мар тăранса пурăнать, ура айĕнчи апат та çителĕклех. Аш валлилĕх кĕркуннеччен ÿссе çитĕнет, çулла вĕсене пăхма та ансатрах.

Килти кайăк-кĕшĕк чĕпписене çăмартаран тухсан тепĕр куннех апат çитерме тытăнмалла. Чи малтан пĕçернĕ çăмарта шуррине вĕттĕн тĕпретсе памалла. Ăсчах зоотехниксен шухăшĕпе пĕчĕк чĕпĕсем савăта хурса панă апата малтанлăха курмаççĕ, куçакан апата çеç асăрхаççĕ. Кайăк-кĕшĕк çитĕнтерекенсем асăрханă пулĕ, чĕпĕсем пĕр-пĕрне сăхкаласа илеççĕ — апат шыраççĕ. Çавăнпа тĕпретнĕ çăмартана чĕпĕсен çурăмĕсем çинех кăштахшар сапса пама юрать. Икĕ-виçĕ кунран вĕсем çĕрте выртакан апата та чиперех сăхма пуçлаççĕ.

Пĕр кунранах тăпăрчă, турăх пама юрать чĕпĕсене. Шыва яланах çĕнетсе тăмалла.

Хур, кăвакал чĕпписене пăрçа шÿтерсе авăртса, çамрăк курăка тураса памалла.

Чĕпĕсем 5 куна çитсен вĕтетнĕ пурă, йывăç кăмрăкĕ, çуса тасатнă юханшыв хăйăрĕ /вăл карьертинчен шултрарах/ памалла.

3-4 кунран тĕрлĕрен кĕрпе çитерме юрать. Вир кĕрпине пĕçерсе парсан лайăх. Тулă, куккурус кĕрпине шывпа кăштах шÿтерсе памалла. Апата тÿрех нумай пама юрамасть. Пĕрре çимелĕх — лартнă апат çур сехетрен пĕтмелле. Ислетнĕ кĕрпене нумай упрамалла мар. Сивĕтмĕшре 1 кун тытма юрать, кунсеренех çĕнетмелле. Малтанхи эрнере кашни 2 сехетре апатлантармалла, 10 кунран виçĕ сехетрен апат сапса памалла.

Хĕвеллĕ, ăшă çанталăкра чĕпĕсене 3-5 кунранах ирĕке кăларма юрать. Малтанлăха пĕр сехетлĕх, вăхăта пĕчĕккĕн пысăклатса пымалла. Амăшĕсĕр пулсан хĕвел çинче çÿретнĕ чухне чĕпĕсене сеткăласа тунă пысăк тата çÿллĕ ещĕке ярсан аван. Хытă хĕртекен хĕвел чĕпĕсене анратма пултарать. Ещĕк тăррине хĕвелтен хÿтĕлемелле — фанерăпа е картунпа хупламалла. Ещĕке курăк лайăх ÿсекен вырăна лартмалла, курăк пĕтнĕçемĕн çĕнĕ вырăна куçарса пымалла.

Амăшĕпе ÿсекенсене /хур, кăвакал чĕпписене/ 10 кунранах пĕчĕк кÿлĕне кĕске вăхăтлăх кĕртме юрать. Амăшĕсĕр ÿсекенсене 3 эрне иртмесĕр шыва ямалла мар, чĕпĕсене ирĕкре хăйсене тĕллĕн çÿретме те юрамасть. Кунашкаллисене йытă-кушак, ула курак, хăлат тапăнса тустарма пултарать. Инкубаторта тухнă чĕпĕсем, амăш айĕнче тухнисемпе танлаштарсан, сапаланчăкрах. Вĕсене сыхласах тăмалла.

Чăхсене «çăвăнма» кĕлпе хăйăр хутăшĕ /50% кĕл, 50% хăйăр/ памалла. Чĕпĕсем унта ирĕклĕн çатăлтатма пултарччăр. Кĕл чăх ÿт-тирне тĕрлĕ чир-чĕр ересрен пулăшать.

Чĕпĕсене инкубаторта та кăларас тесен хăй тĕллĕн пусма ларакан амăшĕпе пĕр вăхăтра тухмалла хума тăрăшмалла. Чăх е ытти килти кайăк чĕпписем тухнă чухне инкубатортисене те хăйĕнни пекех йышăнать. Пĕчĕкренех амăшне хăнăхтарнă инкубатор чĕпписем ыттисенчен уйрăлса каймаççĕ. Асли пур йыша пăхма та ансатрах.

Тин тухнă чĕпĕсене ăшă çителĕклĕ кирлĕ: 33-35 градус. Ăшăтмашкăн вĕри шыв тултарнă пластик савăт, ăшă лампипе усă курма юрать, çав вăхăтрах ытлашши вĕри те лекмелле мар чĕпĕсене. Пĕчĕкскерсем ытлашши вĕрипе хăвăртах вилсе пĕтеççĕ. Чĕпĕсен курупкине сывлăш çитмелле. 4-5 кунран 25 градус ăшă та çителĕклĕ.

Çуркунне — çу уйăхĕнче — тухнă чĕпĕсем, çулла тухнисемпе танлаштарсан, çирĕпрех пулаççĕ, хăвăртрах ÿсеççĕ. Ĕрчетме çамрăк йыша хăварас-тăк шăпах чи малтан тухнисенчен суйлама тăрăшмалла.

10 чăх валли пĕр автан, 5 кăвакал ами валли пĕр аçа, 4 хур ами валли пĕр аçа хăварса йĕркелемелле çĕнĕ çемьене. Çĕнĕ ушкăн валли аçана пачах урăх йышран хăварсан лайăхрах. Пĕртăван чĕпĕсен ĕрчеслĕхĕ пĕчĕкрех, йĕкĕр варлă çăмартасем ытларах пулма пултараççĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.