Бройлер хăвăрт ÿстĕр

23 Çĕртме, 2016

Килти хуçалăхра чылайăшĕ бройлер чĕпписене туянса ÿстерет. Вăл хăвăрт çитĕнет, 40 кунра 1,9 кг яхăн таякан чăх тушки илме пулать.

Анчах тепĕр чухне кил хуçисем бройлер чĕпписем, чăх-чĕп фабрикинче шантарнă пек, хăвăртах çитĕнменни пирки ÿпкелешеççĕ. Бройлер хăвăртах ÿсменнин сăлтавĕ — тĕрĕс мар пăхнинче. Ăна ытти чăхсенчен урăхларах пăхмалла. Вăл гибрид /кросс/, селекционерсем ятарласа хăвăрт ÿстермешкĕн кăларнăскер.

Хăвăрт ÿсессине бройлерсен генинех кĕртнĕ. 8 эрнери сывă чĕпĕ вăтамран 1,5 кг таймалла. Хăвăрт çитĕнмешкĕн, паллах, пахалăхлă апат кирлĕ. Ахаль чăхха апатлантаракан тырă, ешĕл курăк, апат юлашки çеç парсассăн бройлер чĕппи лайăх ÿсеймест. Ăна ÿсме протеинлă, тутлăхлă япаласемпе микроэлементсем кирлĕ. Çавна май бройлерсем валли ятарлă комплекслă апатсем хатĕрлеççĕ. Комбикорма тĕрлĕрен гормонсем хушаççĕ теме ан васкăр. Ÿстерекен гормонсене комбикорма хушмаççĕ. Вăл протеинлă, шăпах бройлер чĕппине юрăхлă апат çеç. Чĕпĕсене комбикормпа кăна тăрантараймастăр тăк ытти апатпа пĕрле пулă е шăмă çăнăхĕ хушмалла. Анчах хăйăр, кĕл бройлер валли мар.

Çак схемăпа тăрантарни аван. Чи пĕчĕк чĕпсене ахаль чĕпсем пекех апатлантармалла. Пĕçернĕ çăмарта, вир кĕрпи, тăпăрчă пама юрать. Унтан премикс "Старт" рационра пулмалла, икĕ эрнерен ÿт хушма май паракан /откормочный/ комбикорма чĕпĕсем 40 куна çитиччен памалла. Юлашки 2-3 эрне, аша яриччен, ахаль апатпа тăрантармалла. Кун пек йĕркепе тăрантарса çитĕнтернĕ бройлер ашĕ тутлă та сĕтеклĕ пулать.

Чăх-чĕп фабрикинчен пĕр талăкри чĕпĕсене туянсассăн шăпах палăртнă пек пăхса ÿстерме меллĕ. Пĕчĕк чĕпсене туяннă хыççăнах шыв ĕçтермелле, апатлантармалла, ăшăра тытмалла /28°/. Вĕсем патĕнче талăкĕпех çутă пулмалла. 4-5 кунран çутă вăхăтне чакарса пымалла. 10 кунран чĕпсене 16 сехет вăйсăртарах çутă пулни çителĕклĕ.

Бройлер чĕпписене пĕр талăкранах типĕ, чĕпсем валли хатĕрленĕ комбикорм пама юрать. Вĕсен организмĕ типĕ апата лайăх йышăнать, ятарласа çапла йĕркеленĕ те. Чĕпсем апат валашкисем патне ирĕклĕн пыччăр. Пĕчĕк чĕпĕсене 1 л шыва 50 г глюкоза, 2 г аспирин йÿçеклĕхĕ хушса ирĕлтерсе памалла. Çакă чĕпсен вар-хырăмĕнче сиенлĕ микробсем аталанассинчен сыхлать, сывă микрофлорăна аталанма пулăшать.

Бройлер чĕпписене ирĕке кăларса çÿретме кирлех мар. Çакскерсем апатланаççĕ те канаççĕ кăна. Çавăнпа читлĕхре е пÿлĕмре тытма юрать. Кайăксен ай сарăмĕ таса, витери сывлăш уçă пулмалла. Витĕр çил выляни вĕсемшĕн сиенлĕ.

Çу каçипе бройлерсен икĕ партине çитĕнтерсе какай туса илме пулать. Пĕрремĕшсене ака-çу уйăхĕсенче туянмалла, тепĕр хутчен — малтанхи партие пусса тирпейленĕ хыççăн, çĕртме-утă уйăхĕсенче. Кĕркуннеччен аванах çитĕнсе ĕлкĕреççĕ.

Чăх-чĕп фабрикисенче ятарлă технологипе çитĕнтерекен бройлерсен лавккари хакĕ пысăках мар. Килте ÿстерекен чĕпĕсен хăйхаклăхĕ, тен, пысăкрах та пулĕ, анчах килте çитĕнтернĕ чăх какайĕ тутлăрах, пахалăхлăрах.

Бройлерсене икĕ уйăхран ытла усрама кирлĕ мар. Каярахпа вĕсем питех ÿсмеççĕ, апата вара ытларах пĕтереççĕ. Вĕсене пусса тирпейлемелле те морозильника хумалла. Витене тĕплĕн тасатса тухса пĕр талăкри чĕпсен тепĕр йышне туянмалла. Çакă сахалрах тăкакланса ытларах тупăш илме май парать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.