Комментари хушас

13 Юпа, 2016

Чăхсем валли тырă шăтаратпăр

Килте выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытаканăн унран ытларах продукци илес килет. Çакă выльăха епле пăхнинчен, тăрантарнинчен, вите-хуралтă, картиш условийĕсенчен килнине пурте пĕлетпĕр. Çуллахи кайăк-кĕшĕке чĕрĕ апатпа тивĕçтерме ансат. Вĕсем ирĕкре те çÿреççĕ, курăк татса картишне пама та пулать. Чăх апата тиркемест, темĕн те çиет, тăрантарма йывăр мар пек. Анчах та апат пахалăхĕ япăхрах пулсан, витаминсемпе минералсем çитмесен чăх кĕркунне хăвăртах çăмарта тума пăрахать. Çăмарта тăвассинче чăх ÿсĕмĕ те пĕлтерĕшлĕ. 1-2 çулти чăхсем çăмарта нумай тăваççĕ. Çăмарта тăвакан чăхсене çĕнетсех тăмалла, 2-3 çултан ытла тытмалла мар.

Килти чăхсене хĕллехи вăхăтра тĕрĕс апатлантармалла. Рационта чĕрĕ курăк, пĕçернĕ пахчаçимĕç, апат-çимĕç юлашкийĕ, ирĕш, тырă-кĕрпе, комбикорм кĕл-кăмрăк, вак чул, хăйăр пулмалла.

Апата шывпа е сĕт-турăхпа хутăштарса ислетсе памалла.

Типĕ апатра — комбикормра — чăхха кирлĕ япала çителĕклĕ. Анчах вăл хаклăрах тата комбикормпа çеç тăрантарсан чăхсем самăрăлса кайма пултараççĕ. Самăр кайăк-кĕшĕк çăмарта сахал тăвать.

Курăк çук чухне чăхсене хыр лăсси пама юрать. Вăл кайăк-кĕшĕкшĕн усăллă. Утă та çакса памалла, чĕркеме икĕ-виçĕ кунтан çĕнетсе тăмалла. Урпана, тулла шăтарса парсан уйрăмах аван. Кун пек апатри усăллă япаласене организм лайăхрах йышăнать. Тырра икĕ савăтра шăтарсан аван. Чăхсем витаминлă апатсăр юлмĕç.

Ĕç йĕрки. Таса противене кăштах шыв яратпăр та тырă сапатпăр. Пĕр талăка ăшă çĕре лартатпăр. Унтан шыва сăрăхтарса таса шыв яратпăр. Тырă шăтма пуçласан чăхсене пама пуçлатпăр. Кайăк-кĕшĕк шăтнă тырра йăлтах, ешĕл калчипех, çиет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.