Archive - 5 Утă, 2016 - Хыпар

5 Утă, 2016

«Хыпар» 103-104 (27013-27014) №. 5.07.2016

5 Утă, 2016

Çĕр çыннин ырлăхĕшĕнех пĕлтерĕшлĕ

Ыйтусене хуравлама хăрамалла мар, çырава налук хурассишĕн ирттермеççĕ

Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăр хăшĕ-пĕри эрех-сăра ĕçсе минренĕ хыççăн шыв хĕррине васкать. Çакнашкал кану тепĕр чухне инкекпе вĕçленет. Аслисен тимсĕрлĕхне пула ачасем путса вилни те пăшăрхантарать. Вăйпитти ÿсĕмрисене тата çамрăк ăрăва çухатнипе ниепле те килĕшме çук. Çавăнпа халăх хушшинче ăнлантару ĕçне куллен туса пымаллине тепĕр хут аса илтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрне пуçламăшĕнчи канашлăва уçнă май.

5 Утă, 2016

Коррупципе кĕрешессине вăйлатмалла

Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин черетлĕ ларăвне уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕршыв ертÿлĕхĕ коррупципе пĕр шелсĕррĕн кĕрешмешкĕн тĕллев лартнине аса илтерчĕ.

5 Утă, 2016

Хушма укçа - 900 миллион тенкĕ

Чăваш Ене бюджет кредичĕ 900 миллион тенкĕ /çăмăллатнă ставкăпа — 0,1 процент/ тата «Этническая Чувашия» проекта пурнăçа кĕртме 182 миллион тенкĕ уйăрса панă. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаç органĕсен ертÿçисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра пĕлтерчĕ.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — çак çитĕнĕве тума РФ Финанс министерствипе тухăçлă, килĕштерсе ĕçлени пулăшнă. Çавна май иртнĕ эрнере Чăваш Республикине бюджет кредичĕ пурĕ 900 миллион тенкĕ: 768,5 миллион тата 132 миллион /çăмăллатнă ставкăпа — 0,1 процент/ пама йышăннă.

5 Утă, 2016

Интернет уçлăхĕ тата пичет кăларăмĕсем

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин коллегийĕн çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче сÿтсе явнă тĕп ыйту — республикăри пичет кăларăмĕсем Интернет уçлăхне алла илни.

5 Утă, 2016

“Зарница” тата “Орленок” çĕнтерÿçисене чысланă

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Патăрьел районĕнче пулнă, республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн “Зарница” тата “Орленок” XLVIII финал вăййисене хупнă çĕре хутшăннă.

5 Утă, 2016

Грантсем культурăна тĕревлĕç

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоконференци мелĕпе Правительство членĕсемпе, районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

5 Утă, 2016

Сĕткен паракан, шанчăк çуратакан çăлкуçсем

Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕ — Республика кунĕпе çыхăннă тĕп мероприятисенчен пĕри. Çирĕм тăваттăмĕш хут иртрĕ вăл Чăваш Енре. Астăватăп-ха: çак «çăлкуç» йĕркелÿçисем виçĕ регионти халăх пултарулăхĕн хастарĕсем пулчĕç. Ун чухне фестиваль «Атăлçи çăлкуçĕсем» ятпа çÿретчĕ. Вăл наччасрах анлă Атăл пек мăнаçланса кайрĕ, хăйĕн техĕмлĕ «шывĕпе» чунăмăрсене канăç кÿчĕ. Раççейри тата Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи халăх пултарулăх коллективĕсем çеç мар, чикĕ леш енчен те килме пуçларĕç шурă Шупашкарăмăра.

5 Утă, 2016

Хĕрарăм илемĕн фотоÿнерçи

Сергей Васильев — Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, журналистика тата ÿнер фотографийĕн ăсти. Сергей Григорьевичăн профессипе çыхăннă награда питĕ нумай: вăл — Пĕтĕм тĕнчери сăнÿкерчĕк "Оскарĕн" "Ылтăн куç" парнине пилĕк хутчен /1978, 1980, 1982, 1983, 1985/ тивĕçнĕскер. Унашкалли Раççейре урăх çук.

Pages