Коррупципе кĕрешессине вăйлатмалла

5 Утă, 2016

Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин черетлĕ ларăвне уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕршыв ертÿлĕхĕ коррупципе пĕр шелсĕррĕн кĕрешмешкĕн тĕллев лартнине аса илтерчĕ.

Михаил Игнатьев социологи ыйтăмĕсем граждансем влаç органĕсен коррупципе кĕрешес енĕпе пурнăçлакан ĕçне ырăпа хакланине, республикăра ку енĕпе кирлĕ норма-право акчĕсене йышăннине палăртрĕ. Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тăрă шыв çине кăларнине, айăплисене явап тыттарнине пĕлтерчĕ. Республика Пуçлăхĕ халăхăн юридици пĕлĕвне ÿстерме чĕнсе каларĕ, профилактика ĕçне вăйлатма сĕнчĕ.

Ларура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, сывлăх сыхлавĕ, вĕренÿ сферисенче коррупци сĕмĕллĕ преступленисене асăрхаттарас тата тупса палăртас тĕлĕшпе йĕркелекен ĕçе сÿтсе яврĕç. ЧР ШĔМĕн полици пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Николаев каланă тăрăх — асăннă сферăсене бюджетран укçа-тенкĕ ыттисемпе танлаштарсан ытларах уйăрнăран шăпах вĕсенче хысна нухратне куç хывнă тĕслĕх нумайрах пулать. Акă кăçал ЖКХ тытăмĕпе çыхăннă 7 преступление регистрациленĕ, çав шутран 5-шĕ — коррупци сĕмĕллĕ. Сывлăх сыхлавĕн сферинче — 17, вĕсенчен 15-шĕ — взятка таврашĕпе çыхăннисем. Тăкак 3,5 миллион тенкĕпе танлашнă. Вĕренÿ тытăмĕнче коррупци тĕслĕхĕсем пуринчен те ытларах пулаççĕ. ШĔМ кăçал ку енĕпе 36 уголовлă ĕç пуçарнă, тăкак — 8,5 миллион тенкĕлĕх.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйсене пăхăнакан пĕтĕм учрежденире коррупципе кĕрешекен комиссисем туса хунине пĕлтерчĕ. Больницăсенче ăнлантару ĕçĕсем, семинарсем ирттернине — чирлисем взятка ан сĕнччĕр тесе врачсен хăйсене мĕнле тытмалли тата ытти пирки — пĕлтерчĕ. Пациентсене анкетăсене хутшăнма, вĕсем медицина пулăшăвне, тухтăрсен ĕçне мĕнле хакланине пĕлес тĕллевпе ыйтусене хуравлама сĕннине палăртрĕ. Министр медицина ĕçченĕсем пациентсене вăл е ку процедурăна патшалăх учрежденийĕсенче мар, хăйсем вăй хуракан уйрăм çын клиникисенче тума хистени çинче те чарăнса тăчĕ. “Çак тĕслĕхре эпир тĕрĕсмарлăх куратпăр. Пациентсем кăмăлсăр. Пирĕн çак ыйтăва саккун кăларакансене уçăмлатма сĕнмелле”, — терĕ Алла Владимировна. Михаил Игнатьев ĕç паракансен тимлĕ пулмаллине, харăсах икĕ çĕрте вăй хуракан врачсем уйрăм çын клиникинче пациент нумайрах пултăр тесе тăрăшассине каларĕ.

Алла Самойлова çавăн пекех патшалăх туянăвĕсем çинчен те каласа кăтартрĕ. Эмел препарачĕсен туянăвне — 80%, медицина изделийĕсенне — 70%, пулăшу ĕçĕсене йĕркелессине /апатлантару, япала çăвасси т.ыт.те\ 100% централизациленине пĕлтерчĕ. Регион Пуçлăхĕ поставщиксем эмелсемпе тата медицинăн ытти изделийĕпе вăхăтра тивĕçтерччĕр тесен тендер /конкурс, аукцион\ документацине тĕплĕн хатĕрлемеллине аса илтерчĕ.

ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова кăçал 9-мĕш тата 11-мĕш класс пĕтерекенсем экзамен тытнă вăхăтра коррупципе çыхăннă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе тĕрĕслев иртекен пĕтĕм пунктра мĕн пулса иртнине онлайн мелпе кăтартакан тытăм вырнаçтарни çинчен каласа кăтартрĕ. Мерăсем йышăннă пулин те йĕркене пăснă 82 тĕслĕх тупса палăртнă, çав шутран 24-шĕ — ППЭ вăхăтĕнче. Светлана Петрова министерство студентсем коррупцие мĕнле хакланине пĕлес тĕллевпе ирттернĕ социологи ыйтăмĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе те паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх — студентсем коррупципе кĕрешмелли политика çинчен пĕлеççĕ тата çакнашкал тĕслĕхсене асăрхасан яваплă органсене пĕлтерме хатĕр. Вĕренÿ организацийĕсен сайчĕсенче “Прокуратура ăнлантарать” тата ытти баннер уçнă, укçа-тенке саккунсăр майпа пухнин ыйтăвĕсемпе “хĕрÿ линисемпе” “шанăç телефонĕсем” ĕçлеççĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи коррупци сĕмĕллĕ преступленисене сÿтсе явнă май Михаил Игнатьев ЧР Строительство министерствине управляющи компанисене лицензи панă чухне вĕсен ĕçне тĕрĕс хаклама сĕнчĕ, пулăшу ĕçĕсен рынокне таса мар чунлă организацисене кĕртмелле маррине чĕнсе каларĕ.

Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курассин тытăмĕнче правăна пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе мĕнлерех профилактика ĕçĕсем ирттернипе ЧР Следстви комитечĕн ертÿçи Александр Мигушов тата Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева паллаштарчĕç. Коррупципе кĕрешес ĕçе Йĕпреç тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче мĕнле йĕркелени пирки райадминистрацисен пуçлăхĕсем доклад турĕç. Михаил Игнатьев районсенче “хĕрÿ лини” телефонĕпе миçе çын шăнкăравланипе кăсăкланчĕ. Икĕ районта та пĕр шăнкăрав та пулман тесен тĕлĕнчĕ, “Эппин, сире вырăнти халăх шанмасть”, — пĕтĕмлетрĕ вăл. Республика Пуçлăхĕ коррупципе кĕрешес ĕçе тата вăйлатма чĕнсе каларĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.