Archive - 2 Утă, 2016 - Хыпар

2 Утă, 2016

«Чăваш хĕрарăмĕ» 25 /947/ №. 2.07.2016

2 Утă, 2016

Аваллăха сăнлать Сăкăт чăвашĕ

Чăваш наци музейĕнче иртнĕ «Çĕнтерÿ символĕсем» куравра паллашнăччĕ Федор Артамонов алăстипе. Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăтĕнче пурăнаканскер «ЧХ» вулаканĕсене хăй çинчен каласа кăтартма хапăлах пулчĕ.

2 Утă, 2016

Ĕçтеш Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ

Раççей статистика службинче кăçалхи ялхуçалăх çыравĕн хатĕрленÿ юлашки тапхăрне пĕтĕмлетсе брифинг ирттернĕ. Çавна май пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие халалланă ÿкерчĕк тата сăнÿкерчĕк конкурсĕсен çĕнтерÿçисене палăртнă.

2 Утă, 2016

Кам вăл - паянхи чăваш хĕрарăмĕ?..

Чăваш наци тата Тăван радио йĕркелекен кăларăмсене тăтăшах хутшăнма тÿр килчĕ юлашки вăхăтра. Радио итлекенсем те, ĕçтешсем те яланах тенĕ пек çак ыйтăва параççĕ мана: “Кам вăл, мĕнлерех вăл — паянхи чăваш хĕрарăмĕ?” Çухалсах каятăп тепĕр чух: кам вăл чăнах та, мĕнлерех? Кулленхи пурнăçра çакăн пирки пит шухăшласах каймастăн-çке, ĕçе çÿретпĕр, унтан кил тĕрĕшĕнче тăрмашатпăр... Çак ыйтăвăн хуравне шырамасăрах ачи-пăчине ÿстерет хĕрарăм, чун ăшшине мăшăрĕ валли те тупать, çемье вучахне упрас тесе тăрăшать, каллех — çакăн пирки шухăша путмасăр...

2 Утă, 2016

Кураклă Каркаларта…

Аякра-аякра, Чăваш республикипе Тутарстан чиккинче вырнаçнă çак ял. Курак нумай пулнăран Каркалар тенĕ ăна. Шăп пĕр километртан кÿршĕсен Кайбицки районĕ пуçланать. Чăвашсем кунта тутарсен çумĕнче çĕрпе ирĕклĕрех усă курас тесе Кĕçĕн Таяпа тата Аслă Таяпа тăрăхĕнчен 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче куçса ларнă.

2 Утă, 2016

Лачкассинчи лачака

Тăвай районĕнчи Лачкасси ялĕнче çĕр айĕнчен шыв тапса тăрать. Хăш вырăнтан тухнине те палăртма çук, мĕншĕн тесен лачака — йĕри-тавра. «Çĕр темиçе çĕртен нÿрелме пуçлать те кăштахран талккăшĕпех йĕпенет», — ăнлантарать урама тухнă халăх. Шыв сакайне, нÿхрепе кĕнĕ. Пахчари йăрансем типмеççĕ.

2 Утă, 2016

Çамрăксене мĕнле илĕртмелле?

Ялхуçалăх предприятийĕсем малалла лайăх аталанса пыччăр тесен чи малтанах кадрсем кирлĕ. Анчах та хальлĕхе пирĕн производствăна ку тĕлĕшпе пуян теме çук-ха. Ялсенче специалистсем, ахаль рабочисем çитменни — паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри.

2 Утă, 2016

Самолет та, вертолет та мар, пăрлă çумăр килнĕ

Патăрьел тăрăхĕнчи хуçалăхсене пăрлă çумăр шар кăтартни пирки нумаях пулмасть çырнăччĕ хамăр хаçатра. Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче çак район ялĕсене каллех тĕттĕм кăвак пĕлĕт хупласа илнĕ.

Pages