Аваллăха сăнлать Сăкăт чăвашĕ
Чăваш наци музейĕнче иртнĕ «Çĕнтерÿ символĕсем» куравра паллашнăччĕ Федор Артамонов алăстипе. Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăтĕнче пурăнаканскер «ЧХ» вулаканĕсене хăй çинчен каласа кăтартма хапăлах пулчĕ.
— Виçĕ çул каяллаччĕ ку. Пуш уйăхĕччĕ. Шăл ниçта кайса кĕме çук ыратнине халĕ те манман. Кун каçа ăçта кăна çитсе перĕнмерĕм-ши? Тăрук стена çинчи Нарспипе Сетнер сăнланнă ÿкерчĕк куç тĕлне пулчĕ. Чухăн каччăн çăпатине курсан сăвă сыпăкĕ пуçа пырса кĕчĕ:
Шухăшларăм та, ĕлĕкхи çи-пуç, ĕç хатĕрĕсем, аваллăх манăçа тухса пыраççĕ. Тен, ача чухне хам мĕн курнине, астунине алăпа ăсталанă ĕçсем урлă кăтартмалла? Тĕслĕхрен, хальхи çамрăксем çăпата мĕн иккенне тата ăна мĕнле сырмаллине те пĕлмеççĕ. Чăваш йăли-йĕркине эпир мар тăк тата кам упраса хăварассишĕн тăрăшĕ? — çакнашкал шухăш явăнчĕ пуçра, — пуçларĕ сăмахне алăсти.
Унăн ĕçĕсем халĕ ялти библиотекăра вырăн тупнă. Вĕсенче мĕн чухлĕ юрату, ăшăлăх… «Улах ларни», «Çимĕк вăййи», «Тарпа пиçнĕ çăкăр», «Вăрçă хирĕнче» ĕçсем чăваш халăхĕн аваллăхĕпе, йăли-йĕркипе паллаштараççĕ. Йывăçран касса ăсталанă пуканесем çавапа, питлĕхпе, кĕреплепе илемлĕ кĕвĕ кăлараççĕ. Пĕри шăпăр калать, теприсем ташлаççĕ. «Вăрçă хирĕнче» композицире — çуннă уй-хир, кÿлнĕ лаша, артиллери… Повар салтака пăтă çитернине, медсестра аманнисене хиртен илсе тухнине пуканесем сăнласа кăтартаççĕ. «Тарпа пиçнĕ çăкăр» композици çăкăра сĕтел çине лартиччен нумай ĕçлемеллине сăнлать. Çĕре малтан сухалаççĕ, кайран акаççĕ, унтан выраççĕ, авăн çапаççĕ, тыррине сăвăраççĕ, хыççăн ал арманĕпе авăртаççĕ. Çăкăра тинех кăмакана хываççĕ. Ватă мучи тин çеç пиçсе тухнă кулачпа ваттисене асăнать. Вăрçăран аманса таврăннă бригадира та манса хăварман Федор Александрович.
Акă авалхи чăваш пÿрчĕ. Тăррине çерем çинчи курăкпа, кĕлетне йывăç çăка хуппипе витнĕ. Кил-çурта йăлтах çатанпа çавăрса тухнă. «Хĕрсем улах ларни» композици те хăй патне туртать. Пикесем тĕрлеççĕ, алсиш-нуски çыхаççĕ. Салтак вăрçăран таврăннă, савнине ăшшăн çупăрланă.
Пуканесене, вĕсен кил-çуртне ăвăспа çăкаран ăсталать Федор Алексеевич. Вăрмана кайса хăва касса килет, кил картинче, пахчара кукăр-макăр турат пуçтарать.
— Йывăçăн çÿп-çапĕ нумай тухсан та карчăк ăнланать мана, тарăхнине кăтартмасть. «Мĕнле чăтăмлăх çитерен-ши, манран пулмасть çак вĕт-шакăрпа аппаланса ларасси», — тет. Хĕллехи вăхăтра мĕн тумалла-ха? Мĕнпе те пулин йăпанмалла-çке. Икĕ кунра виçшер пукане те ăсталатăп. Каскаламасан ман чун чăтмасть, пуç ыратма пуçлать, — каласа кăтартать хăй ĕçне чунтан парăннă арçын.
Çичĕ çул вĕренмелли кивĕ шкула, вулав çуртне, пĕчĕк больницăна лайăх ас тăвать Федор Артамонов. Халĕ авалхи Сăкăт ялне сăнласа кăтартас шухăшпа пурăнать вăл.
Федор Александрович чылай çул трактористра тăрăшнă. Сĕтел-пукан ăсти те, платник те вăл. Мăшăрĕпе иккĕшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал тытаççĕ. Сăкăт ялĕнче пурăнакансем каланă тăрăх, ывăлĕсен те ал-ури ашшĕнни пекех çыпăçуллă. Асли Александр алăксем эрешлет, шкатулкăсемпе чÿрече хашакĕсене тĕрлесе илемлетет. Владимир вĕтĕ пралукран портретсем ăсталать.
Чăваш халăхĕн пурнăçне сăнлакан йывăç композицисене Федор Артамонов малтан килтех упранă, кайран ăна ялти культура çуртĕнче вырнаçнă вулавăшра пысăк кĕтес уйăрса панă. Кунта сывлăш температури те яланах пĕрешкел, нÿрĕк те çук.
Çуллахи вăхăтра анкартинче, садра кăштăртатма юратать арçын. Пĕчĕк çĕçĕ туртса кăларать те чунĕ каничченех касать сулхăнра. Эх, калама çук селĕм-çке! Йывăç пуканийĕсен ал-ури те, пуçĕ те вылянать. Уявра савăнма, инкекре хурланма пĕлеççĕ вĕсем!
Елена АТАМАНОВА.
Комментари хушас