Archive - 20 Утă, 2016 - Хыпар
"Сывлăх", 28 /895/ №, 20.07.2016
ПУРНЕ ТЕ ЮРАМАСТЬ
- Пĕтнĕк /мята/ пурне те усăллă мар. Юн пусăмĕ пĕчĕк çынсен унăн шĕвекне нумай вăхăт ĕçме юрамасть. Венăсен тонусне чакарнă май вăл варикоз чирне вĕрĕлтерме пултарать. Пĕтнĕк ыйхăлаттарни те паллă, унăн шĕвекне ĕçсе пурăнсан ирсерен тăма йывăрланать. Хăшĕсен сăмса питĕрĕнет, çамкапа тăнлавсен тĕлĕнче пуç ыратать. Унсăр пуçне пĕтнĕк ача юлас пултарулăха чакарнине те палăртаççĕ.
СЫВЛĂХШĂН ПАХА КВАС
Çак квас ăш хыпнине ирттернипе пĕрлех сывлăхшăн питĕ усăллă пулнипе палăрса тăрать. Ăна авалранпах хатĕрленĕ, унпа сиплевре анлă усă курнă.
Курăкран
Чи усăлли шутланать. Мĕнле ӳсен-тăранран хатĕрленине кура тĕрлĕ органпа тытăма сиплĕ витĕм кӳрет.
1 стакан сахăра 3 литр шыва ямалла, 1 чей кашăкĕ хăйма хушса пăтратмалла. Марля хутаçа тултарнă 1 стакан типĕ курăка /çӳле çĕкленесрен йывăр япала чиксе/ банка тĕпне антармалла.
ГАЗ ПУХĂНСАН ÇĂМĂЛЛĂХ КӲРЕÇÇĔ
ПАНКРЕАТИТ ЧУХНЕ
ПĔЧĔК ХĔВЕЛЕ АСА ИЛТЕРЕТ
Кашни пахчарах тенĕ пек ÿстерекен хĕвелçаврăнăшăн тăван çĕршывĕ Мексика иккен. Çак çĕршывра пурăнакансем ăна сăваплă ÿсен-тăран вырăнне хунă. Унăн янкăр сарă чечекĕсем вĕсене çĕр çине аннă пĕчĕк хĕвеле аса илтернĕ. Çавăнпа "хĕвел чечекĕ" ят панă.
Шел те, чылайăшĕ хĕвел-çаврăнăшăн сиплĕ енĕсене тивĕçлипе хаклама пĕлмест. Ытларах чухне вăррине кăна ăшаласа çиме хăнăхнă. Тĕрĕссипе, хĕвелçаврăнăша чăн-чăн аптека тесен те йăнăш пулас çук.
ÇУЛЛАХИ ШĂРĂХРА
Çуллахи шăрăх кунсене йĕркеллĕ, сывлăха сиен кÿмесĕр, тÿссе ирттерме хăш-пĕр йĕркене шута илни, пăхăнни пулăшĕ.
Шăрăх кун
Пĕтнĕк /мята перечная/ шывĕ ÿт-пĕве ырă шăршă кĕртет, лайăх уçăлтарать. Вĕтетнĕ чĕрĕ 4-5 апат кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Çур сехетрен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвекпе шăрăхра тата ывăнсан кунне икĕ хут ÿт-пĕве чÿхемелле.
Вăй кĕртме
Енĕш Нăрвашра — Асăну хăми
«Хыпар» 113 (27023) №. 20.07.2016
Чăваш Ен тата Китай: ĕçтешлĕх малашлăхĕ пысăк
Шупашкарти вулавăшсен çуллахи проекчĕсем
Андрей Хорошавин фермер çĕнĕлле акать тата пухса кĕртет
Халăх тавралăха упрассишĕн тăрăшать
Сунарçăсен шăши тытакана пĕтермелле-ши?
Юратăва укçалла туянаймăн, вăйпа çĕнсе илеймĕн