Чăваш Ен тата Китай: ĕçтешлĕх малашлăхĕ пысăк

20 Утă, 2016

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе ĕнер Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăну тытса ĕçлемелли канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Михаил Бабич полпред Раç­çейри тата Китайри регионсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелли çул-йĕре палăртнă. Паян вĕрентÿ, культура учрежденийĕсем аван çыхăну йĕркеленĕ. Пысăк технологиллĕ инноваци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлемелли майсем анлă. «Атăл-Янцзы» формат кĕске вăхăтрах икĕ ен регионĕсен ĕçтешлĕхĕн тухăçлă механизмĕ пулса тăнă. Пĕрле пурнăçлакан инвестици проекчĕсем те нумай — 60 ытла.

Ян Цзечи палăртнă тăрăх — Атăлçи округĕнчи регионсемпе Китай провинцийĕсен ĕçтешлĕхĕ пур енлĕн вăй илет, ĕç кăтартăвĕсем те курăмлă. Чăваш Ен Янцзы тăрăхĕнчи регионсемпе ĕçлĕ çыхăну тытни çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каласа панă. Унăн шучĕпе — çак çыхăну икĕ ен регионĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хăват пама тивĕç. «Эпир икĕ халăх çывăхланмалли, икĕ еншĕн те тупăшлă экономика çыхăнăвĕсене аталантармалли условисем йĕркелес тĕллевпе çине тăрса ĕçлетпĕр», — тенĕ вăл.

Чăваш Ен Чунцин хулипе тата Сычуань провинцийĕпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсене алă пуснă, вĕренÿ организацийĕсем туслă çыхăну йĕркеленĕ. Михаил Васильевич республикăра пурăнакансем Китай историйĕпе, культурипе кăсăкланнине палăртнă. Çавăн пекех пирĕн ентеш Никита Бичурин 19 ĕмĕрти чи сумлă китаеведсенчен пĕри пулнине аса илтернĕ: «Вăл тăрăшнипе тĕнче Китай историйĕпе литератури, философийĕпе тĕнĕ, экономикипе йăли-йĕрки тата ытти çинчен ытларах пĕлме пултарнă. Никита Бичурин ĕçĕсем Раççейпе Китайăн кÿршĕллĕ çыхăнăвĕсене йĕркелеме пулăшнă».

Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре паян Испанипе Германири, Сербипе Италири тата Японири тĕнчипе паллă компанисем ĕçлени çинчен каланă. Чăваш Ен конкуренцие аталантарма пулăшас енĕпе регионсен рейтингĕнче улттăмĕш вырăн йышăнать, инноваци аталанăвĕн рейтингĕнче — саккăрмĕш вырăнта.

Михаил Игнатьев тата Аньхой провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕ Лю Ли ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Китайри Аньхой провинцийĕн Халăх правительстви суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Лю Ли пĕрлехи ĕç калăпăшне ÿстермелли сĕнÿсем панă. Машиностроени, патшалăх служащийĕсен Китайри стажировки тата ыт.те — ĕçтешлĕх çул-йĕрĕсем анлă. Çавăн пекех ларура Китай тата Атăлçи округĕнчи регионсем пĕрле пурнăçлакан инвестици проекчĕсене сÿтсе явнă.

«Оргсинтез ушкăн» АО проекчĕн ертÿçи Сергей Данилов Чăваш Республикинче глифосат производстви йĕркелемелли пĕрлехи инвестици проекчĕпе паллаштарнă. «Ку — пĕрлехи проектсене ăнăçлă пурнăçланин тата тепĕр тĕслĕхĕ», — палăртнă проекта хакланă май полпред заместителĕ Алексей Сухов.

Çавăн пекех «Чăваш Ен — Сычуань» агропромышленноç комплексне йĕркелемелли проекта пурнăçлас енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли килĕшĕве алă пуснă.

Ульяновск облаçĕн кĕпĕр­наттăрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Морозовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна тараватлăхшăн тав туса çапла палăртнă: «Ульяновск облаçĕнче çакнашкал пысăк шайри мероприятие йĕркелени регион ертÿçисем облаçа аталантармалли, ахаль çынсен пурнăçне лайăхлатмалли условисем йĕркелес тĕллевпе нумай ĕçленине çирĕплетет. Эпĕ Ульяновск облаçĕ 12 çул каялла мĕнле пулнине астăватăп, вăл паян мĕнлерех улшăннине куратăп. Аталану енĕпе пысăк утăм тунă. Пирĕн регионсен хушшинчи ĕлĕкрен пыракан туслă çыхăнусем çирĕпленсе çеç пырасса шанатăп».

Николай ЯКОВЛЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.