СЫВЛĂХШĂН ПАХА КВАС

20 Утă, 2016

Çак квас ăш хыпнине ирттернипе пĕрлех сывлăхшăн питĕ усăллă пулнипе палăрса тăрать. Ăна авалранпах хатĕрленĕ, унпа сиплевре анлă усă курнă.

Курăкран

Чи усăлли шутланать. Мĕнле ӳсен-тăранран хатĕрленине кура тĕрлĕ органпа тытăма сиплĕ витĕм кӳрет.

1 стакан сахăра 3 литр шыва ямалла, 1 чей кашăкĕ хăйма хушса пăтратмалла. Марля хутаçа тултарнă 1 стакан типĕ курăка /çӳле çĕкленесрен йывăр япала чиксе/ банка тĕпне антармалла.

Пӳлĕм температуринче 2 эрне лартмалла, çиеле пухăннă кăмăска сийе çийĕнчех иле-иле пăрахмалла. Холодильникре упрамалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.

Квасăн çурри кăна юлсан малтанхи калăпăшне çитерме сахăр сиропĕ /1 стакан шыва — 1-2 апат кашăкĕ сахăр/ хушмалла.

Кирлĕ курăксем:

  • нерв тытăмĕн, сывлав çулĕсен, вар-хырăм чирĕсем — матрӳшке /душица/, пĕтнĕк /мята/, чапăр /чабрец/;
  • юн тымарĕсен чирĕсем — ăншăрт курăкĕ /адонис/, эмел шур курăкĕ /шалфей/, лантăш, пӳрнеске курăкĕ /наперстянка/;
  • невралги, шăнăр хутлатни — шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, сарă кушак ури /бессмертник/;
  • пуç ыратни, вăй-хал чакни, шăнса пăсăлни — палан, мелисса, упа çырли /бузина/, клевер.

Пахча çимĕçрен

Вĕренĕ 2 литр шыва 4 апат кашăкĕ сахăр, ыраш çăкăрĕн хытти, шултра 1 е вĕтĕрех 2-3 пахча çимĕç вакласа ямалла. Савăта пусмапа витсе ăшă вырăнта 3 кун лартмалла. Унтан сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апат умĕн 100-шер миллилитр ĕçмелле. Сивĕре упрамалла.

Кирлĕ пахча çимĕç:

  • витаминсен çитменлĕхĕ, куç чирĕсем — кишĕр;
  • гипертони, атеросклероз — хĕрлĕ кăшман;
  • витаминсен çитменлĕхĕ, язва чирĕн профилактики — купăста.

Асăрханăр! Пахча çимĕç квасĕ вар-хырăмăн кирек мĕнле чирĕсем, пӳре чирĕсем вĕрĕлсен юрамасть, ача кĕтекен тата кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен те ĕçмесен лайăхрах.

Улма-çырларан

Ăш хыпнине ирттерет, организма витаминсемпе тивĕçтерет. Начарланма пулăшать.

5 литр шыва сахăр /улма-çырла пылак пулсан — 1 стакан, йӳçĕ пулсан — 2 стакан/ ямалла, вĕретмелле. Сивĕнсен 1 литр сĕткен е çавăн чухлех нимĕрленĕ улма-çырла е малтанах ислетсе лартнă типĕтнĕ улма-çырла, 20 грамм çĕпре хушмалла. Ăшă вырăна 2 куна лартмалла. Унтан кĕленчесене ямалла. Сивĕре упрамалла.

Кирлĕ улма-çырла:

  • вар хытни, пĕвер чирĕсем, аппетит чакни — панулми;
  • юн тымарĕсен, ват хăмпин чирĕсем, ӳт тăртанни — пилеш;
  • варвитти, шăнса пăсăлни — груша;
  •  артрит, подагра, пӳре, пĕвер чирĕсем — чие;
  • атеросклероз, хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит, хырăмлăх язви — хура хурлăхан;
  • чĕре чирĕсем — абрикос.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.