Андрей Хорошавин фермер çĕнĕлле акать тата пухса кĕртет

Вăл утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăра чи малтан вырмана тухнă. Паянхи кун тĕлне Юрий Клементьевпа Сергей Миронов Агрос комбайнпа 100 гектар çинчен çуллă шăпкан /рыжик/ пухса кĕртнĕ. Кăçал вăл 400 гектар йышăнать, пĕлтĕр 200 яхăн пулнă.

— Республикăри уй-хирте сайра тĕл пулаканскере мĕн­шĕн акатăр?

— Унăн кашни килограмне 20 тенкĕлле сутса тупăш тĕштырăран ытларах илетпĕр, — терĕ ХФХ ертÿçи Андрей Хорошавин. — Вăл тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсенчен маларах пулса çитет. Вĕсене вырма пуçличчен пирĕн комбайнсем — шăпкан çинче. Çавăнпа техникăн ĕç тухăçĕ палăрмаллах ÿсет. Çуллăскере маларах пуçтарса кĕртсен кĕр тыррисене акма уй-хир пушанать.

— Кашни гектартан миçе центнер тухать?

— Тĕштырă культурисемпе танлашаймасть. Сăмахран, иртнĕ çул 8 центнер пачĕ. Пысăк тупăш кÿнĕрен ăна нумайрах туса илессишĕн тăрăшатпăр. Шел, çу-çĕртме уйăхĕсенче çанталăк шăрăх тăнăран ÿсентăран нÿрĕк çитменнипе аптрарĕ. Çавăнпа кăçал шăпкан пысăк тухăç параймасть.

Фермер «Хыпар» журналисчĕсене вырма ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Унăн трактор-машина паркĕ — Вăр­­манкас Чурачăк ялĕн­че. Çăмăл машинипе унтан Хĕвелтухăçнелле илсе кайрĕ.

— Вячеслав Тарасов тракторист çак уя кĕрхи культура акма хатĕрлерĕ, — руль умĕнче сăмахларĕ Андрей Васильевич. — Кунта нумаях пулмасть 350 гектар донникчĕ. Лаптăка кĕрсе сухаларĕ те — сидерат культура тăпрана пулăхлатма варăнчĕ.

ХФХн ял хуçалăх пĕл­те­рĕшлĕ çĕрĕ 3800 гектар. Вăл 40 çухрăма тăсăлать. Çавăнпа пĕр вырăнтан тепĕрне 15-20 минутранах çитейместĕн.

— Самаях каятпăр, — терĕм ХФХ пуçлăхне. — Сирĕн çĕрсем районĕпех сарăлнă-им?

— Усă курман пай лаптăкĕсене чылай ял çыннинчен пухма тивнĕрен тăсăларах выртаççĕ. Малтан сухаламан 120 гектара кăçал пусă çаврăнăшне кĕртме хатĕрлерĕмĕр. Пĕтĕм лаптăкран нумай çул çитĕнекен курăксем — 600, кĕрхи тĕштырă культурисем — 1150, ытти — çурхисем.

Çÿлти Хыркасси ялĕ патĕнчи уйра икĕ Агрос курăнчĕ. Кунта кĕрхи тулă — 180, ыраш 240 гектар.

— Мĕншĕн вĕсем питĕ хăвăрт пыраççĕ? Ытти хуçалăхра ун пекех чупмаççĕ-çке. Сăлтавĕ мĕнре? — ыйтрăм кăсăклансах.

— Эпир нумай çул çитĕнекен курăксен вăррине, çу юхтармалли тата тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене тура евĕрлĕ жаткăпа пухса кĕртетпĕр, — ăнлантарчĕ ХФХ пуçлăхĕ. — Вăл тырпула вырмасть, пучахĕсене тĕшĕлеме тунисене шала туртса кĕртмест. «Турисемпе» выля-выля тырра комбайн жаткинчех тĕшĕлет, вăл бункерта пухăнать. Çак технологие пула Агроссен ĕç тухăçĕ 1,5 хут пысăкланчĕ. Çавăнпа хăвăртлăх ÿсет. Кăçал çак меслетпе икĕ Агрос усă курать. Килес çул тата икĕ жатка туянасшăн.

— Иртен-çÿрен: «Ку уйри тырра мĕншĕн пухса кĕртмеççĕ?» — тесе ыйтмасть-и? Комбайнсем ăна вырса çапман пек туйăнать.

— Çапла калакансем пур. Часах çак лаптăка сухаламасăрах, тăпрана кăпкалатмасăрах кĕрхи культура акатпăр.

— Ан тĕлĕнтерĕр! Хытса кайнă çĕр çинче вăрлăх шăт­масть вĕт!

— Питĕ лайăх шăтса çитĕнет, пысăк тухăç парать. Эпир тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене туса илмелли çак технологипе тăваттăмĕш çул усă куратпăр. Çÿллĕ хăмăл хĕлле уйра юр хулăн тытма пулăшать, çуркунне-çулла тăпрари нÿрĕке сыхлать. Çак технологи ХФХ тăкакне пĕчĕклетме май пачĕ. Пĕлтĕр кашни гектартан ял хуçалăх культурисем туса илнĕ чухне дизтопливо 35 литр тăкакланă. Кăçал механизаторсем 30 кăна пĕтерĕç. Çĕре ĕлĕкхи пекех сухаласа-кăпкалатса акакансен çав лаптăкра 100 литрпа усă курма тивет. Пирĕн перекет питĕ пысăк. Кунсăр пуçне уй-хирте экологи енĕпе ырă улшăну пулса иртнине хам куçпа курса ĕненетĕп.

Хуçалăхăн тырпул пухса кĕртмелли 4 комбайн. Ик­кĕ­­шĕ культурăсене вырсах çапать-ха. Кăçал «тураллă» жаткăсемпе 1000 гектар çинчине тĕшĕлесшĕн. Килес çултан пĕтĕм культурăсене вĕсемпе пухса кĕртесшĕн.

Вăрманкас Чурачăк ялĕ çумĕнчи йĕтемре икĕ сменăпа вăй хураççĕ.

— Тырра тасатмалли агрегатсене, типĕтмелли сушилкăна утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче тапратрăмăр, — пĕлтерчĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Валерий Григорьев. — Паянхи кун тĕлне уйран йĕтеме турттаракан мĕнпур тырра çийĕнчех алласа типĕтетпĕр, кĕлете кĕртетпĕр. Пĕрчĕри нÿрĕк хисепне 14 процент çеç хăваратпăр. Çак кăтартăва пула элеваторсем пирĕн тырпула сăмахсăрах йышăнаççĕ.

Асăннă агрегатсене Александр Германов, Анатолий Клыков, Николай Лаврентьев, Геннадий Иванов икĕ сменăпа пĕр чарăнмасăр ĕçлеттереççĕ. Ĕнер 130 тонна тасатса-типĕтсе кĕлете хутăмăр. Ку ĕçре Валерий Филипповпа Вячеслав Яковлев водительсем те хастар. Эпир йĕтем курса çаврăннă чухне Елена Григорьева, Антонина Семенова, Галина Романова, Ольга Федорова хими им-çамĕпе склада шал енчен пĕрĕхтерсе ÿсентăран инфекцийĕнчен тасататчĕç. Ирина Романовăпа Олеся Александрова вырмана хутшăнакансем валли тутлă апат пĕçереççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Çĕрпÿ районĕ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

 

Юрий МИХАЙЛОВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.