Юратăва укçалла туянаймăн, вăйпа çĕнсе илеймĕн

Пурнăçра ырăпа усал яланах юнашар çÿреççĕ. Усал вăй этеме тĕрлĕ япăх ĕç тума хĕтĕртет, тĕрĕс çултан пăрать, пирĕшти вара ăна май килнĕ таран сыхласа-упраса тăрать. Çак вăйсен кĕрешĕвĕ мĕнпе вĕçленни çын шăпине татса парать.

Ку шухăш Александр Пăртта пьеси тăрăх Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартнă «Сансăрах санпа» спектакльте лайăх палăрать. Унăн премьери утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче пулчĕ. Пьесăри ĕç-пуç паянхи вăхăтпа пĕр килет. Раштав уявĕнче хĕрсем юмăç яраççĕ, хăйсен пуласлăхне пĕлес тесе вилнĕ пĕлĕшĕн чунне чĕнсе илеççĕ. Ыйту панăран турилкке куçма тытăнсан шартах сикеççĕ хăйсем. Хуравне ĕненес те килет, çав хушăрах иккĕленÿ те çуралать. Пикесем темерĕн: миçе çултан качча каяссине те, пулас упăшкин ят-хушаматне те пĕлес килет вĕсен. Тĕп сăнара Марусьăна çеç çак ыйтусем кăсăклантармаççĕ: вăл нумаях пулмасть вилнĕ савнийĕ Геннадий çинчен шухăшлать, унсăр тунсăхлать. Маска тăхăннă çамрăксем çветке кăтартса кайсан вăл чăтаймасть, юратнă çыннин чунне чĕнет, унпа чĕрĕ этемпе хутшăннă пекех калаçать. Пĕрлешсе ача-пăчаллă пулма ĕмĕтленнĕ каччă каланă сăмахсене — «Эпĕ сан патран кайсан та санпалах юлатăп», — тенине аса илет. Çут тĕнчерен уйрăлнă йĕкĕт хăй патне чĕннĕн туйăнать ăна. Çакăншăн усал савăнать, пирĕшти: «Çук, ку хĕре сана халех илсе кайма памастăп, хитрелĕхĕпе тĕнчене савăнтарса пурăнтăр», — тенине тăнласшăн та мар вăл. Икĕ вăй пикене савнийĕ вилнĕ каç мĕн пулса иртнине кăтартать.

Спектакль жанрне мистика мелодрами тесе палăртнă. Асамлă вăйсене ĕненни пур-ха унта, çапах тĕп вырăнта — кулленхи пурнăç. Çамрăксем паллашаççĕ, юратаççĕ, кĕвĕçеççĕ. Мĕн пĕчĕкренпех тус тесе пурăннă çынах тăшмана çаврăнма пултарнине курса ĕненеççĕ. «Юрату темĕн те тутарать: паттăрла ĕç те, усаллине те», — тет Марусьăна килĕштерекен Денис. Вăл пĕтĕм ыйтăва ашшĕн, полици полковникĕн, витĕмĕпе татса парасшăн. Анчах юратăва укçалла туянаймăн, ăна вăйпа та çĕнсе илеймĕн. Çакна ăнланмасть Денис, Маруся савнине яланлăхах çухатсан хăйĕн ытамне лекессе шанать, çак кун хăвăртрах çиттĕр тесе темĕн те тăвать.

«Сансăрах санпа» спектакле çак театртах ĕçлекен артист Василий Иванов лартнă. Ку — унăн режиссура пĕрремĕш ĕçĕ. «Пĕрремĕш икерчĕ» чăмаккаллă пулать», — теме хăнăхнă эпир. Çапах асăннă премьерăна ку сăмахсем пачах пырса тивмеççĕ. Пĕрремĕш ĕç çеç пулин те куракана пуçĕпех тыткăна илет вăл: сăнарсемпе пĕрле савăнма тата кулянма хистет, култарнипе пĕрлех куççуль те кăларттарать. Спектакле юрă-ташăпа пуянлатни те вырăнлă, килĕшÿллĕ. Артистсем те — Анна Кудряшова, Арсентий Димитриев, Евгений Урдюков, ЧР халăх артистки Валентина Иванова, ЧР тава тивĕçлĕ артисткисем Василиса Петрова тата Елизавета Хрисанфова, Александр Демидов, Эмилия Назарова, Лилия Петрова, Алексей Степанов, Григорий Федоров — чуна пырса тивмелле выляççĕ.

Премьерăна лайăх йышăннăшăн театрăн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев — çĕнĕ спектаклĕн художникĕ шăпах вăл — куракансене тав турĕ. Валерий Николаевич пьеса авторне — ЧР тава тивĕçлĕ артистне, актера, поэта, прозаика, драматурга, Раççей Писательсен тата Театр деятелĕсен союзĕсен членне Александр Пăрттана — тав сăмахĕ каларĕ. Куракансем пьеса авторне тата спектакле лартакансемпе ăна халăх патне çитерекенсене тав туса чылайччен алă çупрĕç, чечек çыххисем парнелерĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

С.Журавлев сăнÿкерчĕкĕ

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.