ПАНКРЕАТИТ ЧУХНЕ
20 Jul, 2016 | Сывлăх | Сывлăх | Анонс

Хырăм ай парĕн шыççи /панкреатит/ вĕрĕлсен ыратнине ирттерме пулăшакан ансат та витĕмлĕ темиçе рецептпа паллаштаратпăр.

  •  1 апат кашăкĕ типĕ сысна курăкне /спорыш/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла та çуршар стакан хĕрлĕ кăшман, кишĕр, хура йÿç кăшман сĕткенĕсем хушмалла. Пăтратмалла, икĕ сехет лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  •  Кунне 3 хут апат умĕн аптека кедр çăвĕ 1-ер апат кашăкĕ ĕçни усăллă.
  •  Çур стакан вĕри сĕте 10 процентлă прополис настойкине 20 тумлам ямалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн ĕçмелле. Курс — ыратни иртиччен. Настойкăна килтех хатĕрлеме пулать. 5 грамм вĕтетнĕ прополиса 75 процентлă 50 миллилитр спирта ямалла, тĕттĕм вырăнта 10 кун лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Сăрăхтармалла, холодильникре упрамалла.
  •  Кĕрен хупăллă çĕрулмин тин юхтарнă çур стакан сĕткенне çур стакан кишĕр сĕткенĕпе хутăштармалла. Апатчен çур сехет маларах тÿрех ĕçсе ямалла та выртмалла. Вуншар кун, пĕрер эрнелĕх тăхтавсем туса, ĕçмелле. Пĕтĕмĕшле сиплев курсĕ — 1 уйăх.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.