Халăх тавралăха упрассишĕн тăрăшать

РФ Президенчĕ В.Путин Çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсен /ÇÇУСЛ/ тата экологи çулталăкне килес çул ирттересси çинчен Указ кăларчĕ. Регионсен ĕç тăвакан органĕсене 2017 çулта тавралăхшăн мероприятисем пурнăçлама сĕнчĕ. Çулталăкпа çыхăннă ыйтусене РФ Наука Академийĕн ботаникăн Н.В.Цицин ячĕллĕ тĕп сачĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Александр ДИМИТРИЕВ хуравлать.

— Республикăра ырă ĕçсем мĕнлисем тума палăртнă?

— Министрсен Кабинечĕ кăçалхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче çитес çулхи мероприятисен планне, Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви йышăнма тăратнăскерне, çирĕплетрĕ. Сĕнÿсем хатĕрлеме çут çанталăка хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен специалистсене, экологсене, ăсчахсене явăçтарчĕç. Правительство плана кĕртнĕ тĕллевсене пурнăçлама ĕç тăвакан органсене хушнă. Ĕçсене тĕрĕслесе тăраканни — асăннă министерство.

— Документа пур мероприяти те кĕнĕ-и?

— Чи кирлисенчен Аркадий Айдак çуралнăранпа 80 çул çитнĕ тата Чăваш Енре пĕрремĕш ÇÇУСЛ туса хунăранпа 85 çул çитнĕ май наука-практика конференцийĕсем ирттересси кĕреймен.

— Пĕрремĕш ÇÇУСЛсем çинчен калаçар-ха.

— Чăваш АССР Ĕç тăвакан тĕп комитечĕ 1932 çулта сăвăрсен Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Шăнкăртам ялĕ çумĕнчи лаптăкĕнчен, Елчĕк районĕнчи акшарлă-доломитлă Кукша ту чĕртаварĕн карьерĕн çурçĕр-хĕвеланăç бортĕнчен тата хыр вăрманĕллĕ, нумай тĕрлĕ ÿсентăранлă Шăмалак ландшафтĕнчен хир заповедникĕсем тума йышăннă, кашнине 500 гектар çĕр касса панă. Каярахпа, 1990 çулсенче, пĕрремĕшпе иккĕмĕшне пĕчĕклетнĕ — 27,6 тата 0,6 гектар хăварнă, виççĕмĕшне пысăклатнă — 616.

— Заповедниксем йĕркелеме йышăннă чухне камсен тĕпчев ĕçĕсемпе усă курнă?

— ССР Союзĕн Наука Академийĕ 1920-1930 çулсенче Чăваш Енре тĕпчевçĕсен экспедицине темиçе те ирттернĕ. Унта А.Ферсман гиохимик тата минералог /ушкăн ертÿçи/, А.Першаковпа Н.Ливанов зоологсем, А.Плетнева-Соколовăпа А.Гордягин геоботаниксем, Е.Тихвинская геолог тата ытти ăсчах /ытларахăшĕ Хусантан/ хутшăннă. Вĕсем çĕр айĕнчи чĕртавар саппасне, чĕрчунсене, çав шутра сунар объекчĕ шутланаканнисене, ÿсентăрана, халăх йăли-йĕркине тĕпченĕ. Пĕтĕмлетĕвĕсем кайран пирвайхи ÇÇУСЛсем йĕркеленĕ чухне чухах пулнă.

— Ял-йыш вĕсене мĕнле йышăннă?

— Несĕлĕмĕрсем сыхланă пĕрлехи сăваплă вырăнсем унччен те пулнă: Киремет, Уйчÿк, масар-çăва, ĕшне-ката... Çăлкуçсемпе пĕве таврашне ешĕл-лентернĕ — йывăçсене никам та касман, хăрса-çĕрсе ÿксен хунавсем лартнă. Ялти, унăн çывăхĕнчи ешĕллĕхе хÿтĕленĕ. 2013 çул тĕлне республика шайĕнчи ÇÇУСЛ 94 çитнĕччĕ, 48,8 пин гектар йышăнатчĕç. Халăхăн 99 проценчĕ вĕсене упрама тăрăшать, лаптăка кĕрсе чĕрчуна, ÿсентăрана сăтăр тумасть. Халăх çут çанталăка упрассишĕн тăрăшать. Çакăнпа пĕрлех сиен кÿрекенсем пуррине те палăртас килет.

— Прокуратура йышăну кăларса ÇÇУСЛсене çирĕплетнĕ чухне юридици йăнăшĕсем тунине пула 65-шĕн статусне пăрахăçлама тивнĕ. Вĕсене тавăрма пулĕ-ши?

— Чăннипех те тĕлĕнмелле япала пулса иртрĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен 29 çеç шутланать, пĕтĕм лаптăк 41,5 пин гектар — 2013 çулхинчен 7,3 пин гектар сахалрах. Çут çанталăк тусĕсем, экологсем, тĕпчевçĕсем пысăк йыш ÇÇУСЛ реестрĕнчен тухса ÿкнĕшĕн пăшăрханаççĕ, министерство патшалăх хÿтĕлекен территорисене тавăрасса шанаççĕ.

— 1990 çулсенчи варкăш сывлăш ÇÇУСЛ юхăмне те вăйлатрĕ.

— Тĕрĕс. ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕпе Министрсен Совечĕ 1991 çулта «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ, Раççей Правительстви 1995 çулта «Сăрçум» заповедник туса хума йышăннă. Ун чухне эпĕ, асăннă министерствăн пай ертÿçи, вĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлерĕм. Иккĕшĕ те — федераци шайĕнчисем. Вĕсене укçа Раççей хыснинчен уйăраççĕ. Лаптăксене сыхлакан хурал пысăк. Вĕсенче тĕрлĕ чĕрчун ĕрчесе ÇÇУСЛ шутланман территорисене сарăлать.

— Чĕрчунсем пĕринчен теприне куçасшăн. Çул çÿрееççĕ-и?

— Эпир чылай çул каялла ешĕллĕхсене пĕрлештермелли каркассен /вăрман тăрăхĕсен, юханшывсен/ схемине хатĕрленĕ. Вĕсем чĕрчунсене этемрен пытанма, куçса çÿреме пулăшаççĕ. Çапах та хăшпĕр çĕрте çук — çыхăнтармашкăн йывăçсем лартса çитĕнтерме ыйтатпăр.

— Ботаника сачĕ те — ÇÇУСЛ. Ăна тытса тăма федераци хыснинчен укçа уйăраççĕ.

— Çапла. Пирĕн 160 гектар ытла çĕр. Пĕлтĕр ăна Раççей Наука Академине пăхăнтарнăранпа 25 çул çитнине паллă турăмăр. Кунта халăх валли улма-çырла, йывăç-тĕм хунавĕсем, эмел курăкĕ, ытти ÿсентăран çитĕнтеретпĕр. Вĕсем Чăваш Енри çанталăка еплерех йышăннине тĕпчетпĕр. Кăçал «Импорт тавара хамăр çĕршывра туса кăларнипе улăштарас ĕçри ботаника сачĕсемпе дендрапарксен пĕлтерĕшĕ» темăпа çĕршыв шайĕнче наука-практика конференцийĕ ирттертĕмĕр. Килес çул та йĕркелесшĕн. Пĕрремĕш ÇÇУСЛ туса хунăранпа 85 çул çитнине халалласа министерство килес çул çавнашкал конференци ирттерсен лайăх пулĕччĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.