Хĕрсем каллех хастарлăхпа палăрчĕç

2 Утă, 2016

Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе çĕршыв чемпионачĕ иртрĕ

Старта 12 регионти 170 атлет тухрĕ. Ирхи сакăр сехетре 25 пике 20 километрлă дистанцире вăй виçрĕ. Ку стартра Олимп чемпионки Елена Лашманова /Мордва Республики/ çĕнтерчĕ. Дисквалификаци вăхăчĕ вĕçленнĕ хыççăнхи пирвайхи ăмăрту пулчĕ ку унăн. «Йывăр та, çăмăл та пулмарĕ. Çапах кĕрешÿ çивĕччĕ. Çĕнтерес тесе пĕтĕм вăйран тăрăшрăм. Спорта тепĕр хут таврăннă май хама лайăх енчен кăна кăтартас килет», — пĕлтерчĕ спортсменка. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене те Саранск спортсменкисем йышăнчĕç. Ку дистанцире пирĕн хĕрсем те тупăшрĕç, анчах Марина Пандаковăна, Светлана Васильевăна тата Надежда Сергеевăна ку хутĕнче ăнмарĕ. Хĕрсен ăмăртăвĕнче медальпе Клавдия Афанасьева савăнтарчĕ: «Спортăн тĕнче класлă мастерĕ» ята нумаях пулмасть тивĕçнĕскер финиша виççĕмĕш çитрĕ. 2015 çулта юниорсен Европа чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ чăваш хĕрĕ хăйĕн черетлĕ наградишĕн савăнчĕ.

Чемпионат программин каçхи старчĕсем тĕп стадионта иртрĕç. 1999-2000 çулсенче çуралнă хĕрсемпе яшсем — 5000-10000, 17-18-тисем 10000 çухрăма парăнтарассишĕн кĕрешрĕç. Юниорсен тупăшăвĕнче спортăн тĕнче класлă мастерĕ /ку норматива вăл та кăçал тултарнă/ Мария Лосинова пирĕн команда пухмачне «ылтăнпа» пуянлатрĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Евгений Лукашкин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионкисем Елена Николаевăпа Валентина Егорова, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Владимир Андреевпа Олимпиада Иванова саламларĕç.

— Чăваш Ен — хăвăрт утакансен спортне аталантаракансенчен пĕри. Спорт 8 шкулĕнче 800 ытла çамрăк вĕренет. Ку ăмăрту тĕрлĕ регион спортсменĕсен вăйне тĕрĕслеме, вĕсен хушшинче чи маттуррисене палăртма май парать. Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва спортпа туслаштарать. Республикăра сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышне пысăклатас тата сывлăха тĕреклетмелли условисене лайăхлатас тĕллевпе малашне те çине тăрса ĕçлĕпĕр, — атлетсене ăнăçупа сывлăх сунчĕ Михаил Игнатьев.

Савăнăçлă парад хыççăн старта арçынсемпе яшсем тухрĕç. Ку йышра тĕнче чемпионĕ Александр Иванов, Европа чемпионĕ Николай Марков тата пирĕн ентешсем Петр Трофимовпа Кирилл Фролов тата ытти атлет кĕрешрĕ. Вĕсем нумай тăрăшрĕç пулин те 17-ри Сергей Широбоков /Удмурт Республики/ пуринчен те вăйлăрах пулчĕ. Яшсен тĕнчери турнирĕн çĕнтерÿçи 20 километрлă дистанцие пĕрремĕш хут тухса пысăк çитĕнÿ тума пултарчĕ. Шел те, пирĕн арçынсем лайăх кăтартупа палăраймарĕç.

Чи йывăр дистанцире те /50 км/ Мордва атлечĕсем тĕлĕнтерчĕç. Олимп вăййисен призерĕ Денис Нижегородов финиша 3 сехет те 44 минутра çитсе ăмăртăвăн чи сумлă парнине çĕнсе илчĕ.

Çамрăк марафонçăсен йышĕнче кăна 19-ти чăваш каччи Роман Георгиев палăрчĕ. Красноармейски каччи пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ. Ку награда уншăн иккĕмĕш пулчĕ. Хĕллехи чемпионатра та вăл 35 километрлă дистанцире бронза медаль çĕнсе илнĕччĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.