Самолет та, вертолет та мар, пăрлă çумăр килнĕ
Патăрьел тăрăхĕнчи хуçалăхсене пăрлă çумăр шар кăтартни пирки нумаях пулмасть çырнăччĕ хамăр хаçатра. Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче çак район ялĕсене каллех тĕттĕм кăвак пĕлĕт хупласа илнĕ.
«Пăлапуç Нурăсра кăнтăрла хыççăн утă пуçтарса хутăмăр та павара апат çиме кĕтĕмĕр. Вăрман енчен сасă илтĕнчĕ. «Самолет е вертолет вĕçет-ши?» — тетпĕр. Унччен те пулмарĕ, павар çийĕн чул çума пуçланăн шăв-шав çĕкленчĕ. Алăка уçрăмăр та — тĕнче пĕтсе килнĕнех туйăнчĕ. Пулеметран пенĕ пекех пăрлă çумăр çăвать. 2-3 минутранах тавралăх шултра пăрпа витĕнчĕ.
Панулми, помидор нумай тăкăнчĕ. Кавăн, баклажан, хăяр çулçисем шăтса пĕтрĕç. Пахчаçимĕç те, улма-çырла çамрăк йывăççисем те хуçăлчĕç.
Эпĕ кăна мар, 80 çула çывхаракан хуняма Вера Матвеевна та çакăн пеккине курман», — каласа кăтартать ЧР кинематографистсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Олег Цыпленков. Вăл шăпах Пăлапуç Нурăсра хăналаннă.
Çак районти Шăхач ялĕнче пурăнакан Мария Узюкина каланă тăрăх, çутçанталăк синкерĕ пахчана самаях синкер кăтартнă, çимĕçсене ача чышки пысăкăш пăр катăкĕсем çĕмĕрсе пĕтернĕ.
Турхан, Аслă Чемен, Аслă Арапуç... çийĕн те пăр çуса иртнĕ.
«Пире çав пĕлĕт хÿри кăна çакланчĕ. 10-15 кил чÿречисене çĕмĕрсе хăварчĕ вăл. Эпир хуçисене страхлакан организацисем валли справка çырса патăмăр», — Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Гаврил Медведев вырăнти лару-тăрупа паллаштарать.
Çав вăхăтрах федерацин республикăри гидрометеорологи центрĕн пай пуçлăхĕ Марина Китарьева ăнлантарнă тăрăх, Патăрьелти метеостанци пăр çăвасса систерме мар, çуса иртнине те кăтартман. Çакă, паллах, чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Мĕншĕн çапла-ши? Пирĕн тăрăхра 5 метеостанци ĕçлет. Вĕсем пысăках мар лаптăка сăнаса тăраççĕ.
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Олег ЦЫПЛЕНКОВ сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас