Савнă ялăм

2 Утă, 2016

Кураклă Каркаларта…

Аякра-аякра, Чăваш республикипе Тутарстан чиккинче вырнаçнă çак ял. Курак нумай пулнăран Каркалар тенĕ ăна. Шăп пĕр километртан кÿршĕсен Кайбицки районĕ пуçланать. Чăвашсем кунта тутарсен çумĕнче çĕрпе ирĕклĕрех усă курас тесе Кĕçĕн Таяпа тата Аслă Таяпа тăрăхĕнчен 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче куçса ларнă.