Лачкассинчи лачака
Тăвай районĕнчи Лачкасси ялĕнче çĕр айĕнчен шыв тапса тăрать. Хăш вырăнтан тухнине те палăртма çук, мĕншĕн тесен лачака — йĕри-тавра. «Çĕр темиçе çĕртен нÿрелме пуçлать те кăштахран талккăшĕпех йĕпенет», — ăнлантарать урама тухнă халăх. Шыв сакайне, нÿхрепе кĕнĕ. Пахчари йăрансем типмеççĕ. Картишĕнче пылчăк çăрăлать. Çĕр çинчи шыв çулĕ шăрăхра та типмест, сарăлса кăна пырать. Энгельс, Ленин, Чапаев урамĕсенче пурăнакансем канлĕх çухатнă.
«Çурт никĕсĕ те, пахчаçимĕç те çĕрет», — куççуль витĕр каласа кăтартаççĕ вĕсем.
Лачкасси лачака сăмахран пулса кайнă теççĕ. Ĕлĕкрех çакăнта лашасем те путса ларнине аса илчĕ ял-йыш. Шывĕ малтан та çăлкуç майлă тапса тăнă, анчах юлашки çулсенчи пекех шар кăтартман. 2007 çулта, сăмахран, хальхинчен те вăйлăрах шыв юхма пуçланă. Çутçанталăк пулăмне тĕрĕслемешкĕн экологсене чĕнсе илнĕ. Вĕсем тепĕр 10-12 çултан çĕр айĕнчи шыв каллех çиеле тухасса палăртнă. Ун чухне ял халăхĕ канав чавнине кура çĕр пичĕ 2 уйăхра типнĕ.
Тавралăх йĕпенме пуçланăранпа 1 уйăх иртнĕ ĕнтĕ. Шыв çулĕ хăçан типессе никам та пĕлмест. «Çутçанталăк пулăмне хирĕç каяймастпăр», — тет Тăрмăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева. Вăл çынсене канав чавма сĕнет.
Даниловсем ĕне, пушмак пăру, сурăхсем, качакасем, сыснасем, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Картиш ытлашши ан çăрăлтăр тесе выльăха хапхаран мар, пахчари алăкран кĕртеççĕ вĕсем. Наталья Анатольевна икĕ тĕпренчĕкĕн кĕпи-йĕмне çакма та атă тăхăнса тухать. «Пĕрре саккăрти Виталий хурах кăшкăрни илтĕнчĕ. Пурте картишне чупса тухрăмăр. Ăна вите çумĕнчи пылчăк çăтса илнĕ иккен. Хăйне ашшĕ туртса кăларчĕ, атти ларса юлчĕ», — тет амăшĕ.
Тивĕçлĕ канури Александровсем 1500 тенкĕ парса канав чавтарнă. Пурпĕрех картишĕ те, пахчи те йĕп-йĕпех вĕсен. Анфиса Семеновна 500 тенкĕлĕх помидор калчи туяннă, анчах хăшĕ-пĕрин тымарĕ çĕрнĕ. «Пĕлтĕрех йĕри-тавра мĕнешкел хитреччĕ, халĕ пахчана тухас килмест. Куляннипе юн пусăмĕ хăпарать. Куллен темиçе тĕрлĕ эмел ĕçетĕп», — чун ыратăвне пытармасть хĕрарăм. Вĕсен картишĕнчи лачакара пысăк хурт ĕрчеме пуçланă. Çитменнне, çăмарта тăвакан чăх ÿксе вилнĕ. Кил хуçисем чир-чĕр сарăласран шикленеççĕ.
Ивановсем çак ялти ытти нумай çын пекех тивĕçлĕ канура хуларан яла куçнă. Вĕсен пахчинчи 3 канавпа шыв юхсах тăрать. «Шурлăх вырăнта сĕлĕ акрăм. Авă мĕнешкел парка çитĕнчĕ», — аллипе тĕллесе кăтартать Анатолий Иванович. Ăна çулсан типĕтме кансĕртерех. Ахăртнех, шаничченех урăх çĕре куçарма тивĕ.
«Тавралăх типшĕнмесен кĕркунне пур-çук пахчаçимĕçе ăçта хумалла-ши пирĕн? Шыв тухман вырăнта ял халăхĕ валли нÿхреп чавса парсан лайăхчĕ», — вырăнти влаç çыннисенчен пулăшу кĕтеççĕ Лачкассисем. Унсăр пуçне тăкака саплаштармашкăн укçа уйăрма ыйтать ял-йыш.
Ĕç-пуçа уçăмлатас тĕллевпе Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе çыхăнтăм. Лачкассисем çак ыйтупа Раççей Президенчĕ Владимир Путин патне çитнĕшĕн кăмăлсăр пуçлăх. «Çынсен хăйсенех канав чавмалла. Тăкака саплаштарма ыйтса документсем хатĕрлĕпĕр. Анчах резерв фондĕнчен Лачкассисем валли укçа уйăрасси иккĕленÿллĕ. Чăх вилни пирки сирĕнтен илтрĕм. Лару-тăрăва тĕрĕслемешкĕн ветеринара паянах яратăп», — терĕ Владимир Алексеевич.
«Шăрăхра шывсăр аптăракансем пирки «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатрах вуланăччĕ. Пирĕн пата килччĕр. Кунта шыв нумай», — корреспондентпа пĕрле тавралăха пăхса утса çаврăннă май хăшĕ-пĕрин кăмăлĕ çаврăнчĕ.
Лачкассисем чие, панулми çиме чĕнчĕç. Çитĕпĕр! Апла кунти лару-тăру патне татах таврăнăпăр-ха.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас