Вилĕм виçкĕтеслĕхĕ

Бермуд виçкĕтеслĕхĕ çинчен илтмен çын çук-тăр — нумай çул хушшинче пин ытла çын çухалнă унта. Вĕсенчен нимĕн те сыхланса юлман — кĕлеткисем те, багажĕ те... Вĕсем çинчен паянчченех нимĕн те паллă мар. Ăнсăртлăхпа ăнлантарма та çук çакна — ытла та тăтăш пулса иртет усал ĕç. Вилĕмпе, инкекпе тăранса пурăнакан виçкĕтеслĕхре мĕн пулса иртет?

Малтанах унăн лаптăкне палăртмалла-тăр. Бермуд утравĕсенчен Пуэрто-Рико тата Флорида енне тÿрĕ йĕр туртсан 3 млн та 900 пин тăваткал метр йышăнакан виçкĕтеслĕх пулать — шăпах çакăнта пулса иртеççĕ те ăнланма май çук ĕçсем.

Тинĕс... çăтнă

Çак виçкĕтеслĕх пирки сарăлнă сас-хурана нумайăшĕ ĕненмест. Вĕсен шухăшĕпе, тĕнчен ытти кĕтесĕнче те пулса иртет инкек. Анчах та пурнăç урăхла çирĕплетет.

1924 çул — Багама тата Куба хушшинче Япони “Райфуку-мару” груз турттармалли теплохочĕ çухалнă. Унран çитнĕ юлашки хыпар нимĕнле шанăç та хăварман: “Эпир — вилесле хăрушлăхра... хăвăртрах пулăшăр... Эпир кунтан тухаймăпăр...” Карап çинчен те, экипаж çинчен те урăх нимĕнле сас-хура та çук.

“Котопахи” — груз турттармалли танкер. Вăл 1925 çулта Чарльстонран Гаванăна çула тухсан пĕр сассăр çухалнă. Унпа çыхăну Куба çывăхĕнче татăлнă. Малашнехи шăпи паллă мар.

“Suduffco” карапа океан 1926 çулта Ньюарка портĕнчен тухсанах çăтса янă. Кăнтаралла çул тытнăскерпе çыхăну çухалнă.

Груз турттармалли “Stevenger” карапа 1931 çулхине Багама Кэт утравĕ çывăхĕнче тупнă. Вăл пушах пулнă, шывра хăй тĕллĕн ишсе çÿренĕ — 43 çынран тăракан командăран никам та пулман. Çĕр, тĕрĕсрех, шыв çăтнă тейĕн...

Груз турттармалли “Anglo-Australian” карап 1938 çулхи пуш уйăхĕнче çухалнă. 39 çынран тăракан команда Азор утравĕсем çине çитме ĕмĕтленнĕ. Виçкĕтеслĕх патне çывхарса пынă май вĕсенчен пĕр хыпар кăна çитнĕ: “Пирĕн йăлтах лайăх”.

Люкс йышши “Gloria Colite” яхта 1940 çулхи нарăс уйăхĕнче эфира тухма пăрахнă. Яхта Мобайлран 30 çухрăм кăнтăралла тупăннă. Вăл та хуçасăрах хăй тĕллĕн ишсе çÿренĕ. Ун çинче пĕр шăйрăк та пулман. Каютăсенче вырăнсене тирпейлĕ пуçтарнă...

1994 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче çак тăрăхра татах инкек сиксе тухнă — Куба “Рубикон” карапĕ çухалнă. Ăна Флорида хĕрринче тупнă, анчах карап çинче... пĕртен-пĕр йытă кăна пулнă. Çак факт ăсчахсене кăсăклантарса янă: инкекре çынсем тата попугайсем кăна çухалнă — çак кайăк çын калаçăвне евĕрлеме пултарать.

Рейс, 19

Пĕтĕм ĕç-пуçран чи палли — 19-мĕш рейс. Команда инкек сигналне пĕлтерсе ĕлкĕрнĕ, хăйсемпе темĕн ăнланмалла марри пулса иртнине каланă. Форт-Лаудердейл портĕнчен /Америка/ кунсерен самолетсем сывлăша тĕрлĕ хушупа çĕкленнĕ. 1945 çул, раштав уйăхĕн 5-мĕшĕ. Ирхине 5 бомбардировщик вĕçме хатĕр тăнă. Вĕсен тĕллевĕ питех те ансат пулнă — Атлантика океанĕ еннелле тÿррĕн вĕçмелле, 106 миле парăнтарса каялла таврăнмалла, çула май тренировка темиçе маневрне пурнăçламалла: вĕсем хăрушлăхпа пачах çыхăнман. Çанталăк аван тăнă, самолетсем çĕнĕ, баксенче топливо çителĕклĕ пулнă.

Штурвал умне Чарльз К. Тейлор лейтенант вырнаçнă. Унăн самолечĕн сери номерĕ 19 пулнă. Базăран, палăртнă пекех, 14.00 сехетре çĕкленнĕ. Икĕ сехет вĕçнĕ. Çак тапхăрта базăпа вĕçĕмсĕр çыхăну тытнă. 15.45 сехетре эскадрилья пăлханма пуçлани палăрнă, çакăн евĕр калаçу пулса иртнĕ: “Эпир курсран пăрăнтăмăр. Пăрăннă пек туйăнать. Эпир курса çухатрăмăр. Хамăр ăçтине те пĕлместпĕр. Эпир çĕре курмастпăр!”

“Рейс, 19, хăвăрăн координатсене калăр”.

“Тĕрĕс калаймастпăр. Тепĕр хут калатăп, çĕре курмастăп. Хамăр та пĕлместпĕр, те океан çинче эпир, те залив çинче”.

“Лăпланăр. Курса хĕвел анăç еннелле тытăр, вара кĕçех çĕре те курăр”.

“Эпир хĕвел анăç ăçтине пĕлместпĕр. Йăлтах япăх ĕçлет. Тĕлĕнтермĕш. Тинĕс темĕнле урăхла...”

Çакăнпа çыхăну татăлнă. Оператор тĕлĕнмелле калаçу çинчен пуçлăхсене пĕлтернĕ. Çыхăнăва 10 минут хушши йĕркелеме май килмен. Анчах та çав вăхăтрах летчиксем пăлханса хăйсен хушшинче калаçни чиперех илтĕннĕ. 16.00 сехетчен Тейлор тепĕр хут эфира тухса ĕлкĕрнĕ. “Эпир координатсене пĕлтерейместпĕр, ăçтине те калаймастпăр... Базăран пĕр 360 çухрăмра пуль тетĕп... Тинĕсре темĕн пулса иртет — шыв шап-шурă...”

Катастрофăна сирес тĕллевпе база 19-мĕш рейспа çыхăнăва йĕркелесе яма мĕнпур вăйран тăрăшнă. Пĕр вăхăт шăпланнă хыççăн летчиксем татах эфира тухма пултарнă. Сассинчен çакă паллă пулнă — вĕсем шикленнĕ кăна мар, вилесле хăраса ÿкнĕ.

“Эпир çĕтсе кайрăмăр. Çакă паллă, эпир чăнласах çĕтсе кайрăмăр. Çакăн пек туйăнать...”

Ку экипаж юлашки сăмахĕсем пулнă. Форт-Лаудердейлра пурне те ура çине тăратнă — пилотсене шыраса тупма хушнă. Мĕн пулса иртнĕ унта — опытлă летчкисем хăйсем мĕн курнине те каласа кăтартмашкăн сăмах тупайман... Кĕçех çар çыннисем лару-тăрăва уçăмлатнă. 19-мĕш рейс эфира юлашки хут Флорида хĕрринче тухнă — тинĕс базинчен 150 çухрăмра. Унтан Америка çарĕн “Маринер” гидросамолечĕ çула тухнă — инкеке лекнисене çăлма. Экипаж — 13 çын.

Пĕтĕм шанăç пĕтнĕ хыççăн “Маринер” татах 19-мĕшпе çыхăнăва йĕркелеме пултарнă. “Эсир ăçта, мĕн çÿллĕшĕнче? Эпир сире пулăшма пыратпăр”.

“Пирĕн хыççăн ан вĕçĕр!” — пулнă хурав. Ку — юлашки çыхăну пулнă. Çапах та гидросамолет 19-мĕш рейса шырама пăрахман. Анчах та кĕçех... хăйсем те çухалнă.

12 çултан Джон Майр майор офицер икĕ çак самолет ÿкме пултарнă вырăна шыраса тупнă. Майр тĕлĕнтермĕш япаласем тупнă пулин те ăна 1994 çулчченех никам та ĕненмен. Шăпах асăннă çул Грэхем Хоукс океанограф хăйĕн паруслă карапĕпе инкек пулнă çĕре çул тытнă — çав вырăна ăна Майр кăтартнă. Карапа хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ.

“Deep Sea” шыв ай кимми тинĕсе 400 метра аннă, тĕлĕнмелле ÿкерчĕк курнă: унта бомбардировщик юлашкисем выртнă. Шалта та, тулта та командăран ним йĕрĕ те курăнман. Икĕ самолетран шăпах хăшĕ иккенне те уйăрма май килмен — сери номерне коррози çисе янă. 1,5 километр радиусра тата 5 самолет выртнă. Вĕсенчен пĕрне те уйăрма май пулманнипе çак самолетсене вăрçă вăхăтĕнче персе антарнă пулĕ тесе шухăшланă. Çапах та экспертсем вĕсенчен пĕри шăпах 19-мĕш рейс пулĕ тесе шухăшлаççĕ.

Ку тĕслĕх питех те пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен шăпах çак рейс кăна мĕн инкек пулса иртичченех базăпа çыхăну тытма пултарнă. Чăн та, каярахпа çакăн йышши ĕç-пуç темиçе хут та пулса иртнĕ, анчах та вĕсенчен нихăшне те çаплипех ăнлантарма çук.

Шыв айĕнчи пирамида

Тинĕс тĕпĕнчи пуянлăха шыракан Роберт Браш çак вырăна сăн ÿкерсе илме пултарнă — вăл пирамидăна аса илтерет. Черетлĕ экспедицире вăл пирамидăн координачĕсене палăртма тăнă, анчах та... шыраса тупайман. 1977 çулта ăслăлăх тĕнчи кутăн çаврăнса выртнă пирамида чăнласах пуррине йышăннă. Нумай шухăш, пĕтĕмлетÿ çуратнă ку. Пĕрисем ку вырăн уçлăхран энерги уçланине çирĕплетнĕ. Çакăн пек самантсенче Бермуд виçкĕтеслĕхĕ хăйĕн çулĕ çинчи пур япалана та пĕтерет. Теприсем çак пирамидăна Атлантида çыннисем шухăшласа кăларнă теççĕ, анчах унпа усă курма тивмен имĕш вĕсен. Виççĕмĕшсем çĕр çинчен инçе кайман — вĕсем палăртнă тăрăх, çакăнта хăш-пĕр правительство экспериментсем ирттерет, вĕсемшĕн питĕ усăллă ку.

Сывлăшри туннель

Ку термина чи малтан Эдуард Снедкер тĕпчевçĕ сĕннĕ. Вăл — мăшăрлă геомагнетизм пăнчисен тĕнчи пуррине çирĕплетекенсенчен пĕри. Çав пăнчăсем — çĕр магнит уйĕн йĕрĕн чикки. Снедкер палăртнă тăрăх, унта тем пысăкăш туннельсем пур. Вĕсенче, атмосфера цилиндрĕсенче, магнит уйĕсен витĕмне пула сывлăш хăйне ăнланмалла мар тыткалать. Шăпах çакна пула туннель витĕр иртекен карапсемпе самолетсене ĕмсе илет вăл.

Шывра кăна мар

Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх, Бермуд виçкĕтеслĕхĕ — вилĕм кÿрекен пĕртен-пĕр вырăн кăна мар, ун йышшисем татах пур. Чăн та, вăл ыттисенчен паллăрах, çавă кăна. Ăсчахсем çакăн йышши вуникĕ виçкĕтеслĕх тупнă. Вĕсем пĕр-пĕринчен пĕр пек инçĕшĕнче вырнаçнă. Паллăраххисенчен тепри — Усал е Аçтаха виçкĕтеслĕхĕ. Ун лаптăкне палăртас тесен пĕр йĕре Япони тинĕсĕн хĕрринчен кăнтăралла, Гуам утравĕ еннелле, туртмалла, теприне — хĕвел тухăçнелле, Уэйк утравĕ патнелле, ун хыççăн пĕрлештермелле. Усал виçкĕтеслĕхĕнче паянхи кун тĕлне çĕр-çĕр самолетпа карап çухалнă. Анчах та Японире ку ыйтупа калаçма та шикленеççĕ, çавăнпа та вăл вăрттăнлăх чаршавĕпе хупланнă.

Хăрушă тепĕр вырăн — Хĕвел анăç Вăта çĕр тинĕс виçкĕтеслĕхĕ. Унă координачĕсем тавлашуллă. Çапах та нумайăшĕ ăна палăртма хăтланать: Каниго тăвĕ, Африкăри Тиндуф текен вырăн /Мавритани, Марокко, Алжир чикки/ тата Канар утравĕсем. Унта 1945-1969 çулсенче кăна 11 авиакатастрофа пулнă, инкексенче 200 çын пурнăçĕ татăлнă.

Ăсчахсемех палăртнă тăрăх, кун йышши вырăнсем шывра кăна мар, çĕр çинче те пур — Афганистанра, Перси заливĕ хĕрринче вырнаçнă вăл. Чăн та, виçкĕтеслĕхе мар, ромба аса илтерет. 1939-1945 çулсенче американсем сывлăш çулне уçнă, вăл шăпах Афганистан урлă иртнĕ. Çак вырăнта Америка нумай самолечĕ çухалнă.

Метан шăтăкĕ

Çак вырăнсенче халăхсен хушшинчи хаклă йышши тĕпчевсем ирттернĕ. Инкексене метанпа çыхăнтарса ăнлантарма пăхнă — шăпах çак элемента пула виçкĕтеслĕхсенче карапсемпе самолетсем çухалма пултарнă. Ку металл электромагнит саккунĕсене витĕм кÿме пултарать.

Тĕнпе çыхăнтаракан та пур. Дональд Оман шухăшĕпе, çĕр-çĕр çул каялла чура хуçисен карапĕ тинĕсе путнă, халĕ те унта упранать вăл. Таса атте çавăнта путнă çынсен чунĕсене ирĕке кăларас енĕпе йăла-йĕрке туса ирттернĕ. Пĕлекенсем каланă тăрăх, çакăн хыççăн инкексен шучĕ чакнă.

Çапах та Бермуд виçкĕтеслĕхĕн вăрттăнлăхне паян та уçса паман. Унта çын ăс-тăнне вырнаçма пултарайман ĕç-пуç пулса иртни пирки халĕ никам та иккĕленмест.

/”Shtorm777.ru”/.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.