Комментари хушас

2 Утă, 2016

Уяв саманчĕсем

Республика кунĕ кĕрлесе иртрĕ. Уяв саманчĕсем нумайлăха асра çырăнса юлчĕç.

«Регионсем: экономика çитĕ-нĕвĕн çĕнĕ çăлкуçĕ» экономика форумне Раççей 16 регионĕнчен тата ют çĕршывсенсен /Итали, Аслă Британи, Испани, Швейцари, Германи, Норвеги, Аргентина, Казахстан/ 1000 ытла çын хутшăннă. Тĕрлĕ темăпа ирттернĕ «çавра сĕтелсем» ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме пулăшĕç.

«Регионсем — чикĕсĕр ĕçтеш-лĕх» курав 4 кун ĕçлерĕ. Унта Чăваш Республикин предприятийĕсене, ют çĕршыв тавар кăлараканĕсене тата дистрибьютер компанисене, Раççей регионĕсенчи предприятисемпе организацисене вырăн уйăрса пачĕç. Хăнасем экономикăна аталантармалли лайăх мелсем пуррине палăртрĕç. Малашне пĕрле ĕçлеме пуçласан çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулĕç.

Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурсра Чулхула облаçĕнчи Леонид Бобылева çитекенни пулмарĕ. «Утăçи юрри» ĕçе чăваш халăхне парнелесе хăварчĕ вăл. Хăна пĕчĕкренпех алĕçĕпе кăсăкланнине палăртрĕ. Халĕ тимĕртен, сăрантан, хурăн хуппинчен темĕн те пĕр ăсталать арçын.

«Асамлă эрешсем» чăваш çи-пуçĕн уявне виçĕ çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Тумтир çĕлекенсем кашнинчех куракансене хăйсен шухăш хăвачĕпе тыткăнлаççĕ. Ку хутĕнче те, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, хĕрлĕ тÿремре чăваш çи-пуçĕн куравĕ иртрĕ.

Тÿпе фейерверк çутипе эрешленсе илемленнине курма яланхи пекех халăх йышлă пуçтарăннине палăртса хăварас килет. Пуç çийĕн тĕрлĕ тĕслĕ чечек çурăлнăн та, тÿпери пур çăлтăр пĕр харăс çĕр çине ÿкнĕн те туйăнчĕ. Фейерверк фестивальне Мускав, Сергиев Посад, Беларуç, Казахстан, Шупашкар командисем хутшăнчĕç. Гран-прие Шупашкарти «Пироснаб-Поволжье» ушкăн тивĕçрĕ.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.