Орден-медальне çакса çÿреместчĕ

5 Утă, 2016

"Вилнисем чĕррисемпе юнашар тăрсан çĕршыв тата та вăйланса, хăватланса кайĕ",— тенĕ хăй вăхăтĕнче сĕм суккăр Ванга. Çакă пĕтĕм Раççейĕпе иртекен "Вилĕмсĕр полк" акци пирки каланăнах туйăнать...

Хальхинче пирĕн ярăм хăнисем — Лапсарта пурăнакан 16 çулти Кристина Сафьяновăпа унăн кукашшĕ Олимпий Алексеевич. Тăххăрмĕш класс пĕтернĕ хĕр мăн кукашшĕ Алекей Алексеевич Горшков пирки хаваспах информаци пуçтарнă. Ăна вăл социаллă сете те вырнаçтарнă. Ку ĕçре ăна кукашшĕ пулăшса, хавхалантарса пынă. Вăл Шупашкарти 4-мĕш лицейре вĕренекен мăнукне Алексей Алексеевич пирки нумай каласа кăтартнă.

"Мăн кукаçи /эпĕ ăна курман/ вăрçăра пулнипе мăнаçланатăп эпĕ. Унăн наградисене тирпейлĕн упратпăр. Сăнÿкерчĕкĕсене /шел те, вĕсем унăн питĕ сахал/ пысăклатса, çĕнетсе кăлартăмăр. Кукаçипе тата кукамайпа пĕрле кăçалхипе иккĕмĕш хут Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнтăмăр. Унта кайни мăнаçлăх туйăмне вăратать. Лайăхрах вĕренес, çĕршывшăн юрăхлă çын пулас килет", — уççăн калаçрĕ хĕр.

Кристина Сафьянова пĕлтернĕ тăрăх — Алексей Горшков 1915 çулта Елчĕк районĕнчи Кармал ялĕнче çуралнă. Фашистсем пирĕн çĕршыва тапăнса килсенех Алексей Алексеевич вăрçа тухса кайнă. "Вилсен вилетĕп, вилмесен килетĕп", — тесе çырса янă вăл килне. Вăрçă вăхăтĕнче виç кĕтеслĕ çырусем пур чухне те хуçи патне çитеймен. Алексей Горшков ефрейтор Кăнтăр-хĕвеланăç, III Украина, I Беларуç фрончĕсенче çапăçнă. Пĕррехинче нимĕçсем пирĕннисене тапăнма хатĕрленнĕ. Акă ĕнтĕ фашистсен командирĕ команда та панă. Нимĕçсем шатăртаттарма пуçланă кăна — Алексей Алексеевич пулемета персе лектерсе пăчлантарнă. Вăл хăйĕн орудийĕнчен персе тепĕр пулемета, 2 дзота тĕп тунă, нимĕç пехотине сирсе янă. Çапла пирĕннисем Миус шывĕ урлă каçса малалла кайнă. Çак паттăрлăхшăн Алексей Горшков "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ.

1945 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Германири пĕр сала çывăхĕнче самолетран бомба пăрахнипе çар хатĕрĕсем çунма пуçланă. Алексей Горшков вилĕмрен хăрамасăр пушара сÿнтерме ыткăннă. Çапла майпа 200 снаряда сирпĕнесрен сыхласа хăварнă. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ку хутĕнче ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Çавăн пекех Тăван çĕршыв вăрçин орденне, "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "Берлина илнĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ вăл.

Олимпий Горшков каласа панă тăрăх — Алексей Алексеевич 1945 çулта вăрçă чарăнсан тăван Кармал ялне таврăннă. Ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Алли ылтăн пулнă унăн, чаплă платнике таврара хисепленĕ. Мăшăрĕпе Ефросиния Моисеевнăпа вĕсем 4 ача пăхса ÿстернĕ. Пĕри пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Шел те, паян вĕсенчен 3-шĕ кăна пурăнаççĕ. Çапăçу хирĕнчи сурансене пула Алексей Алексеевич та нумай пурăнайман — 1982 çултах çĕре кĕнĕ. "Вăрçăри пирки аса илме, каласа пама питех юратмастчĕ атте. Орден-медальне çакса çÿреместчĕ, сăпайлăччĕ. Шкула тĕлпулусене чĕнсен вăрçăра пулнă ытти тантăшĕпе пĕрле хаваспах каятчĕ. Ун чухне ялта ветерансем йышлăнччĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче, вара вăрçăра пулнă ентешĕсемпе пĕрле çапăçу хирне аса илетчĕç. Хушăран йĕретчĕç те. Пĕр фронтра пулнă Ваня тетепе сăмах килетчĕ вĕсен. Эпĕ вара вĕсене итлесе лараттăм. Хушăран фронтовиксем, хăйсен хушшинче темшĕн тавлашса та каятчĕç. Атте, тĕрĕссипе, сăмах ваклама питех кăмăлламастчĕ, вăрçа каймасăр пăрăнса юлнă çынсене тÿсме пултараймастчĕ. Çав вăхăтра хăй те тăшманпа çапăçнă тесе мăнаçланса çÿреместчĕ. Çывăх çыннăмăр сунар тесен каçсах каятчĕ. Питĕ чаплă сунарçă пулнă вăл. Ун пирки хаваспах пуплетчĕ вара. "Вилĕмсĕр полк" акци пирки эпĕ пуçласа 2 çул каялла телевизорпа курсан пĕлтĕм. Чунра тÿрех хавхалану çуралчĕ. Аттен сăнÿкерчĕкне илсе Шупашкарти Ленинград урамне вĕçтертĕм. Туххăмрах пысăклатса пачĕç ăна. Ывăлăм Алексей Çĕнĕ Шупашкарти пĕр фирмăра ĕçлет те пирĕнпе сумлă çак мероприятие хутшăнаймарĕ. Эпир вара мăшăрăмпа Валентина Александровнăпа тата мăнукăмсемпе Кристинăпа тата Константинпа "Вилĕмсĕр полка" хутшăнтăмăр. Хĕрлĕ тÿреме халăх йышлă тухни тата та хавхалантарчĕ мана. "Мĕн тери пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ акци ку", — пĕтĕмлетрĕм хам ăшăмра. Çавăнпа кăçал та акцие çав йышпах хутшăнтăмăр. Кармала кайсан аттепе аннен вилтăприйĕсем çине кĕрсе тухатăпах. Георгий хăйăвне çыхса хăваратăп, — пытармарĕ Олимпий Алексеевич.

Вăл хăйĕн ачисене кăна мар, мăнукĕсене те ашшĕн паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Мăнукĕсен ачисене йăлтах пĕлтерме ĕмĕтленет. "Вилĕмсĕр полк" акцие йĕркелекенсене арçын чĕререн тав тăвать. Малашне те çулленех çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ашшĕн портретне йăтса Хĕрлĕ тÿремре утма тĕв тăвать.

Роза СКВОРЦОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.