Чĕлхесĕр Олешкăна качча кайма хăраман

Юратнă çынпа яланах — савăнăçлă самантра та, хурланнă чухне те — чуна уçса калаçас, унăн сассине итлесе киленес килет… Енчен вăл калаçаймасть, илтмест пулсан килĕшÿпе çураçу тенине епле тупмалла? Чуна епле лăплантармалла? Укахви аппа хăй вăхăтĕнче Чĕлхесĕр Олешкăна /ялта ăна çапла чĕннĕ/ качча кайма епле хăраман? Çак ыйтусем канăç памарĕç мана Муркаш районĕнчи Шомикре пурăнакан 79 çулти Агафья Спиридоновăпа паллашиччен.

Эпир пынă вăхăтра Агафья Семеновна пахчара чечексене шăваратчĕ. Илеме кăмăллакан Укахви аппа вĕсене чылай лартнă. Уйрăмах гладиолуссене кăмăллать вăл. Вĕсене сутлăх та ÿстерет. Кĕркунне Шупашкар пасарне çĕклемĕпех йăтса каять. «Ав чĕлхесĕр Олешкă арăмĕ пăшалне çакса кайрĕ», — тесе пăхса юлаççĕ пĕр урамри çынсем.

«Чечекне сутассишĕн мар, юратнăран нумай лартатăп. Хам киленнипе кăна мар, çынсене те савăнтарас килет. Пирĕн урамра пĕр ятпа кăна çÿрекен çын çук. Пурин те мĕнле пулин хушма ят пур. Çынсем питĕ чĕрĕ кунта, çиччас хушма ят тупса параççĕ. Мана килему, инку, Укахви аки текен те пур. «Ăçтан аку пулатăп-ха, эпĕ инçетрен килнĕ. Сирĕншĕн килему пулатăп», — тетĕп вара. Ачаранах мана чăн чăвашла Уках, Укахви тетчĕç. Пĕве кĕрсен Агаша, Агафья пулса тăтăм», — мунча умĕнчи сак çине вырнаçса иртнине куç умне кăларчĕ Агафья Семеновна. Ăна, хаваслă та шÿтлеме юратаканскере, пĕрре те хăйĕн çулĕсене параймăн. Калаçăва интереслĕ сăмах çаврăнăшĕсем кĕртсе çын кăмăлне уçма маçтăр вăл. Анчах ытла та хаваслă, ялан йăл кулакан çын чунĕнче тунсăхпа пĕчченлĕх хуçаланать теççĕ…

«Çук, çук, пĕрре те ун пек мар. Эпĕ никама та, ниме те ÿпкелеместĕп. Эпир упăшкапа чиперех пурăннă. Паян ачасемпе, мăнукăмсемпе савăнатăп. Халĕ акă çăва тухнишĕн хĕпĕртетĕп... Эпĕ Шупашкар районĕнчи Мăн Мамăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунăран апи /аннене çапла калаççĕ. — Авт./ пире, тăватă ачине, пĕчченех ура çине тăратнă.

Эпĕ Мăн Мамăш шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ. Ачаранах хăлха япăх илтет манăн. Çавăнпа шкулта вĕренме çăмăлах марччĕ. Учитель урока ăнлантарнине илтместĕм. Çавăнпа хам тĕллĕн нумай вĕренме тиветчĕ. Апла пулин те лайăх паллăсемех илеттĕм. Математикăна шутсăр юрататтăм, задачăсене класра пуринчен малтан шутлаттăм. Халĕ те пасара сутма кайсан ватă пулсан та ăсра наччас шутлатăп. 7 класс хыççăн алла тÿрех çава кĕрсе кайрĕ. Вăйăм çукчĕ, хам лутрарах кĕлеткеллĕччĕ. Пĕрре, шăрăх кун утă çулса вилесле ывăнса килнĕ хыççăн, лаç умĕнчи шыва ĕçсе питĕ вăйлă чирленĕччĕ. Хытă ывăннăран çăвар тăварланнăччĕ. Шыва тăрук ĕçме юраман. Колхозра пĕр ĕçе те тиркемен. Хĕлле чăпта çапнă. Шутсăр лапра /таса мар. — Авт./ ĕç вăл. Урайĕ хуралатчĕ те хырса тасатса пĕтерме çукчĕ. Каярах, пĕр вунă çул, Мăн Мамăш садĕнче ĕçлерĕм. 30-40 гектара яхăн лаптăк йышăнатчĕ вăл. Янăшпа пĕрлешсен сад 200 гектара çитнĕччĕ. Эпĕ хăмла çырли хушшисене курăк шăтасран лашапа суха тăваттăм. Çĕр çырли хушшисене кĕреçепе кăпкалататтăмăр. Улмуççисене те хамăрах сыпаттăмăр. Çирĕм улттăра чухне качча тухрăм. Упăшка Алексей Порфирьевич ятлăччĕ. Пире Мăн Мамăша Шомикрен качча килнĕ учительница паллаштарчĕ. Олешка ни илтместчĕ, ни калаçмастчĕ. Унăн икĕ шăллĕ, виçĕ йăмăкĕ пурччĕ. Вĕсем сывăччĕ. Манăн мăшăр ача чухне вăйлă чирленĕ хыççăн çапла пулса юлнă… Авланнă чухне вăл 35 çултаччĕ ĕнтĕ. «Эсĕ ăна качча кайма мĕнле хăраман?» — тесе час-часах ыйтатчĕç манран çынсем. «Эпĕ каччине мар, ялне юратса килнĕ», — теттĕм. Кашнинех ăнлантар-ха… Çамрăк чухне хĕлле çак ял урлă вутта, çулла йăлăма утта çÿреттĕмĕр. Пурнăç çăмăл пулман. Хура-шурне пайтах курнă. Çынсене яланах лайăхрах лаша лекетчĕ, мана вара — начарри. Киле çитеймесĕр уйра çĕр каçни те пулнă. Ун чухне кашкăр питĕ нумайччĕ. Мана, сусăра, Турри сыхланă-ши — кашкăр тĕлне пулман. Шăннă-и, ташланă-и, макăрнă-и унта — пĕр хам кăна пĕлетĕп. Шомике килме лаша çине лартрĕç те — ухмах, хĕпĕртетĕп вĕт. Макăрма та пĕлместĕп», — чунне уçрĕ Укахви аппа.

— Çапах та калаçман-илтмен çынна качча кайма мĕнле хăрамарăр? — чăннипех пĕлес килчĕ манăн.

— Темле хăраман. Килтен тухса каяс тенĕ-ши? Ара, 26 çула çитнĕ те ватă хĕр шутне кĕнĕ ĕнтĕ. Хамăр ял каччисем те пăхатчĕç-ха, анчах хăлхасăр тесе тиркетчĕç. Каччисен амăшĕсем те юрататчĕç, анчах хăлхасăр тени шиклентеретчĕ вĕсене. Çавăнпа качча илес текене каяс терĕм. Ăраскала хурламастăп, лайăхах пурăнтăмăр. Хĕрпултăр /упăшкан йăмăкĕ, Анфиса/ хытă тăрăшрĕ пире çураçтарассишĕн. Мана алăпа кăтартса «калаçма» вĕрентрĕ. Олешкăпа 38 çул килĕштерсе пурăнтăмăр. Вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнăранпа 15 çул çитет ĕнтĕ. Ачасем, телее, калаçаççĕ, илтеççĕ. Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса пăхса ÿстертĕмĕр. Çын арçыннине чăрмантарман, хамăн упăшкаранах çуратнă. Пĕр ывăлĕ пĕчĕк чухнех вилчĕ. Сывмартарах çуралчĕ те… Аслă хĕр Елена хампа пĕрле пурăнать. Лагерьте воспитательницăра ĕçлет. 9 мăнук манăн. Ывăлсем ялтах пÿрт лартса уйрăлса тухрĕç. Пĕр хĕрĕ Мускавра тĕпленчĕ. Упăшкапа пĕр-пĕрне ăнланмалла калаçма хăнăхнăччĕ эпир. Чĕлхесĕр, хăлхасăр палли пулман. Эпĕ ăна туйман та, сисмен те. Алăпа веçех ăнлантаратчĕ. Ун чухне Атăл леш енче утă хатĕрлеттĕмĕр. Утта каймалла-тăк: «Тпру», — тетчĕ. Унтан шыв юххи пек туса кăтартатчĕ. Шыв пирĕншĕн — Атăлччĕ. Утта çынсемпе пĕрле каяттăмăр, турттарса килеттĕмĕр. Халăхпа пĕрлех ĕçленĕ. Упăшкан алли ылтăнччĕ, вăл чаплă платникчĕ. Çав усрарĕ те пире. Ăна ялта çынсем ĕçлеме час-часах чĕнетчĕç. Кĕрик-мĕн /кирек-мĕн. — Авт./ туса панăшăн укçа паратчĕç. Ăна чĕлхесĕр тесе куçран каласа никам та кÿрентермен. Çылăх пуласран хăранă-ши? Иксĕмĕр те колхозра ĕçленĕ. Лаша та пăхнă, ытти ĕçе те тунă. Мана комбайнерсене апат çитерме лашапа яратчĕç. Çамрăк чухне ут утланса нумай çÿренĕ. Арçури пекех вĕçтереттĕм, хăрама пĕлмен. Чи юратнă урхамахăм Лайнер ятлăччĕ. Хĕрлĕ тур лашаччĕ. Моряк та шутсăр лайăх лашаччĕ. Метеор та аванччĕ. Упăшкапа конюхра ĕçлени те асрах. Чĕлхесĕр янаварсене питĕ юрататчĕ, шеллетчĕ вăл. Астăватăп-ха: ун чухне ялта 30 яхăн лашаччĕ, халĕ вара пĕрре те çук. Витине те сутрĕç. Шел! Паян мăнуксем утсене телевизорпа кăна кураççĕ. Шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: чăваш ялĕ лашасăр юлчĕ вĕт... Пĕрре, качча килнĕ хыççăн хĕл каçсан, лаша витинчи тислĕке сада тăкрăмăр. Ытти лашана çынсем кÿлнĕччĕ ĕнтĕ. Ман валли суйланчăкĕ юлнă. Кÿлтĕм те тислĕк тиесе хама ларма вырăн турăм. Пĕлмен лаша, анаталла каяс пулать… Хайхи çырма еннелле арçури пек анса кайрĕ урхамахăм. Анаталла чупакан лаша — шутсăр усал. «Ку вилчĕ ĕнтĕ», — тесе пăхса юлнă тислĕк тиекен хĕрарăмсем. Тăвалла та ĕрĕхсех хăпарчĕ. Садра тислĕк тăкрăм та каялла конюшньăна чиперех пырса кĕтĕм. «Эй, тур çырлах, ку шывра та путас çук, вутра та çунас çук», — терĕ пĕр хĕрарăмĕ. Асапĕ нумай пулнă, пĕрех лайăх пурăннă. «Хĕрарăм нушана чăтать, мăнтăра чăтаймасть», — теççĕ халăхра. Халĕ хĕрарăм анчах мар, арçынĕ те чăтаймасть. Калаçайман çынсем шутсăр хăвăрт çиленеççĕ. Килĕштерме пĕлмеллеччĕ. Олешкă ачасене юрататчĕ. Хама та юратнă, — пытармарĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

«Килте ларма юратмастăп, шутсăр чупкăн», — тет хăй пирки Укахви аппа. Куллен Шупашкара симĕс сухан, укроп, сĕт сутма çÿрет. Пахчара ĕçлеме те вăхăт тупать. Хăйнеевĕр чун киленĕçĕ те пур унăн. Пасарта сутса тунă укçапа яланах тĕрлĕ тĕслĕ хăюсем туянать. Вĕсенчен туй арăмĕн капăрчăкĕсене ăсталать. Вĕсене пĕлĕшĕсене парнелеме кăмăллать. Çынна ырă туни чуна савăнăç кÿрет-мĕн…

«79 çула çитнине ĕненес те килмест, пĕрре те ватă пек туймастăп хама. Чун тени, чăннипех, ватăлмасть. Вăт ыйхă килмест вара. Апла пулин те каçхине хĕвел анасса кĕтсе илетĕпех. Вара тÿрех кĕрсе выртатăп. Апи хĕвел аннă чухне çывăратмастчĕ пире. Чирлесен те хĕвел аннă вăхăтра çĕклесе тăратса лартатчĕ. «Ах, ачасем хĕвел аннă чухне ан выртăр-ха, атту пурнăç каялла каять, кун-çулăр кĕске пулать», — тетчĕ. Пирĕн кÿршĕре качча кайман аппăшĕпе йăмăкĕ пурăнатчĕç. Эпĕ ачапча чухне вĕсем патне кайса çÿреттĕм. Вĕсем хĕвел аничченех çывăрма кĕрсе выртатчĕç. Чăн та, кĕске ĕмĕрлĕ пулчĕç… Ирхине вара хĕвелтен те ир вăранатăп. Яланхи йăлапа яшка лартса яратăп. Эпĕ кукăль-çăмаха мар, арçынсем пек вĕри шÿрпе кăмăллатăп. Вăл тутă тытать кăна мар, шăнса таврăнсан чирлесрен те упрать», — ăс пачĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Хăй пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулма ырă сунса ăсатрĕ мана Укахви аппа. Сывпуллашиччен вара пĕр вăрттăнлăха уçрĕ: «Юрату нихăçан та ыратăва çаврăнмасть. Юратма пĕлмен çынсем кăна чуна ыраттарма пултараççĕ»…

Роза Власова.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.