Хушма укçа - 900 миллион тенкĕ

Чăваш Ене бюджет кредичĕ 900 миллион тенкĕ /çăмăллатнă ставкăпа — 0,1 процент/ тата «Этническая Чувашия» проекта пурнăçа кĕртме 182 миллион тенкĕ уйăрса панă. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаç органĕсен ертÿçисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра пĕлтерчĕ.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — çак çитĕнĕве тума РФ Финанс министерствипе тухăçлă, килĕштерсе ĕçлени пулăшнă. Çавна май иртнĕ эрнере Чăваш Республикине бюджет кредичĕ пурĕ 900 миллион тенкĕ: 768,5 миллион тата 132 миллион /çăмăллатнă ставкăпа — 0,1 процент/ пама йышăннă.

Республика ертÿçи çакна пĕлтернĕ: республика Раç­çей Финанс министерствин республикăна бюджет кредичĕ парассипе çыхăннă пур условие те туллин пурнăçласа пырать. Шăпах çакна шута илеççĕ те регионсене федераци бюджетĕнчен хушма укçа уйăрса панă чухне.

Михаил Игнатьев Федерацин туризм енĕпе ĕçлекен агентствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Килĕшÿ тунине пĕлтернĕ. Раççей туризмĕ 2016 çулта федераци бюджетĕнчен «Этническая Чувашия» туристсен рекреаци кластерне тума 182 миллион та 848 пин тенкĕ уйăрса парĕ, Чăваш Ен республика бюджетĕнчен — 26 миллион та 189 пин тенкĕ. Çак укçапа «Амазония» этнокультура комплексĕнчи автоçул строительствине вĕçлеме, Шупашкар хулин Мускав çыран хĕррин пĕрремĕш тапхăрĕн реконструкцине пурнăçлама усă курĕç.

«Эпир 2016 çулта республика бюджетне 15 миллиард тенкĕрен кая мар инвестици явăçтарма тĕл­лев лартнă. Ăна ăнăçлă пурнăçлатпăр», — тенĕ Михаил Васильевич.

Н.ГЕОРГИЕВА.

 

Н.ГЕОРГИЕВА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.