Мухтавлă ентешсем

5 Утă, 2016

Хĕрарăм илемĕн фотоÿнерçи

Сергей Васильев — Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, журналистика тата ÿнер фотографийĕн ăсти. Сергей Григорьевичăн профессипе çыхăннă награда питĕ нумай: вăл — Пĕтĕм тĕнчери сăнÿкерчĕк "Оскарĕн" "Ылтăн куç" парнине пилĕк хутчен /1978, 1980, 1982, 1983, 1985/ тивĕçнĕскер. Унашкалли Раççейре урăх çук.

1 Ака, 2016

Анатолий ГУЩИН: Пултарулăх çыннишĕн мачча çук!

«Приключения солдата Ивана Чонкина» фильмра чăвашла юрлакан салтака пирĕн хаçат вулаканĕсем астăваççех ĕнтĕ. «Çумăр çăвать, çумăр çăвать ман çине...» — шăрантарать Чонкин. Çак актер — пирĕн ентеш, Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ, Раççей кинематографĕнче пысăк çитĕнÿ тунă Анатолий Гущин.

10 Пуш, 2016

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă

Нарăсăн 15-мĕшĕнче театр артисчĕ тата кино актерĕ, илемлĕ сăмах ăсти, театр режиссерĕ, пирĕн ентеш /Етĕрне хулинче ÿснĕ/ Николай Мордвинов çуралнăранпа 115 çул çитрĕ.

6 Çурла, 2014

Арктикăри кашни кун кăсăклă

Геннадий Антипович Тарасов - Раççей ăслăлăхĕнче паллă çын: профессор, РФ наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Мурманскри тинĕс биологи институчĕн директорĕн çумĕ, АПШ, Германи, Польша ăсчахĕсемпе пĕрле тĕпчев ĕçĕсем ирттерет, 160 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ, РФ Правительствин премийĕн лауреачĕ...