Комментари хушас

1 Ака, 2016

Анатолий ГУЩИН: Пултарулăх çыннишĕн мачча çук!

«Приключения солдата Ивана Чонкина» фильмра чăвашла юрлакан салтака пирĕн хаçат вулаканĕсем астăваççех ĕнтĕ. «Çумăр çăвать, çумăр çăвать ман çине...» — шăрантарать Чонкин. Çак актер — пирĕн ентеш, Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ, Раççей кинематографĕнче пысăк çитĕнÿ тунă Анатолий Гущин. Чăваш Ене вăл килсех çÿрет. Хальхинче вăл хăй çуралса ÿснĕ хулара пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче пулчĕ. «Тăван тăрăха юрататăп, унпа мухтанатăп. Ачалăхри юлташсемпе, республикăра пурăнакан çынсемпе тĕл пулса калаçма яланах хавас», — терĕ вăл пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшнине палăртса.

— Анатолий, калăр-ха, тархасшăн, пĕчĕк Толя Гущин актер пуласси, кинора ÿкерĕнесси, театрта вылясси çинчен ĕмĕтленнĕ-и?

— Тăхăр çул эпĕ самбо секцине çÿренĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 10-мĕш шкулта 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне пионервожатăй мана «Гусарский водевиль» спектакльте выляма сĕнчĕ. Килĕшмерĕм. Эпĕ тата театр! Мĕн ку? Пулма пултарайман япала. Çапах та тепĕр эрнерен шухăш улшăнчĕ: спектакле хатĕрленекенсем патне кайса курма шут тытрăм. Хайхискерсем мана кăсăклантарса ячĕç. Çамрăк, вылянчăк, шухă корнета вылярăм вĕт çапах та юлашкинчен. Тепĕр çул «Цыганский водевильпе» сцена çине тухрăмăр. Çакăн хыççăн шкул пурнăçне хастар хутшăнма пуçларăм. Шкулти пĕр концерт та, пĕр мероприяти те мансăр иртместчĕ. Пултарулăх анине ырă вăрлăх акаканĕ çавăн пекех пичче Валентин пулчĕ. Вăл пĕчĕкрен театр студине çÿренĕ, мана та пĕрле илсе каятчĕ.

Профессионал артист пулса тăнишĕн вара юлташăм Володя Глушков «айăплă». Вăл мана Мускава ертсе кайрĕ. Унта хăйĕн пĕлĕшĕсем патне вырнаçтарчĕ, пĕр тапхăр хĕрарăмсен пăрахăçа тухнă мăнастирĕнче пурăнтăмăр. Кайран паллакан хĕрача Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме кĕме сĕнчĕ.

— Эсир кам патĕнче ăсталăха туптанă? Пĕрле вĕреннисен хушшинче хальхи вăхăтра паллă артист пулса тăнисем пур-и?

— Курс мастерĕ РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Верещенко пулнă. Вунулттăн вĕренсе тухрăмăр. Анчах вĕсенчен 6-7-шĕ çеç театрта е кинора ĕçлеççĕ. Эпĕ /хам пирки ÿкерĕнекен актер теме пултаратăп/, Егор Бероев, РФ тава тивĕçлĕ артистки Мария Скосырева Илья Древнов малтанхи вăхăтра экрансем çине час-часах тухатчĕç. Машка Порошинăпа пĕрлешнĕ хыççăн унăн ят-сумĕ чакрĕ. Ăна халĕ ытларахăшĕ Порошина упăшки пек çеç пĕлет.

— Кинора вылянă пĕрремĕш роле астăватăр-и?

— Кинори пĕрремĕш ĕç — «Дальнобойщики» фильм. «Дым в лесу» ятлă 9-мĕш серире сектант рольне вылярăм. Çавăн хыççăн Владик Галкин ман çине кăтартса «гуру» ĕçне малалла тăсаканскер» тесе час-часах тăрăхлатчĕ. Камерăпа пĕрремĕш хут Рен-ТВ канал «паллаштарчĕ»: «Студент, не будь эгоистом — подскажи ближнему» реклама проектне хутшăннăччĕ. Маншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ фильм — 2001 çулта Э.Казакевич повеçĕ тăрăх ÿкернĕ «Звезда» драма, унта эпĕ Быков рядовой рольне вылярăм. Пире ятарлă тумсем тăхăнтартса, гримсем хурса эрне ытла «тĕрĕслерĕç». Коля Лебедев режиссер актерсене пĕрне улăштарать, теприне чĕнет... Юлашкинчен разведчиксен çичĕ çынран — Леша Панин, Леша Кравченко, Игорь Петренко, Тема Симакин, Амаду Мамадаков, эпĕ тата Юра Лагута — тăракан ушкăнĕ йĕркеленчĕ. Фильма ÿкерме пуçличчен виçĕ эрнелĕхе Тамань дивизийĕн кавалери полкне вĕренме ячĕç. Ку полка хăй вăхăтĕнче «Мосфильм» валли ятарласа йĕркеленĕ. Унта Сергей Жигунов, Миша Ефремов артистсем службăра тăнă. Пирĕн çума икĕ вăрçă витĕр тухнă аслă лейтенанта çирĕплетрĕç. Вăл икĕ эрне çурă пире разведчик пулма вĕрентрĕ.

— Чонкин салтака чăвашла юрлаттарасси камăн шухăшĕ пулчĕ?

— Хăйнеевĕрлĕ çак ăслая Леша Кирющенко режиссер шухăшласа кăларчĕ. Репетицисен вăхăтĕнче Леша манран ыйтать: «Чăвашла юрлама пултаратăн-и?» «Ну, пĕлместĕп», — малтанах иккĕлентĕм-ха. Анне патне шăнкăравларăм, вăл мана «Çумăр çăвать» юрра вĕрентрĕ. Эх, юрласа ятăм вара: «Çумăр çăвать, çумăр çăвать ман çине. Эп йĕпентĕм, эп йĕпентĕм...» Вĕçне çитереймерĕм, Леша чарчĕ: «Тăхта-ха, тăхта! Мĕн тăватăр эсир?» Чăтайманнипе кулса ятăм: «Эсĕ ăнланмарăн. «Йĕпентĕм» тени вырăссем ăнланакан сăмах мар, пачах урăхла пĕлтерĕшлĕ».

«Приключения солдата Чонкина» малтан спектакль пулнă-çке. Пĕр-ик черкке ĕçнĕ хыççăн хĕрсе кайсан хĕр чĕрине парăнтармалла-çке. Мĕнпе? Юрăпа. Эпĕ юрласа ярсан: «Ха-ха-ха!» — кĕрлесе каятчĕ зал. Çынсем йĕри-тавра пĕр-пĕрин çине ăнланмасăр «ухмаха ермен-и ку?» тенешкел пăхса илетчĕç. Спектакль пынă вăхăтра залра яланах пĕр-икĕ чăваш ларатчĕ.

2006 çулта Африкăра алмаз бизнесне аталантаракан пуянсем тупăнчĕç. Вĕсем хăйсен ытлашши 3-5 млн долларне кино ÿкерме пама шут тытнă. Çапла майпа «Приключения солдата Чонкина» фильм сенкер экрансем çине тухрĕ.

— «Сын отца народов» фильмри сăнар сирĕнпе пĕр ятлă — Толя Гущин...

— Манăн атте Хусанта Василий Сталинпа пĕр çуртра пурăннă. Шел, вăл /йывăр тăпри çăмăл пултăр/ фильм экрансем çине тухнине кураймарĕ. Проекта хутшăнма мана Сергей Гинзбург режиссер чĕнчĕ. Фильмра Василий Сталинăн чи çывăх юлташне Толя Гущина вылятăп. Юлташсем темччен тăрăхласа пурăнчĕç: «Во, Гущин, иртĕнсех кайрĕ. Пурнăçра мĕн ятлă çав ятпах вылять. Ятна хăть улăштарасчĕ!» Вăт шăпа тени çапларах килсе тухрĕ: фильмри çар летчикĕн те, манăн та ятпа хушамат пĕр пек.

— Питĕ выляма ĕмĕтленнĕ, анчах сире лекмен роль пур-и?

— Пур, çак сăнара Паша Деревянко питĕ ăста калăпларĕ. «Девять жизней Нестора Махно» фильмри Нестор Махно рольне питĕ выляс килетчĕ. Хамах сценари çырасшăнччĕ, çак тĕллевпе нумай истори материалне шĕкĕлчерĕм. Анчах продюсерсене, ыттисене витереймерĕм. Шутлатăп та — çак роле ÿлĕмрен те выляймастăп. Тен, сценари те çырăп, хамăн проекта ĕçе кĕртĕп, продюсерсем мана пулăшĕç. Пĕтĕм çак ĕçе туса пĕтернĕ çĕре çапах та питĕ нумай çул иртсе каять. Нестор Махно 27 çулта пулнă. Апла-тăк ку роле хĕрĕх урлă каçнă çыннăн мар, çамрăксен вылямалла.

— Юлашки вăхăтра мĕнле фильмра ÿкерĕнтĕр?

— Ĕнер кăна тенĕ пек «Отчий берег» фильма вĕçлерĕмĕр. Унта эпĕ чăваш çыннине вылятăп. Сценарие алла илсенех анне мĕнле калаçнине аса илме пуçларăм. Ку фильмра куракансем чăвашла сăмахсене темиçе хутчен те илтме пултараççĕ. Кунсăр пуçне пĕтĕм текста эпĕ наци акценчĕпе вулатăп.

— Сирĕн фильмотека питĕ пуян, кинора темĕн тĕрлĕ роль, театрта сахал мар сăнар калăпланă. Мĕнле шутлатăр — сирĕн ăсталăх шайĕ «маччана» лекнĕ-и?

— Эпĕ кашни кун вĕренетĕп, яланах шыравра, кирек хăçан та йывăр лару-тăрура. Акă, сăмахран, мана роль параççĕ, анчах ăна мĕнле чун кĕртмелле, вăл мĕнле пулса тухать — нимĕн те пĕлместĕп. Кашнинчех сивĕ тар тапса тухать, хăранипе çан-çурăм «хур тирĕпе» витĕнет, шăнтать, чĕтрентерет. Çавăнпа та пултарулăх çыннисемшĕн — никамшăн та — «мачча» çук пек туйăнать. «Оскар» илни е пысăк урăх наградăна тивĕçни те чарăнса лармаллине пĕлтермест.

 

Анатолий Гущин вылянă фильмсем

1. 2000 — “Маросейка, 12”
2. 2001 — “Дальнобойщики”
3. 2002 — “Звезда”
4. 2002 — “Раскаленная суббота”
5. 2003 — “А поутру они проснулись”
6. 2003 — “Ангел на дорогах”
7. 2003 — “Желанная”
8. 2003 — “Москва. Центральный округ”
9. 2003 — “Приключения мага”
10. 2004 — “Неllо, Дохлый!”
11. 2004 — “Парни из стали”
12. 2004 — “Ангел на обочине”
13. 2004 — “Егерь”
14. 2004 — “На безымянной высоте”
15. 2004 — “Пепел Феникса”
16. 2004 — “Гибель империи”
17. 2005 — “Горыныч и Виктория”
18. 2005 — “Есенин”
19. 2005 — “Неотложка-2”
20. 2005 — “Парни из стали”
21. 2005 — “Пороки и их поклонники”
22. 2005 — “Призвание”
23. 2006 — “Грозовые ворота”
24. 2006 — “Опер Крюк”
25. 2006 — “Офицеры”
26. 2007 — “Платина”
27. 2007 — “Буровая”
28. 2007 — “Приключения солдата Ивана Чонкина”
29. 2007 — “Человек без пистолета”
30. 2007 — “Расплата”
31. 2007 — “Служба доверия”
32. 2007 — “Солдаты-13”
33. 2007 — “Формула стихии”
34. 2008 — “Риорита”
35. 2008 — “Знахарь”
36. 2009 — “Буровая 2”
37. 2009 — “Глухарь”
38. 2009 — “Вий. Возвращение”
39. 2009 — “Золото скифов”
40. 2009 — “Логово Змея”
41. 2009 — “Петя по дороге в Царстве небесное”
42. 2009 — “Похищение богини”
43. 2009 — “Пуля-дура 3”
44. 2009 — “Суд”
45. 2009 — “Хозяйка тайги”
46. 2010 — “Алиби” на двоих”
47. 2010 — “Срочно в номер. На службе закона”
48. 2010 — “Гаражи”
49. 2010 — “Глухарь: Возвращение”
50. 2010 — “Когда зацветет багульник”
51. 2010 — “Смерть Вазир — Мухтара”
52. 2010 — “Черкизоно. Одноразовые люди”
53. 2011 — “Москва: Три вокзала”
54. 2011 — “Сделано в СССР”
55. 2011 — “Товарищ Сталин”
56. 2011 — “Черные волки”
57. 2011 — “Смерш. Легенда для предателя”
58. 2011 — “Жизнь и приключения Мишки Япончика”
59. 2011 — “Дикий 2”
60. 2012 — “СК”
61. 2012 — “Привет от “Катюши”
62. 2013 — “Гетеры майора Соколова”
63. 2013 — “Вий”
64. 2013 — “Гагарин. Первый в космосе”
65. 2013 — “Сын отца народов”
66. 2013 — “Привет от “Катюши”

Валентина БАГАДЕРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.