Арктикăри кашни кун кăсăклă

6 Çурла, 2014

Геннадий Антипович Тарасов - Раççей ăслăлăхĕнче паллă çын: профессор, РФ наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Мурманскри тинĕс биологи институчĕн директорĕн çумĕ, АПШ, Германи, Польша ăсчахĕсемпе пĕрле тĕпчев ĕçĕсем ирттерет, 160 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ, РФ Правительствин премийĕн лауреачĕ... Вăл Шупашкар районĕнчи Анаткас Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш ачи тĕнче шайĕнче ят-сум çĕнсе илме епле пултарнă-ха?

Паллă ентешпе Чăваш наци конгресĕнче тĕл пултăм. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ, Мурманскри кун-çулĕ, Арктикăри ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçрăмăр унпа.

- Çуралса ÿснĕ çĕр-шывран аякра тĕпленесси мĕнле пулса тухрĕ-ха?

- 18 çулта Хусана В.И.Ульянов /Ленин/ ячĕллĕ патшалăх университетне вĕренме тухса кайрăм. 1963 çулта диплом илсен манăн Калининграда е Мурманска ĕçлеме каймаллаччĕ. Производство практикине Мурманскра ирттернĕрен çак хулана суйласа илтĕм. 1961 çулта пулчĕ ку. Çĕр-шыври студентсене "Батайск" карап çине тинĕс экспедицине илсе кайма пуçтарчĕç. Хусан университетĕнчен ултă çынна суйласа илнĕ. Телейлисен йышне эпĕ те лекрĕм. Çĕнĕлĕхсем уçмалли вăхăт пек туйăннă çав тапхăр пирĕншĕн. Умра - халĕччен никам та тĕпчемен тĕнче. Хальхи çамрăксене нимĕнпе те тĕлĕнтереймĕн. 60-мĕш çулсенчи ăрушăн Арктика питĕ кăткăс пулнă. Кашниех хăйне Папанин, Шмидт, Седов... вырăнĕнче курнă. Уçă тинĕсре уйăх ытла пуласси - чи çутă ĕмĕт. Çак экспедици манăн шăпана татса пачĕ ахăртнех. Çавăнпах нумай шухăшласа тăмарăм - университет хыççăн Мурманска тухса кайрăм. Çулталăкран çара илчĕç. Питĕрте, флотра, службăра тăтăм. Çар тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн малтанхи вырăнах таврăнтăм. Авлантăм... Вăт çапла пурнăç хăй еккипе пычĕ. Мăшăр Киров облаçĕнчен. Мурманска пиччĕшĕ патне пынăскер унтах пединститут пĕтернĕ. Эп ĕçленĕ вырăнта вăтам шкул пурччĕ. Вăл унта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Пĕрне-пĕри килĕштертĕмĕр пулас, çемье çавăртăмăр.

Мĕн пурнăç тăршшĕпех тинĕсре эпĕ. Тип çĕр çинче раштав-ака уйăхĕсенче кăна пулатпăр. Кĕркунне - экспедицисем.

- Уйрăмах асра юлнисем пур-и?

- Нумай. Франц-Иосиф çĕрĕ, Çĕнĕ çĕр... Экспедици йĕркелесси çăмăл мар, кашнинчех йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Эпир хăнăхнă ĕнтĕ, халĕ вĕсем кулленхи ыйтусем пек çеç туйăнаççĕ. Телее, ку таранччен хам тунă ĕçшĕн намăсланмалли пулман. Палăртнă программăсене яланах тивĕçлĕ пурнăçланă, каялла ырă-сывă таврăннă.

Пĕррехинче американсемпе пĕрле Франц-Иосиф çĕрĕ çине ячĕç. Унта çанталăк питĕ вылянчăк. Шыв сасартăк хăпарать, анать. Пăр катрамĕсем ирĕлеççĕ, вĕçĕмсĕр куçаççĕ. Пăр айĕнчи чылай сăмсаха карттă çинче палăртман. Вăт çавăн чухне ăшăх вырăна пырса тухрăмăр. Американсем хăраса ÿкрĕç. Вырăссем яланхи пекех лăпкă. Турă ялан пирĕнпе юнашар-ши е тата темскер-ши - кирек хăçан та хÿтлĕх пурри туйăнать. "Çăлăр пире! Мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ укçа паратпăр!" - теççĕ американсем. Мĕн тăваятпăр-ха? Эпир те вĕсем пек çынсемех. Пирĕн те пурăнас килет. Пурте пĕрешкел лару-тăрăвах лекнĕ.

1991 çул. Çурçĕр Полюса каякан тăватă çĕр-шыв экспедицийĕнче эпĕ - Совет Союзĕн пĕртен пĕр представителĕ. Кăнтăр апачĕ çисе ларатпăр. Экспедици ертÿçи Йорн Тиде пырса кĕчĕ: "Раççейре - революци". Çак сăмахсем хыççăн çеккунт та иртмерĕ - алă çупса ятăм. "Тарасов, тархасшăн, ăнлантарса парăр: мĕне пĕлтерет ку?" - терĕ профессор. Малтанах çухалса кайрăм. "Эпир çак саманта тахçанах кĕтнĕ", - терĕм çеç. Вăхăчĕ çапларахчĕ ун чухне: пур çĕрте те Горбачев, халăх улшăнусем пуласса кĕтетчĕ.

Арктикăри кашни кун кăсăклă. Сăмахпа каласа ăнлантараймăн, хăвăн куçупа курмалла.

- Ытти çĕр-шывпа Раççей хушшинче Арктикăпа усă курас тĕлĕшпе çивĕчлĕхсем сиксе тухмаççĕ-и?

- Тĕрлĕ шухăшлăх, çивĕч ыйтусем яланах пулнă. Арктикăна çывăх çĕр-шывсене - Норвеги, Канада, Америка, Дани, Раççей - Арктика кирек хăçан та тавлаштарнă. Юлашки çулсенче Арктика çумне унран аякра вырнаçнисем - Китай, Япони, Инди - "çыпăçасшăн".

- Раççей хăçан Арктикăра çĕр айĕнчи пуянлăхсене кăларма пуçлĕ?

- Унта, тĕпрен илсен, нефть тата газ. Хальхи вăхăтра Печора тинĕсĕнче хĕрсех нефть кăлараççĕ. Штокмана вун пилĕк çулсăр пырса кĕрес темеççĕ. Ку хальлĕхе Раççейшĕн техника тĕлĕшĕнчен хаклă проект. Çакна тĕрĕс тесе шухăшлатăп, мăнуксем валли те хăвармалла-çке. Çĕр айĕнчи пуянлăх та виçесĕр мар. Паян пире Çĕпĕрти тата Ямалти те çителĕклĕ.

- Çурçĕр тинĕсĕнчи пăра ирĕлтерсе таса шыв тăвасси çине мĕнле пăхатăр?

- Раççейшĕн таса шыв ыйтăвĕ хальлĕхе çивĕч мар. Пирĕн юхан шывсемпе кÿлĕсем таса. Шыв çитмен патшалăхсем те пур. Сăмахран, Антарктидăран пăр катрамĕсене Африка çĕр-шывĕсене илсе пырасси пирки калаçаççĕ паллах. Унта çакăн йышши проект чылай.

- Çуралнă çĕр-шывра час-часах пулатăр-и?

- Чăваш Енре тăвансем йышлă манăн. Атте-анне пурăннă чухне кашни çулах килсе çÿренĕ. Йăмăк, икĕ пичче пурăнаççĕ. Çемье пысăк пулнă пирĕн, сакăр ача. Вĕсенчен пĕр эпĕ кăна аслă пĕлÿ илнĕ. Ыттисем рабочисем, водительсем... Пурте пенсире ĕнтĕ халĕ.

50 çул Çурçĕр флотĕнче ĕçлетĕп. Тăван çĕр-шывра час-часах пулас килет паллах.

Виçĕ кун каялла кăна çитнĕ-ха эпир кунта. Масар çине кайса килтĕмĕр. Тăван яла курса тĕлĕнтĕм. Эпĕ ача чухне пирĕн тăрăхри халăх питĕ начар пурăнатчĕ. Килĕ-çурчĕ айванччĕ. Япăхчĕ. Халĕ вара!!! Ĕнер пĕр урампа утса тухрăм. Речĕпе тенĕ пек çĕнĕ капмар çуртсем лараççĕ. Хула çывăхĕнче пулсан татах хăть. Çынсем ялта тĕпленнине ăнланма пулать. Мускавра, Питĕрте час-часах пулатăп. Вăхăтĕнче Тверь облаçĕнче дача та туяннăччĕ. Танлаштаратăп та: унта ялсем питĕ юхăннă. Йĕркеллĕ ларакан çурт та çук. Йĕри-тавра ишĕлнĕ, арканнă... Ялсенче ватăсем кăна тăрса юлнă. Хирсене çум курăк пуснă. Çĕрсем пушă выртаççĕ, тыр-пул ÿстермеççĕ. Утă кăна çулаççĕ пулас.

Чăваш Республикинче ял çынни япăх мар пурăнать. Чăтаймарăм, кÿршĕсенчен ыйтрăм: "Укçа ăçтан вăрлатăр?" Ĕне, вăкăр, пăру, ултă-çичĕ сурăх, сысна çурисен шутне пĕлместĕп, картиш тулли кайăк-кĕшĕк усраççĕ. "Кам пăхать кусене?" - ыйтатăп. "Хамăрах", - теççĕ.

Çакăн пек ентешсемпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Геннадий Антипович общество ĕçне те хастар хутшăнать. Мурманск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Общество ирттерекен кашни мероприятие хутшăнма тăрăшать. "Ентешсемпе тĕл пулма шăрттан пулăшрĕ, - шÿтлерех пĕлтерчĕ Геннадий Антипович. - Пĕр лавккана кĕтĕм, Чăваш Енре туса кăларнă таварсене сутаççĕ. Сентре çинче шăрттан асăрхарăм. Анне питĕ тутлă пĕçеретчĕ çак çимĕçе. Пĕрре, иккĕ, виççĕ... кĕтĕм хайхи лавккана. Сутуçăпа паллашрăм. Тепрехинче автономи ертÿçине тĕл пултăм".

Валентина БАГАДЕРОВА

Новости по теме