Вăйлисен вăййи аталанать

5 Утă, 2016

Пауэрлифтинг “йывăр япалана çĕклени” тени пулать. Вăл “вăй” тата “йăтать” сăмахсенчен пулнă. Халăхра ăна вăйлисен вăййи теççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-50-мĕш çулĕсенче хĕвеланăçри çĕршывсенче аталанма пуçланăскер паян йывăр атлетсем кăмăллакан спортăн юратнă тĕсĕ пулса тăчĕ. Унпа 200 ытла çĕршывра çĕр-çĕр çын кăсăкланать. Чăваш пауэрлифтингĕн кун-çулĕ 1987 çулта çырăнма пуçланă.

Пĕрремĕшсем

Виçĕ енлĕ кĕрешÿ вăййипе /халĕ — пауэрлифтинг/ интересленекенсен ушкăнĕсем Юрий Иванов тренер тăрăшнипе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче уçăлнă. Каярахпа секцисем Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк районĕсенче ĕçлеме пуçланă. Пауэрлифтинг ăстисен пĕрремĕш ăмăртăвне 1990 çулта ирттернĕ. Унта кире пуканçăсемпе штангистсем вăй виçнĕ. Чăваш Ен чемпионĕн хисеплĕ ятне чи малтан Д.Грачев тивĕçнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Европа чемпионатĕнче 5-мĕш вырăн йышăннă.

Вăхăт иртнĕçемĕн республика спортсменĕсем çĕршыври турнирсенче лайăх кăтартусемпе палăрма тытăннă. Пысăк çитĕнÿ тăвакан та сахал мар пулнă. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ çулта Шупашкарти агрегат завочĕн ĕçченĕ А.Смирнов СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, пĕртăван Ивановсем Раççей чемпионатĕнчен медальсемпе таврăннă, спортăн тĕнче класлă мастерĕ И.Калля Раççей кубокĕнче çĕршыв рекордне çĕнетнĕ, 2011 çулта Çĕнĕ Шупашкар пики Анастасия Петрова тĕнче чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Çĕршыв рекордне çĕнетнĕ

2007 çулта республикăра йĕркеленнĕ пауэрлифтинг федерацине ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Морозов ертсе пырать. Вăл аслă ÿсĕмрисемпе, ветерансемпе тата сусăрсемпе ĕçлет. Сергей Константинович чылай çул каялла Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче “Самсон” спорт клубĕ уçнă. Пĕлтĕр унăн вĕренекенĕсем Андрей Захаров, Юрий Кивилев тата Александр Исачкин çĕршыв ăмăртăвĕнчен наградăсемпе таврăнчĕç.

Кăçал çамрăк спортсмен Дмитрий Степанов юниорсен чемпионатĕнче Раççей рекордне çĕнетнĕ. Курск хулинче иртнĕ ăмăртура шăм-шак чирĕпе аптракан каччă 65 килограмлисен йышĕнче малтанхи тупăшура 140 килограмлă штангăна йăтнă, тепринче 144-лине çĕклеме пултарнă. Çапла вара, Шупашкарти адаптаци-спорт шкулĕн воспитанникĕ абсолютлă чемпион ятне тивĕçнĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕ 2015 çулта та лайăх çитĕнÿсемпе палăрнăччĕ: Европа тата Раççей турнирĕсенче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Пысăк çитĕнÿ тăваççĕ

Шупашкарти пауэрлифтерсем В.Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче пуçтарăнаççĕ. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Вячеслав Кострюков ертсе пынипе икĕ ушкăнра 31 çын ăсталăха туптать, вĕсенчен 8-шĕ — хĕрсем. “Тренажер залне çÿрекен пикесемпе яшсем татах пур. Пĕрисем кĕлетке илĕртÿллĕ те хитре пултăр теççĕ, теприсем начарланас тĕллевпе килеççĕ”, — терĕ спорт шкулĕнче 18 çул ĕçлекен тренер.

Вячеслав Вадимовичăн спо­рт­­сменĕсем Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсемпе уйрăмах савăнтараççĕ. Вĕсенчен пĕри — 31 çулти Екатерина Николаева. Шупашкарта çуралса ÿснĕ пике “Динамо” спорт клубĕнче ĕçлет.

— Пирĕн пата вăл 2005 çулта çÿреме пуçларĕ. Каратепе туслăскер тренажер залне ÿт-пĕве тĕреклетес тĕллевпе килнĕччĕ, кунтах юлчĕ вара. Çамрăках мар пулин те юлашки çулсенче кăна лайăх çитĕнÿсемпе палăрчĕ. РФ спорт мастерĕн нормативне 2006 çултах пурнăçланă. Икĕ çул каялла Катя çĕршыв чемпионатĕнче — виççĕмĕш, Атăлçире пĕрремĕш пулчĕ. Иртнĕ çул вара Европа чемпионатĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ, — спортсменка çинчен каласа пачĕ Вячеслав Кострюков.

2008-2014 çулсенче унăн вĕренекенĕсем Юрий Архипов — тĕнче ăмăртăвĕнче, Игорь Филиппов — Европа чемпионатĕнче, Владислав Леонтьев Европа турнирĕнче малти вырăнсене йышăннă.

Тĕрĕс утăм

Анастасия Петровăна спортсменсен хушшинче пауэрлифтинг çăлтăрĕ теççĕ. В.Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче 2006 çултанпа ăсталăха туптаканскер 2009-2015 çулсенче тĕнче чемпионатĕнче тăватă хутчен призер пулнă, вĕсенчен виççĕшĕнче — çĕнтерÿçĕ. Вăл Европа чемпионачĕсенче те виçĕ “ылтăн” çĕнсе илнĕ.

Аттестат илсен Анастасия экономист профессине суйласа илнĕ, тупăшлă пĕр-пĕр предприятире ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Ача чухне гимнастика секцине çÿренĕ пулин те спорт карьери пирки шухăшламан, шăпа вара ăна çак çул çинех илсе тухнă. Хальхи вăхăтра вăл Çĕнĕ Шупашкарти “Спорт академийĕ” фитнес центрта инструкторта ĕçлет.

— Санкт-Петербургри патшалăх инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕреннĕ чухне эпĕ Ульяновскра иртнĕ Пĕчĕк Олимпиадăна хутшăнма тивĕç пулнăччĕ. Унта пауэрлифтинг енĕпе турнир пыратчĕ. Паллă спортсменсем çине тĕлĕнсе пăхса лартăм, хамăн та вĕсем пек пулас килчĕ. Унтан таврăнсан В.Кострюков патне кайрăм. Тĕрĕс утăм пулчĕ ку. Вăл мана пысăк çитĕнÿсем тума пулăшрĕ”, — иртнине аса илчĕ спортăн тĕнче класлă мастерĕ.

Шупашкар пăхаттирĕ

Çулсерен Хула кунĕнче “Шупашкар пăхаттирĕ” ăмăрту иртет. Унта тĕрлĕ регион спортсменĕсем пилĕк конкурс тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Паттăрсен “Атлас чулне” те йăтмалла, 120 килограмлă баллона та, 300 пăтлă покрышкăна та çĕклемелле, çичĕ тоннăллă грузовика та вырăнтан хускатмалла... Иртнĕ çул “Шупашкар пăхаттирĕ” ăмăртура Саранск, Йошкар-Ола, Арзамас тата Чăваш Ен тĕп хулин атлечĕсем вăй виçрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне пирĕн ентеш, РФ спорт мастерĕ Дмитрий Смирнов, тивĕçрĕ.

— Пирĕн республикăри чи маттур та пултаруллă пауэрлифтерсенчен пĕри вăл. Ку турнирта ултă хутчен çĕнтерчĕ, — Шупашкар пăхаттирĕ çинчен сăмах пуçарчĕ Вячеслав Кострюков. — Вунă çул каялла 14-ри Дима Смирнов мăнтăркка ача пулнă. Шкулта та, урамра та пурте унран кулса йĕкĕлтенĕ. Паллах, çул çитмен яша çакă кÿрентернĕ, начарланас тĕллевпе вăл спортзала çÿреме пуçланă. Ун чухне вăл 114 килограмм таятчĕ. Пирĕн хушăра та чи “сумличчĕ”. Çапах пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарчĕ. Унăн тăрăшулăхĕнчен ыттисем те тĕлĕнетчĕç. Эпир пулăшнипе Дима 82 килограмм таран чакрĕ. Спорт пирки нихăçан та тĕлленменскер ыттисенчен тĕслĕх илсе ăмăртусене хутшăнма тытăнчĕ. Кăтартăвĕсем те çултан-çул лайăхланса пычĕç. Паян вăл — Атăлçи чемпионачĕн призерĕ, республика чемпионĕ.

Темиçе пăтлă штангăна хул­пуççи çине хурса урана хуçлатса ларма, çурăм çине выртса снаряда çĕклеме тата кукленсе алăпа йăтма çăмăл марри куçкĕрет. Чăваш Ен пауэрлифтерĕсем йывăрлăхран хăрама хăнăхман. Вĕсем малашне те темиçе килограмлă спорт хатĕрĕсене çĕклесе тĕрлĕ турнирта çынсене тĕлĕнтерес тĕллевлĕ.

А.МИХАЙЛОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.