Çĕр çыннин ырлăхĕшĕнех пĕлтерĕшлĕ

5 Утă, 2016

Ыйтусене хуравлама хăрамалла мар, çырава налук хурассишĕн ирттермеççĕ

Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăр хăшĕ-пĕри эрех-сăра ĕçсе минренĕ хыççăн шыв хĕррине васкать. Çакнашкал кану тепĕр чухне инкекпе вĕçленет. Аслисен тимсĕрлĕхне пула ачасем путса вилни те пăшăрхантарать. Вăйпитти ÿсĕмрисене тата çамрăк ăрăва çухатнипе ниепле те килĕшме çук. Çавăнпа халăх хушшинче ăнлантару ĕçне куллен туса пымаллине тепĕр хут аса илтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрне пуçламăшĕнчи канашлăва уçнă май.

Михаил Игнатьев çавăн пекех республика ертÿлĕхĕ килĕшĕвĕн мĕнпур обязательствине пурнăçлассине тĕпе хунине палăртрĕ, бюджет кредичĕн ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Çапах канашлура хускатнă тĕп ыйту — Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çыравĕ. Çĕршыв шайĕнчи мероприяти вăй илнĕренпе тăваттăмĕш кун пырать. Унăн пĕлтерĕшне хăшĕ-пĕри, хатĕрленÿ тапхăрĕнче ăнлантару ĕçне пуçаруллă туса пынине пăхмасăр, çав-çавах тĕрĕс мар хаклать. Ун пеккисен шухăшĕпе — мĕн чухлĕ çĕрпе усă курнине, миçе пуç выльăх тытнине е садри улмуççисен шутне иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчи пек налук хушса тÿлеттермешкĕн уçăмлатаççĕ. Республика Пуçлăхĕ Чăвашстатăн, ЧР Ял хуçалăх министерствин, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тата массăллă информаци хатĕрĕсен çавна май пуçаруллăрах ĕçлемеллине палăртрĕ: хуçалăхăн пĕчĕк мар формисене федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн хушма налук хума пултараймаççĕ. Çырав тĕллевĕ — ял хуçалăхĕнчи паянхи чăн-чăн лару-тăру пирки тĕрĕс информаци пухса ăна малалла аталантарма май шырасси, Раççей халăхне хамăр çĕр çинче туса илнĕ таса та паха çимĕçпе туллин тивĕçтересси.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тухса калаçрĕ, Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх — респондентсен йышĕнче фермер хуçалăхĕсем — 4 пин, ялта пурăнакансен уйрăм хуçалăхĕсем — 239 пин, хуларисен — 9 пин, граждансен коммерциллĕ мар 746 пĕрлешĕвĕнчи 9780 участок. Инструкторсен 95 участокне йĕркеленĕ, вĕсене пÿлĕмсемпе, сĕтел-пуканпа, çыхăну хатĕрĕпе, техникăпа тивĕçтернĕ. Мероприятие ирттермешкĕн федераци бюджетĕнчен хальлĕхе 6 миллиона яхăн тенкĕ куçарнă.

Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен кашни ушкăнĕ валли ыйтăмăн уйрăм листне хатĕрленĕ. Хутсенче уйрăм ушкăн кăна хуравлама тивĕç ыйту та пур: тĕслĕхрен, сад ăстисен — вырăна çитме хытă сийлĕ çул пурри, килти хушма хуçалăхсен — миçе çын пурăнни, çĕр çинче кам ĕçлени, фермерсен çĕнĕ технологисемпе усă курни тата ыттине пĕлтермелле.

Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕн ертÿçи Эльвира Максимова пĕлтернĕ тăрăх — кал-кал ĕçлемешкĕн чăрмантаракан çивĕч ыйту çук мар. Муниципалитетсенче кадр резервне туса хунине пăхмасăр инструкторсен — 2, çыруçăсен 4 проценчĕ çитмест. Çакă вĕсене кирлĕ чухлĕ хатĕрлеменнипе çыхăнман: хăшĕ-пĕри ĕç яваплăхĕ пысăккине кура 1-2 кунрах хăйĕн пултараслăхне шанми пулнă, пăрахса кайнă.

Малтанхи 3 кунра çыруçăсенчен чылайăшĕ хăйсен нормисене тултарайманнине вĕсем халăхпа конструктивлă хутшăнусем йĕркелемешкĕн хăнăхнипе ăнлантармалла. Ыйтăм ирттерекенсен çурри планшетлă компьютерсемпе усă курать. Çанталăк шăрăх тăнă май кăткăс техника хĕрсе каять. Эльвира Геннадьевна çирĕплетнĕ тăрăх — тĕпрен илсен, ялти çынсем çырава яваплăха туйса, пуçаруллă хутшăнаççĕ пулсан, хуларисем пирки аплах калаймăн. Хăйсем тĕллĕн, ирĕк илмесĕр çурт çĕкленисен тата çĕрпе усă куракансен хушшинче уйрăмах йышлă унашкаллисем. Сĕнтĕрвăрри районĕнче тĕн ĕненĕвĕпе сăлтавласа çырава хутшăнма килĕшменнисем пур. Комсомольски районĕнче пĕр гражданин хуравлама хирĕççине пĕлтернĕ. Паллах, халăха çырав тĕллевĕ пирки Чăвашстат ĕçченĕсем витĕмлĕн ăнлантарма тăрăшаççĕ. Ку енĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пуçаруллăрах пулмалла, мероприяти тĕллевĕ унăн пĕтĕмлетĕвĕ кашни çĕр ĕçчене пырса тивнине ĕнентермелле.

Михаил Игнатьев хула çыннисем кутăнлашнин сăлтавне Леонид Черкесова уçăмлатма ыйтрĕ. Хуравĕ тивĕç­терменнине кура çынпа çын пек пулмаллине, унăн чунне витермелле ăнлантарни хуçалăх тытакан хăй çыруçа шырама хавхалантармаллине аса илтерчĕ. Çырав Чăвашстат тиевĕ кăна мар, вăл — патшалăхăн малашлăхлă задачи.

Иккĕмĕш ыйтупа ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тухса калаçрĕ, сывлăха тĕреклетекен тата кану учрежденийĕсенчи пĕрремĕш смена ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Тĕпрен илсен, хула тулашĕнчи лагерьсенче, санаторисенче тата шкул лагерĕсенче пĕрремĕш смена йĕркеллех иртнĕ, канакансен йышĕ иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен ытларах пулнă. Роспотребнадзор ачасен апатланăвĕн пахалăхĕпе тата санитарипе гигиена условийĕсемпе интересленсе тăнă, тĕрĕслевсем ирттернĕ, тупса палăртнă çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтернĕ.

Михаил Игнатьев иккĕмĕш смена пирки пĕлесшĕн пулчĕ. ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăç­лакан Светлана Петрова çирĕплетнĕ тăрăх — ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне 2-3 сменăсенче кантарассине мала хунă май лагерьсем тулли хăватпа ĕçлесси иккĕлентермест. Министерство тивĕçĕ — вĕсене кадрпа тивĕçтересси. Çамрăксен пуçарулăх центрĕнче 590 вожатăй хатĕрленĕ, вĕсенчен 400-шĕ пĕрремĕш сменăра ĕçленĕ. Ытти регионти чăваш диаспорисенчен килнĕ 30 ача кăçал «Эткер» лагерьте канать.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çарпа патриотизм воспитанийĕн «Синева» лагерĕ ĕçлени, ачасем валли туризм экскурсийĕсем ирттерни çинчен пĕлтерсен республика Пуçлăхĕ промышленноç туризмне аталантармаллине аса илтерчĕ.

Канашлура сÿтсе явнă тепĕр ыйту — пĕтĕмĕшле тĕп тата вăтам пĕлÿ программисем тăрăх патшалăх аттестацийĕ ирттернин пĕтĕмлетĕвĕ. Светлана Петрова çирĕплетнĕ тăрăх — 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухнисем ППЭ ăнăçлă тытнă пулин те йĕркене пăснă тĕслĕх тăххăрмĕшсен хушшинче ытларах. Унсăр пуçне хăйсем суйласа илнĕ /апла тăк, килĕштернĕ/ предметсемпе тĕрĕслевре япăх паллă илнисем те вĕсен йышĕнче сахал мар. Историпе экзаменра «2» паллăлăх хуравланă тĕслĕх пулни Михаил Васильевича пăшăрхантарчĕ. Унăн шухăшĕпе — патриотизм ыйтăвĕ историпе çыхăннă. Тăван тăрăхăн, çĕршывăн иртнĕ кун-çулне пĕлмен çамрăк Чăваш Ене, Раççее парăннă çын пулса çитĕнесси иккĕлентерет.

Канашлăва вĕçленĕ май Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче Китай Республикин Аньхой провинцийĕн ĕçлĕ делегацийĕпе тĕлпулу иртесси, тепĕр кунне хăнасем Чăваш Ене килесси пирки пĕлтерчĕ, çавна май бизнес çыннисене килĕшÿсем тумашкăн тĕплĕн хатĕрленме ыйтрĕ.

Валентина СМИРНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.