“Зарница” тата “Орленок” çĕнтерÿçисене чысланă

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Патăрьел районĕнче пулнă, республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн “Зарница” тата “Орленок” XLVIII финал вăййисене хупнă çĕре хутшăннă.

Çак вăйăсем тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Патăрьел районĕнче — Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи Хĕвеллĕ уçланкăра — иртеççĕ. Кăçал çак ăмăртусенче 800 яхăн çамрăк армеец /пĕтĕмпе — 80 команда/ хутшăннă. 4 кунра ачасемпе çамрăксем строй хатĕрленĕвĕ, туризм, ишев, кĕрешÿ тата ытти енĕпе зачет панă. Граждан-патриотизм тематикипе теори пĕлĕвĕн тесчĕ витĕр тухнă.

Çамрăк армеецсене тата «Зарница», «Орленок» финал вăййисене хутшăнакансене саламланă май Юрий Егорович çак ăмăртусем çамрăк ăрăва чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнтерес, Тăван çĕршыва юратма тата хамăрăн несĕлĕмĕрсен паттăрлăхĕпе мухтанма хăнăхтарас тĕлĕшпе воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Чи хумхануллă самант, паллах — çĕнтерÿçĕ-командăсене чыслани. «Зарница» ушкăнра — Карапай Шăмăршă, «Орленок» ушкăнра Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулсен командисем палăрнă. «Çар-патриот команди» ушкăнра — Патăрьелти 2-мĕш вăтам шкулăн «Паттăр» çар-патриот клубĕ, «Кадетсем» ушкăнра — Шăмăршă вăтам шкулĕн, «Професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсем» ушкăнра Сĕнтĕрвăрринчи технологи техникумĕн командисем çĕнтернĕ. Вĕсене Юрий Васильев кубоксем, медальсем тата асăнмалăх парнесем панă.

И.НИКОЛАЕВА

 

И.НИКОЛАЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.