Archive - 2015 - Хыпар

март 4th

4 Пуш, 2015

«НИМ ТЕ ÇИЕС КИЛМЕСТ!»

Ача апат çиесшĕн мар, турилккене айккинелле тĕртет. Мĕншĕн çиесшĕн мар-ха? Психологсем çапла асăрхаттараççĕ.

1. Вăл аслисене хăйĕнпе тимлĕрех пултарасшăн. Апат çиме килĕшмесĕр ача çемьере вăхăтлăха тĕп çын пулса тăрать. Çавăнпа ăна мĕн çитменнине тĕпчесе палăртмаллах. Тен, эсир ытла нумай ĕçлетĕр е упăшкăрпа сирĕн хушăри лару-тăру кăткăсланнине пула çак ыйтусем пирки кăна шухăшлатăр.

4 Пуш, 2015

МĔНЛЕ ÇĂКĂР ÇИСЕН ЛАЙĂХРАХ?

Диетологсем тĕрлĕ çăкăр сывлăха мĕнле витĕм кÿни çинчен çапла ăнлантарса параççĕ.

Тасатнă паха сорт тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăрта усăллă япаласем ыттисенчен сахалрах. Ăна час-часах тата нумай çини кĕлетке виçине хушăнма витĕм кÿрет.

Ыраш-тулă çăкăрĕнче витаминсемпе минералсем кăшт ытларах, анчах апат чĕлкĕмĕсем сахал.

март 3rd

3 Пуш, 2015

Культура паян - еткерлĕх пуянлăхĕ çеç мар

ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче /вăл февралĕн 27-мĕшĕнче иртрĕ/ республикăри культура, искусство тата архив учрежденийĕсем 2014 çулта мĕнле ĕçленине сÿтсе яврĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

3 Пуш, 2015

Пуçа килчĕ ăслă шухăш...

Унчченхипе танлаштарсан редакци почти халь самай чухăнрах. Интернет, электронлă çыхăну хатĕрĕсем пурнăçа йăлт улăштарчĕç те - çыру çÿретекен сахалланчĕ. Хаçат тусĕсем Пичет çуртне сайра хутра кĕрсе тухаççĕ. Районсене çÿренĕ май çынсемпе хамăр ытларах тĕлпулса калаçма тăрăшатпăр. Чăваш чунрине, шалтине уççăн пĕлтерекен çын мар, çапах кăмăл выртсан мĕн хумхантарнине калатех. Тепĕр чухне ăслă шухăш пырса кĕрет ун пуçне. «Эп каланине хаçатра çырмастăр ĕнтĕ, хамăр хушăра персе ятăм», - тесе алă сулать. Пурне те пырса тивекен сăмаха мĕншĕн халăх çине кăларас мар-ха?

3 Пуш, 2015

Ырă ырăпах таврăнтăрччĕ

Ача çемьере ÿсмелле. Çак чăнлăхпа кирек кам та, чунĕ хытман-тăк, килĕшĕ. Анчах пĕрисем пуçа пĕксе «çапла» тенипе çырлахнă хушăра теприсем сăмахран ĕç патне куçса ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă пĕр-пĕр пепкене çунат айне илме васкаççĕ.

3 Пуш, 2015

50 кун çÿресе - 50 çул...

Юрату - пурнăç илемĕ. Ахальтен мар В.Белинский: «Юрату вăл - пурнăç поэзийĕ тата хĕвелĕ», - тенĕ.

«Мăшăрлантăн пулсан - юратăва упра», - хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ Янкас ялĕнче пурăнакан Людмила Сидоровнăпа Николай Гаврилович Ершовсем. Вĕсем шăп 50 çул каялла нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Трак енре пуçласа ун чухнехи вăхăтшăн çĕнĕ йăла-йĕркепе - Культура çуртĕнче çырăннă. Кăçал вĕсем районти ылтăн туйлисен чыславне уçакансем пулчĕç. Вăл районти ЗАГС пайĕнче иртрĕ.

3 Пуш, 2015

Вăл - ашшĕ те, амăшĕ те

Хĕрарăм пĕччен темиçе ача ÿстерни çинчен каласа çынна тĕлĕнтерес çук. Кун пек тĕслĕх юнашарах темĕн чухлĕ. Анчах та арçын пĕччен ачисене пăхса пурăнни, паллах - сайра. Темиçе ача пулсан - уйрăмах та.

Pages