Ырă ырăпах таврăнтăрччĕ

3 Пуш, 2015

Ача çемьере ÿсмелле. Çак чăнлăхпа кирек кам та, чунĕ хытман-тăк, килĕшĕ. Анчах пĕрисем пуçа пĕксе «çапла» тенипе çырлахнă хушăра теприсем сăмахран ĕç патне куçса ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă пĕр-пĕр пепкене çунат айне илме васкаççĕ. Çакнашкал хăюллă утăма тăвакансем - çын нушине ăнланакансем.

Çемьене вăхăтлăх ача йышăнакансем пирки халăхра тĕрлĕрен калаçаççĕ пулин те манăн «патшалăх укçине хапсăнса ача çуртне каяççĕ» текенсемпе килĕшесех килмест. Ахăртнех, çакнашкал шухăшлакансен хушшинче хăй ют пепкене пăхса курнă çын çуках. Ача-пăчана тивĕçлĕ шайра пăхса усрас тесен мĕн чухлĕ тăкак тÿсмеллине пĕлмеççĕ-шим вĕсем?

Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвар ялĕ çинчен темиçе çул каялла çĕршыври массăллă информацин тĕрлĕ хатĕрĕнче нумай кĕрлерĕç. Сăлтавĕ шăпах асăннă ялти чылай çемьере тăлăх е ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене вăхăтлăх усрава илнипе çыхăннăччĕ. 2000 çулсен пуçламăшĕнче çемье «тупнă» ачасенчен хăшĕ-пĕри çитĕннĕ çын шутне те кĕме ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Çав-çавах тăван тĕпренчĕкĕ пекех ăшшăн пăхнă киле хушăран çитсе килме тăрăшать. Йĕкĕрварти «çемйинче» хăйне тараватлăн кĕтсе илессе пĕлет-çке. Çакнашкал çамрăксенчен пĕри - Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ Денис Никитин. 7 çул каялла вĕсене - виçĕ пĕртăвана - Афанасьевсем хăйсен ăшă çуначĕ айне илнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.