Вăл - ашшĕ те, амăшĕ те

3 Пуш, 2015

Хĕрарăм пĕччен темиçе ача ÿстерни çинчен каласа çынна тĕлĕнтерес çук. Кун пек тĕслĕх юнашарах темĕн чухлĕ. Анчах та арçын пĕччен ачисене пăхса пурăнни, паллах - сайра. Темиçе ача пулсан - уйрăмах та.

Тутар Республикине кĕрекен Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕнче пурăнакан Эдуард Охотников виçĕ хĕре пĕчченех ÿстерет. Амăшĕ пулăшма тăрăшать-ха ĕнтĕ, анчах та çак кунсенче 76 çул тултараканскер, хăй те аран-аран çеç уткалать - урисем ыратаççĕ. Çулĕсем те сахал мар вĕт.

Эдуард Николаевич 9 çул каялла мăшăрсăр тăрса юлнă. Арăмĕ унăн хыпарсăр çухалнă. Кил хуçи каланă тăрăх - ăна паян кун та шырама пăрахман-ха.

Çăмăл мар, паллах, виçĕ ачана ура çине тăратма. Амăшĕсĕр тăрса юлнă чухне Охотниковсен аслă хĕрĕ 9 çулта пулнă, халĕ вăл 18 çул тултараканскер, 9-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Анат Камăри медицина колледжне вĕренме кĕнĕ. Медсестра пулать. Вăтамми - Виктория - 9-мĕш класа вĕçлесе пырать. Вăл та кăçал тăван килтен каяс шухăшлă. Психолога вĕренме кĕме кăмăлĕ пур унăн. Анчах та ашшĕ хĕрĕн шухăшĕпе килĕшесшĕнех мар, малалла шкултах вĕренме сĕнет. Кĕçĕнни вара, Анастасия, хальлĕхе 6-мĕш класа çеç çÿрет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.