50 кун çÿресе - 50 çул...

3 Пуш, 2015

Юрату - пурнăç илемĕ. Ахальтен мар В.Белинский: «Юрату вăл - пурнăç поэзийĕ тата хĕвелĕ», - тенĕ.

«Мăшăрлантăн пулсан - юратăва упра», - хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ Янкас ялĕнче пурăнакан Людмила Сидоровнăпа Николай Гаврилович Ершовсем. Вĕсем шăп 50 çул каялла нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Трак енре пуçласа ун чухнехи вăхăтшăн çĕнĕ йăла-йĕркепе - Культура çуртĕнче çырăннă. Кăçал вĕсем районти ылтăн туйлисен чыславне уçакансем пулчĕç. Вăл районти ЗАГС пайĕнче иртрĕ.

Чăн малтанах Ершовсем çинчен Надежда Филиппова каласа пачĕ. Районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Елена Павлова регистраци хучĕсене çĕнĕрен алă пустарчĕ, çемье пурнăçĕнче ăнăçу, телей, ăшпиллĕх сунчĕ мăшăра. Людмила Сидоровнăпа Николай Гаврилович çĕрĕсемпе те ылмашăнчĕç, вальс кĕввипе ташша та тухрĕç. Телейлĕ мăшăра çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентÿ пайĕн ертÿçи А.Васильев, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э.Ермаков, район центрĕнчи «Звездочка» ача сачĕн заведующийĕ Р.Александрова тата районти «Ял пурнăçĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Козлова, Ершовсен ачисемпе çывăх çыннисем ăшшăн саламласа парнесем пачĕç. Красноармейскинчи «Хавал» фольклор ансамблĕ вĕсен ячĕпе çине-çинех çĕкленÿллĕ юрă янраттарчĕ. Унтан пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.