50 кун çÿресе - 50 çул...
Юрату - пурнăç илемĕ. Ахальтен мар В.Белинский: «Юрату вăл - пурнăç поэзийĕ тата хĕвелĕ», - тенĕ.
«Мăшăрлантăн пулсан - юратăва упра», - хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ Янкас ялĕнче пурăнакан Людмила Сидоровнăпа Николай Гаврилович Ершовсем. Вĕсем шăп 50 çул каялла нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Трак енре пуçласа ун чухнехи вăхăтшăн çĕнĕ йăла-йĕркепе - Культура çуртĕнче çырăннă. Кăçал вĕсем районти ылтăн туйлисен чыславне уçакансем пулчĕç. Вăл районти ЗАГС пайĕнче иртрĕ.