Хак

17 Кăрлач, 2018

Çĕр улми рынокĕнче мĕн пулса иртет?

«Агро-Инновацисем» пĕлтернĕ тăрăх — кăрлачăн 11-мĕшĕ тĕлне кашни килограмм çĕр улмин хакĕ республикăри лавккасенче чи йÿнни — 14,9, чи хакли — 20,7, вăтамран 18,4 тенкĕ пулнă. 2016 çулхи çав кун тĕлне вăтамран 14,1 тенкĕлле сутнă. Çак уйăхра пасарсенче чи йÿнни — 22, чи хакли — 25, вăтамран 24,3 тенкĕпе танлашнă. 2016 çулхи асăннă кун тĕлне 20,1 тенкĕлле туяннă. Çапла вара кăçалхи пĕрремĕш вунă кунра лавккасенче çулталăк каяллинчен – 4,3, пасарсенче 4,2 тенкĕ хаклăрах сутнă.

21 Çурла, 2015

Апат-çимĕç пахалăхĕпе хакĕ халăха тивĕçтертĕр

Хак çулталăк вăхăтне, тавар нумаййипе сахаллине кура тата тĕрлĕ сăлтава пула вĕçĕмех улшăнать. Çуркуннепе çу пуçламăшĕнче пахчаçимĕçпе улма-çырла, сахăр, хăшпĕр тавар хакланнине çынсем хăнăхрĕç ĕнтĕ. Август-сентябрь уйăхĕсенче сентресем çĕнĕ тухăçпа тулаççĕ. Çывăх вăхăтра лавккара е пасарта хак епле йĕркеленĕ? Ыйту халăха çеç мар, ЧР Правительствин АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, мониторинг ирттерекен, потребитель рынокĕнче хаксем улшăннине сăнаса тăракан комисси членĕсене те кăсăклантарать. Августăн 18-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче вĕсем Иван Моторин премьер-министр ертсе пынă ларăва хутшăнчĕç.

17 Ака, 2015

Ял çынни, сана кам хÿтĕлĕ?

Килти хуçалăх - чылай çемьешĕн тупăш илмелли пĕртен-пĕр çăлкуç. Ара, нумай предприяти арканчĕ-çке. Пуррисенчен чылайăшĕ шалу сахал тÿлет. Кашни вăрăм укçа шыраса аякка каяймасть е пайтаçă пулаймасть.

20 Пуш, 2015

Сывă-и, "Хыпарçăсем"!

Эпир, Çĕрпÿ районĕнчи Топтул ялĕнче пурăнакансем, сире хамăр нушана çырса пĕлтерес терĕмĕр. Пĕлтĕр сĕте Канашри "Молочный двор" обществăна сутрăмăр. Анчах вăл ноябрьшĕн те халичченех укçа тÿлемест. Ирина Иваницкая сĕт пуçтаракан пирĕнпе татăлтăр тесе пĕрре çеç мар ыйтрăмăр. Укçа çук тесе парăмне пĕтермерĕ.

Pages