Хак

11 Нарăс, 2015

«Асапланатпăр такама пуйтарма!»

Валентина ИЛЬИНА /Красноармейски районĕ/:

- "Сĕт хакĕ чакать" статьяна тарăхса вуларăм. Продукци пуçтаракансем январьтен сутлăх хака 2-шер тенкĕ сахаллатрĕç. Красноармейски районĕнче кашни литршăн 18 тенкĕ тÿлеççĕ. Лавккасенче те йÿнетсен эпир, килти хуçалăхра ĕне усракансем, кÿренместĕмĕр. Иртнĕ уйăхсенче вĕсенче хаклансах пычĕ!

Пĕлтĕрхи кĕркуннеренпе фураж, утă-улăм, хутăш апат хакĕ хăпарчĕ. Иртнĕ çул вĕсене çителĕклĕ хатĕрлеменнисен е туянма кĕсьерен укçа нумай кăлармалла, е выльăха типĕ улăм çеç çитермелле /паллах, унпа кăна ĕне сĕт начар антарать/.

4 Нарăс, 2015

Сĕт хакĕ чакать

ЧР Ялхуçалăх министерстви район администрацийĕсенчен килти хуçалăхран сĕт мĕн хакпа пуçтарни тата ăна пухакансем çинчен информаци ыйтса илет. Январĕн 30-мĕшĕ тĕлне пухнă сводкăна пĕлтĕрхи декабрĕн 26-мĕшĕнче пĕтĕмлетнипе танлаштарсан чылай районта улшăну пур. Ăна тишкерер-ха.

Улатăр районĕнче 3 организаци çеç сĕт пухать. Пĕри хака 1-ер тенкĕ ÿстернĕ, иккĕшĕн декабрьти пекех /кашни кг - 17 т/.

Элĕк енре продукци пуçтаракансенчен пурте тенĕ пекех сутлăх сĕте - 2-шер, «Новый путь» ЯХПК 1-ер т йÿнетнĕ. Элĕксен хакĕ - 18-шар тенкĕ.

15 Кăрлач, 2015

Ĕçлеме ÿркенмен çынна кризис хăратмĕ

Евро, доллар кунсерен çĕпре çинчи пек ÿсни, тенкĕ пĕчĕкленсе пыни çинчен хăлха йÿçĕхмеллех пур çĕрте янратаççĕ. Санкцисем кĕртни, нефть хакĕ чакни çĕршыври экономика лару-тăрăвне лайăх енчен витĕм кÿмеççĕ. Çакă халăха пырса тиветех. Чылай тавар, апат-çимĕç, тĕрлĕ тытăмри пулăшу ĕçĕ хакланнине туйма ĕлкĕртĕмĕр.

14 Кăрлач, 2015

Сĕтĕн сутлăх хакĕ ял çыннине тивĕçтертĕр!

Пахалăха лайăхлатмалла

Ĕне усракансем сĕт хакĕ çулла ÿкнине, хĕлле хăпарнине лайăх пĕлеççĕ. Сĕт çулла нумайрах антарать ĕне, хĕлле сахалрах, анчах ялхуçалăх кунĕсенче кашни килограмран тупăш сахалрах илеççĕ. Сĕт лавккасенче те йÿнелмелле пек. Анчах хака чакармаççĕ.

Ял тăрăхĕсенче вăл тĕрлĕрен йĕркеленет. Продукци пуçтаракансем инçетри яла 30-50 литр сĕтшĕн автомашина хăваласа услам нумай илеймеççĕ. Куллен 300-500 литр сĕт пуçтаракан ялтан тупăш самаях тăвать. Килти хуçалăхсем те тупăш ытларах илеççĕ.

25 Раштав, 2014

«Хыпарçăсем», мĕншĕн суятăр?»

Çапла намăслантарчĕ сĕт сутакан

Редакцие Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ял тăрăхĕнчи килти хуçалăхра ĕне усракан телефонпа шăнкăравларĕ. "Декабрĕн 12-мĕшĕ тĕлне пирĕн ялсенчен кашни литр сĕте 18-19 тенкĕлле йышăннă тесе "Хыпарта" пĕлтертĕр. Мĕншĕн суятăр? Пирĕн тăрăхра çав кун тĕлне 17 тенкĕлле çеç йышăннă", - терĕ вăл.

Pages