Хак

22 Раштав, 2014

Çĕнĕ хаксене палăртрăмăр

ЧР Министрсен Кабинечĕ сад, пахча тата дача пĕрлĕхĕсенчи çĕр лаптăкĕсен кадастрăн çĕнĕ хакĕсене çирĕплетрĕ. Кăçалхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче «Чăваш Республикин талккăшĕнчи сад, пахча тата дача пĕрлĕхĕсенчи çĕрсене патшалăх кадастрĕ хакланă хыççăн тунă пĕтĕмлетĕве çирĕплетни çинчен» 406-мĕш йышăну кăларчĕ. Вăл килес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет, сад, пахча тата дача пĕрлĕхĕсенчи çĕрсем тĕлĕшпе патшалăх кадастрĕн хаклавне ирттерсе пурнăçланă ĕçсене çирĕплетет. Аукцион ирттерсе суйласа илнĕ «Консалтинг сквэа» общество /Новосибирск хули/ вĕсене пуçласа вĕçне çитерчĕ.

17 Раштав, 2014

Сĕтшĕн тĕрлĕрен тÿлеççĕ. Мĕншĕн?

Елчĕк районĕнчи килти хуçалăхра темиçе ĕне усракан Петр Васильев «Хыпар» редакцине телефонпа шăнкăравларĕ. Ял çыннисенчен пухакан сĕте мĕн хакпа йышăннине хаçатра вуласа пĕлсе тăраканскер: «Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай районĕсемпе танлаштарсан Елчĕк, Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче пуçтаракансем мĕншĕн йÿнĕрех тÿлеççĕ?» - тесе ыйтрĕ.

27 Чÿк, 2014

Сĕтрен тупăш ытларах илес тесен мĕн тумалла?

Пахалăхне ÿстермелле

ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» хысна предприятийĕн директорĕ Николай ВАСИЛЬЕВ тирпейлекен предприятисем, сĕт пухакан пунктсем куллен йышăнакан продукцин сутлăх хакĕпе çыхăннă ыйтусене хуравлать.

- Ăна еплерех хакланине «Агро-Инновацисем» кашни эрнере пĕрре палăртать. Мĕншĕн сĕт хакĕ çулла чакать, хĕлле ÿсет?

18 Чÿк, 2014

Кĕркунне сутлăх сĕт пĕлтĕрхинчен мĕншĕн йÿнелчĕ?

Хресчене çак ыйту канăç памасть.  «Агро-Инновацисем» ХП пĕлтернĕ тăрăх - тирпейлекен предприятисем кашни килограмм сĕте /1-мĕш сорт/ кăçалхи ноябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне 19,1 тенкĕлле /пĕлтĕрхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче - 19,68/ йышăннă.

Pages