Кĕркунне сутлăх сĕт пĕлтĕрхинчен мĕншĕн йÿнелчĕ?
Хресчене çак ыйту канăç памасть. «Агро-Инновацисем» ХП пĕлтернĕ тăрăх - тирпейлекен предприятисем кашни килограмм сĕте /1-мĕш сорт/ кăçалхи ноябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне 19,1 тенкĕлле /пĕлтĕрхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче - 19,68/ йышăннă. Продукци паракансене кашни литр сĕтшĕн июльте - 1,73, августра 0,69 тенкĕ нумайрах, сентябрьте - 28, октябрьте 82 пус сахалрах тÿленĕ. Сентябрьтен пуçласа килти хуçалăхсен продукцине пĕлтĕрхинчен йÿнĕрех хаклама тытăннă. Сĕт завочĕсем те, коммерсантсем те сăлтавне ăнлантармаççĕ. Ял-йыш тарăхать, иртнĕ çулхи хакран чакас марччĕ тет.
Октябрĕн 31-мĕшĕнче сутлăх сĕтĕн /1-мĕш сорт/ вăтам хакĕ Ульяновск облаçĕнче - 19,75, Самар облаçĕнче - 18,3, Чăваш Енре - 18,24, Тутарстанра - 18,01, Чулхула облаçĕнче - 18, Мари Элре - 17,25, Киров облаçĕнче 16,15 тенкĕ пулнă. Танлаштаруран ЧР виççĕмĕш вырăнта пулнине пĕлетпĕр. Вăл сентябрьте те çав пусма çинчех тăнă. Ку аван кăтарту.
Район администрацийĕсенчен пĕлтернĕ тăрăх - октябрĕн 31-мĕшĕ тĕлне килти хуçалăхран пухнă сĕтĕн сутлăх хакĕ районсенче çапла йĕркеленнĕ: Улатăр - 13-15, Элĕк - 17, Патăрьел - 14,5-16, Вăрнар - 16-16,5, Йĕпреç - 16-17, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Вăрмар, Етĕрне, Муркаш - 16, Куславкка - 15, Комсомольски - 14,5-15, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Шупашкар районĕ - 15-16, Пăрачкав - 15-17, Çĕрпÿ - 14-17, Шăмăршă - 15-23, Елчĕк - 15-15,5.
Тирпейлекен предприятисем тата килти хуçалăхсенчен продукци пуçтаракан организацисем лартакан хак пĕрешкел маррине ял çыннисем лайăх пĕлеççĕ. Пурте тупăш илес тĕллевпе килти хуçалăхсене сахалрах тÿлесшĕн.
Ял çыннисем сутлăх сĕт хакне ÿстерес тĕлĕшпе республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев кăçал ырă витĕм кÿнине çирĕплетеççĕ. «Чăн сăмахăн суйи çук», - теççĕ халăхра. Вăл çулталăк пуçламăшĕнче ирттернĕ кашни тĕлпулура, каярахпа уйăхсерен йĕркеленĕ пуху-канашлура вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен килти хуçалăхран пуçтаракан сутлăх сĕт хакне ÿстерессишĕн тăрăшма чĕнсе каларĕ. Унăн сăмахĕсем çилпе вĕçмерĕç. Тирпейлекен предприятисем 1-мĕш сортлă сĕте мартра пĕлтĕрхи çав уйăхринчен - 7,15, апрельте - 6,34, майра - 5,17, июньте 3,16 тенкĕ хаклăрах йышăннă. Çапах та продукци паракансем çĕклекен ыйтăва тепĕр хут лартас килет: сентябрьтен пуçласа килти хуçалăхран пухакан сутлăх сĕт хакĕ мĕншĕн йÿнелме пуçларĕ? Ыйту хуравне çитес номерсенче уçăмлатма тăрăшăпăр.
Евстолия АРТЕМЬЕВА, Етĕрне районĕ, Пушкăрт ялĕ:
- Манăн çемье /упăшка, ывăл, кин, мăнуксем/ 4 ĕне усрать, сĕт сутса тупăш тăвать. Услам нумай мар. Фельдшер-акушер пунктĕнче ĕçлесе пĕчĕк шалу илекен кин, штата пĕчĕклетнĕрен ветеринари врачĕнчен кайма тивнĕ ывăл ĕнесенчен усă ытларах курасшăн. Вĕсене старикпе иксĕмĕр пулăшатпăр. Пирĕн яла Ирçерен килекен коммерсант кашни литр сĕте 16 тенкĕлле, çулталăк каяллахинчен пĕр тенкĕ йÿнĕрех, йышăнать. Çулла темиçе тенкĕ сахалрах тÿлерĕ. "Сăлтавĕ манра мар, Етĕрнери сĕт заводĕнче. Вăл продукцие йÿнĕрех йышăнать", - терĕ. Те тĕрĕс калать, те суять - пĕлместпĕр. Май-июль уйăхĕсенче сĕте йÿнетсе çынсен кăмăлне хуçаççĕ. Çулталăкри вăтам хака çулла та тытса тăма ыйтатăп. Сĕт нумай чух ăна йÿнетменнине курса ĕне шутне ÿстерĕç, тен, Пушкăртри Ирина Сандровăпа Римма Ягодкина пек 3-шер ĕне усрĕç. Кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килти хуçалăхран сĕт паракансен хÿттине кĕрсе темиçе те сăмах каларĕ. Пĕр вăхăтра хак хăвăрт ÿсрĕ.
Галина ВАСТРЮКОВА, Муркаш районĕ, Ивановка ялĕ:
- Пĕр ĕне усратăп. Ытлашши сĕте коммерсанта ирхи 5 сехет иртсен хапха умĕнчен парса яратăп. Ăна халĕ иртнĕ çулхинчен йÿнĕрех йышăнать. Çавăнпа продукци туса илекенсем чăркăшаççĕ. Хĕрĕме пулăшмалла пулин те М-7 автоçул хĕрринчи "Автосамант" кафере ĕçленĕ пирки иккĕмĕш ĕне туянма шухăшламастăп. Килти хуçалăхран тупăш нумайрах илекен Пушкинсен, Вастрюковсен - 3-шер, Романовсемпе Ванюшкинсен 2-шер ĕне. Ку уйăхра кашни килограмм сĕте 16 тенкĕлле сутатпăр. Пирĕн ялсенчен чылайăшĕ Мускава, ытти çĕре укçа тума çÿрет. Сĕт е аш килти хуçалăхра вăй хуракан кашни çынна республикăри агропромышленноçра тăрăшакансен уйăхри ĕç укçи /9 уйăхра вăл 12547 тенкĕ терĕç/ чухлĕ шалу илме май парсан инçете шапаша каймĕччĕç, темиçе ĕне тытăччĕç. Республика Пуçлăхĕ çулла сĕт 13 тенкĕрен йÿнĕрех пулмалла мар тени те усса кайрĕ.
Ольга ВАСИЛЬЕВА, Канаш районĕнчи Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ:
- Михаил Игнатьев ыйтнине пурнăçласа район администрацийĕнче сĕт пуçтаракансене пухса канашлу ирттернĕ. Çакăн хыççăн хака ÿстерме май килчĕ.
Пĕр ĕне тытатăп. Вăкăра çу каçартăмăр. Коммерсант кашни килограмм сĕте 16 тенкĕлле, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен йÿнĕрех хакпа, пухать. Çуллахипе танлаштарсан вăл хакланчĕ. Ял тăрăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх - 405, вăл шутра ĕне - 270, сысна - 87, сурăхпа качака 390 /путексемсĕр/ пуç. Коммерсантран сĕтĕн çулталăкри вăтам хакне пĕр шайра тытса тăма ыйтатпăр. Анчах продукци сутакансене итлемест, çулла чылай сахалрах тÿлет. Ял тăрăхĕнче пĕр çын çеç пуçтарать. Ку ĕçе тепĕр организацие явăçтарса сутлăх хака ÿстерме палăртатпăр.
Эльвира РУССКОВА, Янкăлч ял администрацийĕн специалист-эксперчĕ:
- Ку сĕнĕве ялта пурте ырлаççĕ. Çулла йÿнĕрех, кĕркунне-хĕлле сĕт сахал чух хаклăрах хакпа йышăннине ăнланмастăп. Ĕнене çулталăк тăршшĕпех пĕрешкел пăхатпăр, çитеретпĕр. Хресчене кашни уйăхра пĕр пек услам илме май тăвасчĕ. Вăл хальхинчен тулăхрах пурăнтăр. Манăн килти хуçалăхра - 3 ĕне. Сĕт сутса тăвакан укçа хальлĕхе çемье бюджетне пурпĕр пуянлатаймасть.
Александр ПЕТРОВ, Канаш районĕнчи Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Иртнĕ уйăх вĕçĕнче кашни литр сĕт 14 тенкĕччĕ, унтанпа кăштах хакланчĕ. Çулла 11 тенкĕ çеç юлчĕ. Вăл çынсене тивĕçтермерĕ. Сутлăх хака ÿстерес ыйтăва çĕклерĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсенчен килти хуçалăхран йышăнакан сĕте хаклатас тĕлĕшпе витĕм кÿме ыйтнине пурнăçласа район администрацийĕнче чăрмава тишкерни нумай пулăшрĕ. Эпĕ продукци пуçтаракан коммерсантпа тĕл пултăм. Вăл сĕте 11 тенкĕлле çеç йышăннине унăн пахалăхĕ начаррипе ăнлантарчĕ. Ыйтăва ĕне усракансемпе сÿтсе яврăмăр. Пахалăха лайăхлатма чĕнсе каларăм. Сĕте 3 хутчен тĕрĕслерĕç. Халĕ килти хуçалăхсем пахарах продукци сутма тăрăшаççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
Комментари хушас