Комментари хушас

22 Dec, 2014 | Хыпар | Экономика | Хак

ЧР Министрсен Кабинечĕ сад, пахча тата дача пĕрлĕхĕсенчи çĕр лаптăкĕсен кадастрăн çĕнĕ хакĕсене çирĕплетрĕ. Кăçалхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче «Чăваш Республикин талккăшĕнчи сад, пахча тата дача пĕрлĕхĕсенчи çĕрсене патшалăх кадастрĕ хакланă хыççăн тунă пĕтĕмлетĕве çирĕплетни çинчен» 406-мĕш йышăну кăларчĕ. Вăл килес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет, сад, пахча тата дача пĕрлĕхĕсенчи çĕрсем тĕлĕшпе патшалăх кадастрĕн хаклавне ирттерсе пурнăçланă ĕçсене çирĕплетет. Аукцион ирттерсе суйласа илнĕ «Консалтинг сквэа» общество /Новосибирск хули/ вĕсене пуçласа вĕçне çитерчĕ. Хаклава 2014 çулхи январĕн 14-мĕшĕччен кадастр шута илнĕ асăннă лаптăксене явăçтарнă. Раççейĕн Чăваш Енри «Росреестрăн федерацин кадастр палати» патшалăх учрежденийĕ унта 89866-шне /4989 гектар/ кĕртнĕ.

Хаклавçăсем 17 районта вăй хучĕç. Сад пĕрлĕхĕ çук пирки Патăрьел, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă районĕсене каймарĕç. Республикăри лаптăксен вăтам хакĕ - 38, уйрăммăн илсен Сĕнтĕрвăрри таврашĕнче - 87,8, Шупашкар районĕнче - 87,75, Етĕрне тăрăхĕнче 19,51 тенкĕпе танлашать. Вăл мĕнле пуласси сад, пахча тата дача пĕрлĕхĕсем Шупашкартан, авточарăнуран çывăхринчен е инçетринчен, вĕсене газ, шыв, электроэнерги çитернинчен килет. Кадастрçăсен пĕтĕмлетĕвне коммерци тĕллевĕсĕр «Регионсен хушшинчи хаклавçăсен пĕрлешĕвĕ» патшалăх эксперчĕсем пахаланă.

Килес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ЧР Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнчи 120-мĕш йышăнăвĕ вăйран тухать. Вăл 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ хаклав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ.

2000 çултан пуçласа Раççейре çĕрсене патшалăх кадастрĕн шутлавне илеççĕ. Ĕç лаптăкĕсемпе тĕллевлĕн усă курмаллине, палăртнă кун тĕлне вĕсемпе епле усă курнине тĕпе хурса йĕркелеççĕ. Маларах палăртрăм ĕнтĕ, хак çĕр вырăнĕнчен, инфратытăм пахалăхĕнчен, сад, пахча тата дача пĕрлĕхĕ транспорт çулĕнчен миçе çухрăмринчен килет.

Пурнăç пĕрмай малалла. Рынокра куçман пурлăх хакĕсем улшăннă май вăхăтран вăхăта кадастр хаклавне çĕнĕрен ирттерме тивет. Çĕр налукĕ хунă, аренда тÿлевĕ палăртнă, лаптăксене сутнă-туяннă чух вăл никĕс пулса тăрать.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çĕртен налук нумай пухăнман пирки тата федерацин дача амнистийĕ çинчен калакан саккунне пурнăçлас тĕллевпе сад харпăрлăхçисенчен халичченех çĕр налукĕ тÿлеттерме йышăнман.

Пайта ытларах курар

Юлашки çулсенче Чăваш Енре çĕр хутшăнăвĕсене йĕркелес тата лайăхлатас тĕлĕшпе ĕç нумай тăватпăр. Республикăн çĕр фондĕнче - 1834,5 пин гектар. Çав шутра ялхуçалăх пĕлтерĕшли - 55%, вăрман фончĕн çĕрĕсем - 32%, çын пурăнакан вырăнсем - 8%, çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан талккăшĕ - 2%, промышленноç çĕрĕ - 1%, шыв-шур фончĕ - 2% яхăн, саппас çĕрсем - 1% сахалрах.

Чăваш Ен лаптăкĕнче федераци харпăрлăхĕнчи çĕрсем - 38%. Вĕсене вăрман фончĕ те кĕрет. Республика харпăрлăхĕнчи çĕрсем - 1%, муниципалитетсен - 5%, патшалăх харпăрлăха илменни - 23%. Çынсем тата юридици сăпачĕсем ЧР çĕр фончĕн 33% тытса тăраççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура: «Усă курман çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртни бюджетсен тупăш пайне тултарма тата ресурссене социаллă нушасем валли яма пулăшать», - тесе палăртрĕ. Икĕ çулта пушă выртакан çĕрсене шута илсе пĕтерме тата йĕркелеме хушрĕ. Çак ĕç тухăçлăхне «халăх инвентаризацийĕпе» те ÿстеретпĕр.

ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви çын пурăнакан вырăнсенчи пушă лаптăксене шута илес тĕллевпе ĕçре усă курма сĕнÿсем хатĕрлерĕ. Шутлав тĕллевĕ - этем пурăнакан вырăнта çĕрпе мĕнлерех усă курнине тĕрĕс уçăмлатасси, çумкурăк ашкăракан уйсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, налук ытларах хурса бюджета пуянлатасси.

Кăçалхи октябрь уйăхĕнче шутлавăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Вăл пынă вăхăтра вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем 21577 лаптăка çитсе тĕрĕсленĕ. Пушши, усă курманни тата начар усă кураканни - 2005 лаптăк /663 гектар/. Мĕнпур лаптăкăн 48% - уйрăм çынсен, 42% - муниципалитет тата патшалăх харпăрлăхĕнчи. 10% харпăрлăхçисем камсем пулнине палăртман. Вĕсене уçăмлатассишĕн ĕçлетпĕр.

Муниципалитетсенче усă курман лаптăксенчен 109-шне /21,8 гектар/ производство çаврăнăшне явăçтарнă, 31-шне /36,6 гектар/ строительствăпа çыхăнман лаптăксене шута илекен Информацин пĕрлехи ресурсне кĕртнĕ. Унпа министерство тата республикăн патшалăх органĕсен влаçĕн сайчĕсенче паллашма пулать.

Муниципалитетсем шур юр çинче çилпе кашлакан хыт хура йышăнакан лаптăксене хуçалăх ĕçне явăçтарассишĕн тăрăшни сисĕнет. Паянхи кун тĕлне 53-шне хуçалăх ĕçне кĕртнĕ: 20-шне тара панă, 13 лаптăка сутнă, 1-не яланлăхах усă курма уйăрнă, 19-шне нумай ачаллă çемьесем илнĕ.

Хальхи вăхăтра шутлавăн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Вăл пурнăçа кĕнĕ май, 2015 çул вĕçлениччен, муниципалитетсен пушă тата усă курман çĕрсен реестрне хатĕрлемелле. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе патшалăхăн çĕр надзорĕ Росреестрăн республикăри управленийĕпе пĕрле тĕрĕслев ирттернĕ чух çĕр пушă вырттаракансенчен мĕнпур майпа, вăл шутра суд урлă, çĕр докуменчĕсене туртса илес ыйтăва лартрĕç. Инвестици хывма тата строительство пуçлама май пур лаптăксене патшалăх кадастрне илме тата вĕсене хуçалăх ĕçне явăçтарассишĕн Информацин пĕрлехи ресурсне кĕртме палăртрăмăр.

Анатолий КУЗЬМИН,

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ

Анатолий КУЗЬМИН
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.