Комментари хушас

20 Пуш, 2015

Сывă-и, "Хыпарçăсем"!

Эпир, Çĕрпÿ районĕнчи Топтул ялĕнче пурăнакансем, сире хамăр нушана çырса пĕлтерес терĕмĕр. Пĕлтĕр сĕте Канашри "Молочный двор" обществăна сутрăмăр. Анчах вăл ноябрьшĕн те халичченех укçа тÿлемест. Ирина Иваницкая сĕт пуçтаракан пирĕнпе татăлтăр тесе пĕрре çеç мар ыйтрăмăр. Укçа çук тесе парăмне пĕтермерĕ.

Аптранипе сĕте урăх предпринимателе сутрăмăр. Иваницкая çакна пĕлнĕ те: "Эсир тепĕр бизнесменпа çыхăну йĕркеленĕ", - тесе ÿпкелерĕ, укçа çинчен калаçасшăн та пулмарĕ. "Молочный двор" обществăна Канаш хулинче шырарăм - тупаймарăм. Тен, вăл ăçта вырнаçнине "Хыпар" журналисчĕсем пĕлеççĕ? Тархасшăн, сĕтшĕн тÿлеттерме пулăшăр!

Евгений ЕВГЕНЬЕВ, сĕт паракан

РЕДАКЦИРЕН: саккун тĕлĕшĕнчен хак пама çыру копине ЧР Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсен хушшинчи Çĕрпÿ полици уйрăмне ярса патăмăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.