Комментари хушас

3 Пуш, 2015

Сĕт параканпа пуçтараканăн яваплăхĕ çитмест

"Хыпар" ыйтăвĕсене ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Иванович СКВОРЦОВ хуравлать.

- Михаил Игнатьев январĕн 21-мĕшĕнче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каларĕ: "Сĕт туса илекен пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсен ĕçченĕсем кашни çулах çуркуннепе çуллахи тапхăрта йĕркеленекен туяну хакĕсем йÿнĕрен кăмăлсăр пулнине тĕрĕсех палăртаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Енĕн Ялхуçалăхĕпе Экономика аталанăвĕн министерствисен, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне, сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп". Ăна пурнăçлас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлетĕр?

- Çырăва служба учрежденийĕсенче сÿтсе яврăмăр, килти хуçалăхсем сутакан сĕт пахалăхне тĕрĕслессине кашни ял тăрăхĕнче йĕркелеме тĕв турăмăр. Кирек хăш харпăрлăхлă хуçалăхсем пырса паракан сĕт пахалăхне тирпейлекен предприятисен лабораторийĕнче палăртаççĕ, пĕрремĕш, иккĕмĕш е чи пысăк сортлине кура укçа куçараççĕ. Килти хуçалăхран продукци пуçтаракансен те пахалăха пăхса тÿлемелле. Нумайăшĕ çапла тăвать те. Анчах чылай районта ĕç кирлĕ пек пулса пымасть. Иртнĕ икĕ уйăхра ял тăрăхĕсенче пухусем ирттернĕ. Вĕсене ветспециалистсем те хутшăнчĕç. Хак сĕт калăпăшĕнчен çеç мар, пахалăхĕнчен те нумай килнине ăнлантарма тăрăшрĕç, патшалăхпа муниципалитет влаçĕн органĕсем продукци пуçтаракан кашни организаципе уйрăм предпринимательтен сĕт пахалăхне тĕрĕслемелли ареометр туянма ыйтнине пĕлтерчĕç. Вăл сĕте шыв хушнине часах палăртать.

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ служба умне тата мĕнле тĕллев лартрĕ?

- Пирĕн пĕтĕм АПК организацийĕсен, вăл шутра килти хуçалăхсен, умĕнчи выльăх шутне ÿстерме кансĕрлекен чăрмавсене пĕтерме пулăшмалла. Вĕсен йышĕнче - çуркуннепе çулла сĕтĕн сутлăх хакĕ чакни. Çав сăлтава пула та выльăх шучĕ сахалланать. Пирĕн специалистсем пуху-тĕлпулура ветучрежденин, ялхуçалăх предприятийĕн, ял тăрăхĕн, уйрăм предпринимателĕн ятарлă вырăнĕнче ĕнене искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли йĕркепе паллаштараççĕ.

Районсенчи выльăх чир-чĕрĕпе кĕрешекен ветстанцисем сĕт пахалăхне çийĕнчех уçăмлатакан "Лактан-1М", "Клевер-2" анализаторсем тата ареометр туянаççĕ. Хальлĕхе ветслужбăн - 85, сĕт пуçтаракансен - 177. Ку çителĕксĕр. Татах туянĕç.

- Саккунпа килĕшÿллĕн сирĕн продукци пухаканран çав приборсене туянмашкăн ыйтма ирĕк пур-и?

- "Сĕт тата унран хатĕрленĕ юр-вар хăрушсăрлăхĕ çинчен" /ТР ТС О33/2013/ техника регламенчĕпе килĕшÿллĕн службăн сĕт пуçтаракан кашни организаципе предпринимательтен вĕсене туянмашкăн ыйтма право пур. Сĕт туса илекен кирек хăш харпăрлăхçă та унăн пахалăхĕшĕн яваплă, лайăххине çеç сутма тивĕçлĕ. Продукцие тĕрĕслемесен унта шыв хушакансене, таса марринех паракансене, сĕт ытти енĕпе техрегламента тивĕçтерменнине палăртаймаççĕ. Пуçтараканăн завода мĕнле сĕт леçнине, уншăн мĕн чухлĕ тÿлессине малтанах пĕлсе тăмалла. Çапла çеç тирпейлекен предприяти хăйне улталаманнине шанать. Калăпăр, унта ĕçлекенсем "сĕт пĕрремĕш сортлă мар, иккĕмĕш" тесе ĕнентерме хăтланаççĕ. Продукци паракан тÿрех сĕтел çине пĕрремĕш сортлине çирĕплетекен документсем кăларса хурать. Завод директорĕн ирĕксĕрех килĕшме тивет. Вăл кашни литра чăркăшса йышăннине лайăх пĕлекен хуçа килти хуçалăхсенчен тиркешсе туянать.

- Сирĕн специалистсем кашни ял тăрăхĕнчи килти хуçалăхсенчен пуçтаракан сĕт пахалăхне тĕрĕслеççĕ-и?

- Ветучрежденисем ку ĕçе уйăхра вăтамран пĕрререн кая мар, хăшĕ-пĕринче ытларах та йĕркелеççĕ. Продукци пухакансен сĕтне кашни 10 кунра пĕрре тĕпчеме тĕллев лартрăмăр. Ăна пурнăçлама ĕçе ветуйрăмсемпе пунктсене явăçтаратпăр. Пĕтĕмлетсе çапла каламалла: эпир продукци пухакансен ĕç пахалăхне тĕрĕслетпĕр, вĕсем килти хуçалăхсенне пахалаççĕ.

- Пĕтĕмлетсен аванччĕ...

- "Чĕпсене шутлама" иртерех-ха. Каярахпа шутлăпăр. Çапах килти хуçалăхсенчен нумайăшĕ пахалăха лайăхлатассишĕн тăрăшнине палăртас килет. Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнчи сĕт йышăнакан пунктра пултăм. Килти хуçалăхсенчен туянакан сĕтĕн 60-70 проценчĕ - чи пахи. Пĕрремĕш сортли те пур. Продукци тĕслĕхне кунти лаборатори витĕр кăлараççĕ. Ялсенчен лайăх сĕт çеç ыйтаççĕ.

2013 çулта тирпейлекен предприятисем мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенчен туяннă сĕтĕн - 14-15, пĕлтĕр 29 проценчĕ чи пахи пулнă. Кăçал кăтарту ÿсессе шанатăп.

- Килти хуçалăхсен ĕне сумалли аппарат миçе-ши?

- Ăна шута илсе пыракан статистика çук. Сĕт сутаканăн ăна никам каламасăрах туянмалла, мĕншĕн тесен продукци пуçтаракан алăпа суни таса мар тесе сахалрах тÿлеме пултарать.

- Калаçăва зоотехник, ветеринар машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе куллен тенĕ пек сÿтсе явакан ыйтăва хуравланипе вĕçлер. Килти хуçалăхсем сутакан сĕт пахалăхĕ техрегламента тивĕçтертĕр тесен мĕнле йĕркене пăхăнмалла?

- Чи малтанах - ĕнене тăрантмалли технологие. Умĕнчен çуламалли тăвар ан татăлтăр. Тĕрлĕ витаминпа, микроэлементпа пуян апат çитермелле. Куллен çителĕклĕ памасан сĕт этем организмне кирлĕ паха япаласемпе тулăх пулмасть. Ун пек продукцие заводсем паха сортлă мар тесе йÿнетеççĕ.

Ĕне сумалли технологие шута илмелле. Кашни сăвăм хыççăн аппарата, флягăна, витрене вĕри шывпа, химин ятарлă хутăшĕпе лайăх çуса типĕтмелле. Вĕсене тусан лекесрен, таса мар ытти япала çыпçăнасран асăрханмалла. Ĕне сăваканшăн гигиена тĕп вырăнта пултăр. Алла, ĕне çиллине кăпăклантарса çумалла. Чĕччисене кремпа сĕрмелле. Маститпа, бруцеллезпа, туберкулезпа, лейкозпа, ытти хăшпĕр чире пула йăмшакланакан ĕне сĕтне завода леçме юрамасть. Шыв хушнă сĕтрен нимле юр-вар та хатĕрлеме çук. Вăл автомашина цистернине лексен тÿрĕ кăмăллă хĕрарăмсен ырă ячĕ каять. Продукци пуçтаракансен приборпа усă курса кашни килти хуçалăх мĕнле сĕт панине пĕлмелле, ултавçăсене тÿрĕ çул çине тăратмалла.

- Ял çыннисенчен хăшĕ-пĕри: "Михаил Игнатьев хушу панипе кăçал пире министрсемпе райадминистраци пуçлăхĕсем сĕт хакне пĕлтĕрхинчен çÿллĕрех тытса тăма пулăшĕç", - тет. Çапла пулĕ-ши?

- Патшалăхпа муниципалитет влаçĕн органĕсем продукци пахалăхне шута илмесĕрех сĕт пухакансене "хĕстерсе" сутлăх хака 2014 çулхи çуркуннехи-çуллахинчен ÿстерĕç тесе ан ĕмĕтленĕр - ун пек пулмĕ. Килти хуçалăхсен хака хăпартмалли пĕртен-пĕр çул - пахалăха лайăхлатасси тата ял администрацийĕпе пĕрле ĕçлесе продукци пуçтаракансен конкуренцине йĕркелесси.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.