Ял çынни, сана кам хÿтĕлĕ?
Килти хуçалăх - чылай çемьешĕн тупăш илмелли пĕртен-пĕр çăлкуç. Ара, нумай предприяти арканчĕ-çке. Пуррисенчен чылайăшĕ шалу сахал тÿлет. Кашни вăрăм укçа шыраса аякка каяймасть е пайтаçă пулаймасть.
Килти хуçалăх кÿрекен услам нумай тăкака саплаштарма пулăшать. Ашшĕ-амăшĕ ачисене пăхса ÿстерет, вĕрентсе çын тăвать. Кил-çурта пăхса тăраççĕ. Чирлесен тÿлевлĕ сипленеççĕ, хырçă-марçă хываççĕ, ял лавккинче куллен апат-çимĕç туянаççĕ. Хаксем пĕрмай ÿсеççĕ. Пĕтĕмлетсе çакна каламалла: ял çыннин "саплăк" нумай. Сăмахран, вăл туса илекен продукцие мĕнле хакпа йышăнасси пирки ял шайĕнче калаçакан çук, килĕшÿ тумаççĕ. Сĕтпе аш хакне продукци йышăнакансемпе тирпейлекенсем хăйсемех татса параççĕ: мĕнле килĕшет - ăна çапла лартаççĕ. Пысăк услам кÿрекен хакпа туянаççĕ. Малалла вулас...