«НИМ ТЕ ÇИЕС КИЛМЕСТ!»

4 Пуш, 2015

Ача апат çиесшĕн мар, турилккене айккинелле тĕртет. Мĕншĕн çиесшĕн мар-ха? Психологсем çапла асăрхаттараççĕ.

1. Вăл аслисене хăйĕнпе тимлĕрех пултарасшăн. Апат çиме килĕшмесĕр ача çемьере вăхăтлăха тĕп çын пулса тăрать. Çавăнпа ăна мĕн çитменнине тĕпчесе палăртмаллах. Тен, эсир ытла нумай ĕçлетĕр е упăшкăрпа сирĕн хушăри лару-тăру кăткăсланнине пула çак ыйтусем пирки кăна шухăшлатăр.

2. Ачан турилккине куçран вĕçертмесĕр сăнатăр, вăл мĕнле çинине тиркетĕр, апата йăлтах тата хăвăртрах çисе яма хистетĕр пулсан, паллах, такамăн та тăрса тарас килĕ. Пĕчĕкскерĕн çакăн пек туйăм çирĕпленет: апат вăл - япăх кăмăл. Тирпейлĕрех çинĕшĕн мухтаса илни вырăнлăрах пулĕ.

3. Пĕрре те пулин шăмăпа чыхăнса кайсан е вĕри чейпе пиçсен ача каллех çапла пуласран хăрать. Хистесе апатлантарсан япăх туйăмсене вăйлататăр кăна. Сĕтел хушшине пĕрле ларса çисен, хăвăр хаваслине кăтартсан вăл лăпланĕ.

4. Юратман апата вăйпах çитерме хăтланнипе ачана унран тата ытларах сивĕтетĕр. Кирек мĕнле çимĕçе те унри пек усăллă витаминсемлĕ урăх çимĕçпе улăштарма май пур. Е ача тиркекен çимĕçе салата, пудинга хушса курăнмалла мар витме, çиелтине кулăшла ÿкерчĕкпе илемлетме пулать.

5. Çителĕксĕр хускалакан ача та апатран пăрăнать. Тĕслĕхрен, футболла вылянă е урамран уçăлса кĕнĕ хыççăн энерги нумай тăкакланăскерсем питĕ лайăх çиеççĕ. Шухăшласа пăхăр, тен ачан пурнăç йĕркине улăштармалла.

6. Тен, сирĕн çемьере сахал çиекен ача çитĕнет. Çынсем кашниех тĕрлĕрен, апат çиес енĕпе те. Ача лайăх аталанать, садикре е шкулта юлса пымасть, çĕрле лайăх çывăрать пулсан пăшăрханма сăлтав çук.

7. Кун йĕрки пăсăлсан та çапла пулать. Шкул çулне çитмен ачасен - кунне 5 хут, кĕçĕн классенчисен 3 хут апатланмалла. Ялан пĕр вăхăтра тата сĕтел хушшинче. Кун тăршшĕнче печенипе, йогуртпа, компотпа е ыттипе çырткаласа илни вара аппетита чакарать. Çак йĕркене пăрахăçлама тăрăшăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.