МĔНЛЕ ÇĂКĂР ÇИСЕН ЛАЙĂХРАХ?

4 Пуш, 2015

Диетологсем тĕрлĕ çăкăр сывлăха мĕнле витĕм кÿни çинчен çапла ăнлантарса параççĕ.

Тасатнă паха сорт тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăрта усăллă япаласем ыттисенчен сахалрах. Ăна час-часах тата нумай çини кĕлетке виçине хушăнма витĕм кÿрет.

Ыраш-тулă çăкăрĕнче витаминсемпе минералсем кăшт ытларах, анчах апат чĕлкĕмĕсем сахал.

Паха сорт тулă çăнăхĕнчен хывăх хушса пĕçернĕ çăкăрта витаминсемпе клетчатка çителĕклĕ. Вăл атеросклерозран хÿтĕленме пулăшать, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, вар хытнипе аптрасан усăллă. Анчах ăна апат ирĕлтерекен органсен шыçă чирĕсем пулсан, уйрăмах хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви вĕрĕлсен, çимелле мар.

Паха сорт тулă çăнăхĕпе шултран авăртнă тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăра пыршăлăхра апат куçасси пăсăлсан, вар хытсан çиме сĕнеççĕ. Гастрит, колит, эзофагит, вар-хырăм тракчĕн язви чухне юрамасть.

Тăвар яман ятарлă çăкăр пÿре тата чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсем аптратсан усăллă.

Тулли тĕшĕрен пĕçернĕ çăкăр кулленхи рацион валли паха. Вар-хырăм çулĕсем шыçман пулсан вăл кирек кама та юрать.

1. Çак çăкăрта тăраннă туйăмпа чылайччен тивĕçтерекен кăткăс углеводсем пур. Ку ытлашши çисе лартасран сыхлать, аппетита йĕркере тытса тăма пулăшать.

2. Вăл ÿсен-тăран белокĕпе пуян. Унра нимĕнпе улăштарма çук аминойÿçексем - метионин тата лизин - нумай, вĕсем пĕтĕм организма йĕркеллĕ ĕçлеме кирлĕ.

3. Çăкăрта нерв тытăмне, ăс-тăна лайăх ĕçлеме, юн тума, ылмашăну ĕçĕсене йĕркелеме кирлĕ В ушкăнри витаминсем /В1, В2, В5, В6, В9/ пур.

4. Тĕшĕллĕ çăкăрти РР витамин çу, çав шутра холестерин, ылмашăнăвне хутшăнать, организмри тĕртĕмсене çĕнетес ĕçе витĕм кÿрет

5. Унра тата минерал япалисем - марганец, селен, пăхăр, магни, фосфор, кальци, цинк, тимĕр - нумай. Вĕсем организри мĕнпур органпа тытăма тĕрĕс ĕçлеме пулăшаççĕ.

6. Икĕ татăк пĕрчĕллĕ çăкăр çини те апат чĕлкĕмĕсен талăкра кирлĕ виçипе тивĕçтерме пултарать. Клетчатка апат ирĕлтерекен тытăма тĕрĕс ĕçлеме, организма тасатма пулăшать, пыршăлăх микрофлоришĕн усăллă "апат" пулса тăрать, В ушкăнри витаминсен витĕмне вăйлатать...

Çăкăр мĕн чухлĕ çиессине кашниех хăй татса парать. Çапах та вăл калориллĕ пулнине манмалла мар. Кĕлетке тулас туртăм пулсан кунне икĕ татăкран ытла çиме сĕнмеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.