Комментари хушас

3 Пуш, 2015

Паян - пĕр хак, ыран вара?

Кризис тарăнланса пынă, тенкĕ йÿнелнĕ тапхăрта çĕнĕ хаксене хăнăхса пыратпăр.

Тĕштырă туса илекенсенчен: «Кашни тонна тыррăн сутлăх хакĕ 11-12 пин тенке çитессе нихăçан та шутламан, 2009 çулта 3-5 пинпех панă», - тенине пĕрре çеç мар илтнĕ. Тĕлĕнмелле! Раççей Ялхуçалăх министерстви пĕлтĕр çĕршывра пысăк тухăçлă тырпул пухса кĕртрĕмĕр тесе хавхалансах рапортлать. Чикĕ леш енне ăсатмалăх та /30 млн тонна ытла/ пур-мĕн. Тырă ытлă-çитлĕ чухне лавккара çăкăр хакĕ ÿсмелле мар-çке. Сăлтавне çапла ăнлантарса пачĕç: ялхуçалăх предприятийĕсем сутакан тырă хакне унăн экспорт виçипе танлаштарма тăрăшаççĕ.

Çакна асăрханă: Çĕнĕ çул хыççăн çирĕпленнĕ хаксем çулталăк тăршшĕпех тытăнса тăраççĕ. Ĕрĕхсе кайнисемшĕн чикĕ çук-тăр. Акă февралĕн 23-мĕшĕнче «Шупашкар» пасара пăхса çаврăнтăм. Çĕрулмин кашни килограмĕ - 30-35 тенкĕ, кишĕр - 45. Нихăçан пулман кун пекки. Сутуçăсем «тÿперен анма» шутламаççĕ тейĕн. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.