Культура паян - еткерлĕх пуянлăхĕ çеç мар

3 Пуш, 2015

ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче /вăл февралĕн 27-мĕшĕнче иртрĕ/ республикăри культура, искусство тата архив учрежденийĕсем 2014 çулта мĕнле ĕçленине сÿтсе яврĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Ларăва коллеги членĕсем, çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕпе ĕçлекен комитет председателĕ, Чăваш Ен Культминăн коллегийĕн членĕ Петр Краснов, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Культура министерстви çумĕнчи Общество канашĕн членĕсем, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен социаллă аталану /культура/ пайĕсен пуçлăхĕсем, тĕн, наци культура пĕрлĕхĕсен представителĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Александр Иванов ларăва уçнă май культурăн паянхи пĕлтерĕшĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Культура нацин ăс-хакăл тата кăмăл-сипет шăнăрĕ пулнине, ĕмĕрсен хушшинче амаланса вăй илнĕ йăла-йĕркесем халăхăн вуншар, çĕршер ăрăвĕсене çыхăнтарса тăнине палăртрĕ. «Культура паян - еткерлĕх, традици пуянлăхĕ çеç мар. Эпир хамăра мĕнле тытнинче унăн витĕмĕ, палли пур. Экономикăнах илер: унăн çивĕч ыйтăвĕсем апла е капла пĕрех культурăпа, пирĕн пурнăçпа, чунпа çыхăннă», - терĕ. Александр Степанович тăван культурăна аталантарас тĕлĕшпе уйрăмах палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ.

Отраслĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе Вадим Ефимов министр доклад турĕ.

Ун сăмахĕнчи хăш-пĕр самант пирки чарăнса тăрар-ха. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.