Раççей ялавне халалланă
Наци библиотекинче Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне халалланă «Раççей патшалăх символĕсем» курав уçăлнă.
Кашни патшалăхăн суверенитетне çирĕплетекен паллăсем - Герб, Ялав, Гимн - пур. Вĕсем çĕр-шывăн истори аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене палăртаççĕ. 1994 çулта Раççей Президенчĕ çурлан 22-мĕшĕ РФ Патшалăх ялавĕн кунĕ пулнине çирĕплетекен Указ кăларнă. Çак уяв çынсене пĕрлештерекен, патшалăх тата патриотлăх туйăмĕ çинчен аса илтерекен паллă пулăмсенчен пĕри.




Строительствăпа çыхăннă професси е специальноç илнисемшĕн хальхи вăхăтра республикăра малашлăх чăннипех пысăк. Пирĕн хутлăхра пурăнмалли условисене лайăхлатас енĕпе палăртнă патшалăх программисем ăнăçлă ĕçлеççĕ, строительство калăпăшĕ çулсерен ÿссе пырать. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн кăçал республикăри строительство отрасльне 9 млрд тенкĕлĕх бюджет инвестицийĕ хывма палăртнă.








